Писатель хайлав çырнă чухне хăй телейлине туйтăр

15 Янв, 2015

Хатидже... Манăн аса тахçанах кĕрсе вырнаçнă ят. "Домашний" телеканал эфирĕнче кăтартакан "Великолепный век" сериала пăхнă чухне кăмăлларăм ăна. Унти Хатидже - Осман патшин I Селимăн хĕрĕ, Сулейман султанăн тăван йăмăкĕ. Хытă чунлă çыннăн чĕрине те хускатма пултаракан сăнара, çак роле вылякан Сельма Эргеч актрисăн пултарулăхне килĕштернĕрен турккă хĕрĕн ячĕ те асра яланлăхах çырăнса юлчĕ. Хатидже... "Çут тĕнчене вăхăтсăр, ир килнĕскер" тенине ăнлантарать. Турккăсемшĕн вара ку - ырă пулăм. Турцире вăхăт çитичченех çуралнă ача гени пуласса шанаççĕ. Пĕлтĕрхи ноябрь вĕçĕнче Азербайджанăн тĕп хулинче Бакура тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен иккĕмĕш форумĕнче çак ятлă çыравçăпа паллашсан питĕ хĕпĕртерĕм. Манăн, турккă чĕлхине вĕренменскерĕн, вырăсла пĕр сăмах та пĕлмен Хатидже Узгюльпе калаçас килчĕ. Куçаруçă тупса сăмах çăмхине темччен сÿтрĕмĕр. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.