- Чăвашла верси
- Русская версия
“Çамрăксен хаçатне” Симферопольте те вулаççĕ
Патшана та пăхăнман вăхăт шăвать те шăвать - 2015 çулăн пĕрремĕш уйăхĕн çурри те хыçа юлчĕ. Ĕнер ирех пÿлĕм умĕнче мана кĕтсе пирĕн вулаканăмăр тăрать. Вăтам çулсенчи хĕрарăм сывлăх сунчĕ те: "Январь варри çитсе пырать, пĕр номер те килмерĕ. Сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă-ши?" - ыйтрĕ вăл. Хисеплĕ вулаканăмăрсем, эсир "Çамрăксен хаçачĕсĕр" тунсăхлани кăмăла çĕклет, пире, журналистсене, тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать. Мĕн тăвăн? Влаçрисем январьте пурин валли те каникул туса пачĕç те - хаçат кăларакансем те канаççĕ.
Сирĕн алăра - кăçалхи пĕрремĕш номер. Асăрхарăр-и: вăл кĕçнерникун пичетленчĕ. Ку йăнăшпа мар. Малашне яланах çапла пулĕ. Паянтан юратнă хаçатăр сирĕн пата пĕр кун маларах çитĕ. Апла тăк эсир хăвăра килĕшнĕ рубрикăпа пичетленекен статьясемпе çырусене маларах вулаятăр. "Çамрăксен хаçатне" "Чăваш пичечĕн" тата "Советская Чувашия" киоскĕсенчен илсе тăракансене те çак çĕнĕлĕхе хăвăртрах йышăнма ыйтас килет. Çĕнĕ номер шыраса киоска эрнекун мар, кĕçнерникунах кайăр. Кăларăма часах туянса пĕтернине кура эрнекун вăл сутлăхра юлмасан та пултарать.
Юратнă вулаканăмăрсем, пирĕн - пысăк савăнăç. "Çамрăксен хаçатне" чунран кăмăлласа куллен вулакансен йышĕ кăçал та ÿсрĕ. Малашне вăл республикăра, ун тулашĕнче пурăнакан 8136 çемьене пырса тăрĕ. Глобализм тапхăрĕнче, тĕнчене Интернет хупăрласа илнĕ вăхăтра ку хисеп пĕчĕк мар. 2014 çулăн II çурринчи кăтартусемпе танлаштарсан, кăçал пирĕн вулакансен йышĕ Шупашкар хулисĕр пуçне пур район-хулара та пысăкланчĕ. Чăваш Ен тулашĕнче те "Çамрăксен хаçатне" кăмăллакансен шучĕ нумайланчĕ. Забайкалье крайĕнчи Чара салинче, Краснодар крайĕнчи Сочире, Оренбург облаçĕнчи Бузулукра, Крым Республикинчи Симферопольте, Саха Республикинчи Мирный хулинче, Тула облаçĕнчи Ефремовра, Ульяновск облаçĕнчи Димитровградра, Тутарстанри чылай ял-салара пурăнакансем ăна пирвайхи хут çырăннă.
"Çамрăксен хаçачĕ" - çĕнĕлĕхе хăвăрт йышăнакан, вулакансене кăсăклантарма паянхи куншăн кăсăклă ыйтусене хускатма хăраман кăларăм. Кăçал Реççейре - Литература, Чăваш Республикинче Константин Иванов çулталăкĕ. Эпир çĕр-шыв тата регион ертÿçисем çапла йышăну тăвасса туйнă-ши? Чăваш литературине хăйсен илемлĕ хайлавĕсемпе пуянлатнă писательсене сума суса икĕ çул каяллах "Çыравçă ялĕнче - хăнара" рубрика уçрăмăр. Унта çут тĕнчерен кайнă писательсемпе поэтсене ентешĕсем епле астунине, мĕнле хисепленине тишкерсе çырма тĕв турăмăр. Ку рубрикăна кăçал, паллах, пăрахăçламăпăр. Эсир килĕштернĕ тепĕр рубрикăна та - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Юрату тытса пыракан "Чуна уçса калаçар" ятлине - малалла тăсăпăр. Республикăри паллă çынсен пурнăçĕ пирки хальччен пĕлменнине вуласа ăса хывăпăр. "Сас-хурана ĕненмелле-и?" рубрикăра сирĕн ыйтусене хуравласа артистсемпе юрăçсен вăрттăнлăхĕсене уçăпăр. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 70 çул çитет. Шел, çав çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне, пурнăçне шеллеменнисен йышĕ чаксах пырать. Вĕсен асаилĕвне паянах çырса юлмалла. Çавăнпа "Аслă Çĕнтерÿ: 70 çул" рубрикăпа статьясем тăтăшах пичетленĕç. "Паттăр çуралнă тăрăхра" ярăмри материалсенче чылай Герой пирки çырса кăтартрăмăр, çак çулта эпĕ хальччен паллаштарман паттăрсен ялне çитсе курасшăн.
Тепĕр пулăм. Чăваш яшĕсемпе хĕрĕсем валли уйрăм кăларăм тухма тытăннăранпа кăçал 90 çул çитет. 1925 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче тухма пуçланăскер вулакансем патне "Çамрăк хресчен", "Çамрăк колхозник", "Çамрăк большевик", "Çамрăк коммунист" ятсемпе çитнĕ. 1996 çултанпа "Çамрăксен хаçачĕ" ятпа пичетленет. Сумлă юбилея тĕпе хурса "Çамрăксен хаçачĕ: 90 çул" рубрика уçăпăр. Уява вулакансемпе, журналистика ветеранĕсемпе, чăваш эстрада çăлтăрĕсемпе пĕрле Шупашкарта паллă тума та кăмăл пур. Май килĕ-и - вăхăт кăтартĕ.
Çĕнĕ рубрикăсем татах пулĕç. Пур вăрттăнлăха та тÿрех уçар мар. Вĕсем сирĕн кăмăла каясса шанас килет. Хаклă вулаканăмăрсем, кăларăма 18 çул çырăнса илекенсемпе пĕрлех пирĕнпе нумаях пулмасть туслашнисем, эпир, редакци ĕçченĕсем, сире "Çамрăксен хаçатне" юратса вуланăшăн, кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтнĕшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр. Пуçăннă мĕнпур ĕçре çитĕнÿ тума çирĕп сывлăх, телей, хавхалану сунатпăр. Сирĕн çулăр яланах такăр пултăр. Пурсăра та - пысăк тав. "Çамрăксен хаçачĕпе" туслă çыхăнура пулни вара пур ÿсĕмрине те чунпа çамрăк пулма пулăштăр...
Дмитрий МОИСЕЕВ,
"Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕ.
Комментировать