Комментировать

22 Окт, 2015

Пĕр автобус хĕрарăм лартса килме сĕнсен те авланма килĕшмен

Çамрăксем çемье çавăрса ача-пăча çуратса ÿстереççĕ, ватăлнă май мăнукĕсемпе савăнаççĕ... Çапла йăх та, Çĕр çинчи пурнăç та малалла тăсăлать. Хăй вăхăтĕнче ялсем кĕрлесе тăнă пулсан халĕ, шел те, чылай çĕрте ку енĕпе мухтанмалли çук. Хальхинче командировка çулĕ пире Каçал тăрăхне илсе çитерчĕ. Анатри чăвашсен ялĕсем пысăк та вăл енче вĕсем пушанас хăрушлăх çук пек туйăнатчĕ. Çапах Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсене «дежурнăй» ыйтăва памасăр чăтаймарăмăр. «Тĕвенеш - пĕчĕкрех ял. Унта пушă çурт нумай», - пулчĕ хурав. «Сирĕн тăрăхра хусах чылай-и?» - каллех хăпмарăмăр вĕсенчен. «Тĕвенешре пушă çурт мĕншĕн нумай тетĕр? Хусахĕсем авланмаççĕ...» - çак хурава илтсен машинăна хускатса унта кĕмесĕр инçе çула, Шупашкара, тухмарăмăр.

“Кин кĕртме никам та чармасть”

Пысăках мар Тăвенешпе Çĕнĕ Кипеç ялĕсене Пăла юханшывĕ çеç уйăрса тăрать. Пире шкул директорĕ Александр Петров ертсе çÿреме килĕшрĕ. Тĕвенеш ялне çитме те ĕлкĕреймерĕмĕр - Çĕнĕ Кипеçри чарăнура виçĕ арçынна курса калаçу пуçартăмăр. «Петрович, пирĕн помидор пур», - пĕри кĕсйинчи помидорне кăларса аллинче çавăркаласа чеен калаçрĕ. Те шÿтлерĕç вĕсем, те чăнласах калаçрĕç - «çутти» валли «саккуска» пуррине систерсе вăлтмарĕç-ши? Помидора Володя Николаев валли вăрлăх тума илсе тухса панă иккен. «Пурте выçă. Килте выртатăп. Ĕçлесе тăраннă, çĕрулми çисе пурăнатăп», - çапларах сăмахсемпе пурнăçа ÿпкелешнĕ пек калаçрĕ арçынсенчен пĕри, хăйĕнпе Олег Волков тесе паллаштараканни. Те шÿтлеççĕ вĕсем, те чăнах çапла шухăшлаççĕ - ăнланма çук.

Кĕпер урлă каçса Тĕвенеше çитрĕмĕр. Пĕр çурт умĕнче арçынпа хĕрарăм тăнине асăрхасан патне пытăмăр. Ывăлĕ хусах терĕç те - унпа калаçма тапратрăмăр. Лешĕ, машина патĕнче чакаланаканскер, ытлашши чĕнме юратмасть пулмалла - кашни сăмахне туртса кăлармалла. «Ывăлăра мĕншĕн халĕ те авлантарман?» - следователь пек тĕпчеме пуçларăмăр ашшĕпе амăшĕнчен, Анатолипе Елена Козловсенчен. «Хĕрсем çук. Килĕштереймеççĕ пуль. Кин кĕртме никам та чармасть-ха», - кула-кулах калаçрĕç вĕсем. Шÿтленипе шÿтлеменнине ăнланаймарăмăр - эпир журналистсем те кашни сăмахне çырса пыратпăр. «Çамрăк-ха, халех авланмалла мар», - хушса хучĕç унтан. Çук, Сергей ватă мар-ха. Çапах кашни пулăмăн хăйĕн вăхăчĕ пур. Сергейпа тантăш чылай арçын, 31 çултисем, ачи-пăчине шкула тахçанах янă. «Машина пур. Темĕн тума та пĕлет. Майри те пур, кÿршĕ ялтан. Пĕрле стройкăна çÿреççĕ. Паян-ыран авланмалли арçын-ха вăл», - Елена Козлова çапла каланине ĕнентĕмĕр те вăл тĕллесе янипе кÿршисем патне кĕрсе тăтăмăр.

Хапхаранах кăларса ячĕç

Ку çуртра хуралтă таврашне арçын алли перĕнменни таçтанах курăнать. Ĕлĕк мĕнле купаланă вĕсене - çаплипех лараççĕ. Пÿрт алăкне уçма тăнăччĕ кăна - шалтан икĕ арçын часрах тухрĕ те малалла иртме ирĕк памарĕ. «Ватă анне çывăрать», - тенине ĕненнĕ пек пултăмăр та картише пĕрле тухрăмăр. Пÿртрен эрех шăрши палкаса тухса сăмсана тÿрех тăрăннине пытарма çук ĕнтĕ. Кусенчен хăйсенчен те ырă шăршă кĕмест.

«Официаллă майпа авланса курман. Çамрăк чухне ухмах пулнă. Халь арăм кирлĕ мар», - эпир мĕн тĕллевпе кансĕрлесе çÿренине пĕлсен шатăрт татса хучĕ 59 çулта пыракан Геннадий Козлов. Çамрăкраххи, Эдаурд Алдушев, сăпайлăн йăл кулса тăчĕ. Вăл Çĕнĕ Кипеçрен-мĕн. «Пулнă юрату. Халĕ çук», - терĕ вăл. Тĕпчесен-тĕпчесен çакна пĕлтĕмĕр: чун савнийĕ урăххине качча тухнă, Эдик тек юратайман. Ну, мĕнех, пулать пурнăçра кун пекки те. Çапах вăхăт малаллах шăвать - Эдуард 30 урлă çеç каçнă-ха, эрех-сăра стаканне кĕрсе ÿкмесен /мĕн пытармалли: кашни ялтах кун пек ÿкерчĕк куç умне тухать/ тен, арăмпа ыр курса, ача-пăча çитĕнтерсе шур сухал ÿстерĕ. Эдуардпа Геннадий - ял кĕтÿçисем. Ытти арçын шапаша кайса укçа ĕçлесе илет. Кусене ăннă темелле-ши - ялтах ĕç пур. Ял-ял тăрăх çÿрекен журналистран та нумайрах ĕçлесе илеççĕ - уйăхне 15 пин тенкĕ! Шалăвне мĕнле тăкаклаççĕ-ши? «Ав хапхана çĕнетрĕм, - урам алăкĕ еннелле кăтартрĕ Геннадий. - Сарая юсасшăн». Кунта, чăнах та, ĕçлемелли пайтах. Тĕвенешре шÿтлеме юратакансем пурăннăн туйăнчĕ те - хамăр та кăштах вăлтас терĕмĕр: «Ырантан патшалăх авланманнисене налук тÿлеттерĕ». Çапла каласанах Геннадий урса кайрĕ. Пусса пăрахсан та налук тÿлес çук вăл. «Манăн савни пулнă, шывра путса вилнĕ», - теме пуçларĕ хайхискер. Йывăр шăпине чун çывăхне илсе хĕрхенсе ыйтрăмăр: «Мĕнле майпа?» Унччен те пулмарĕ - тарăхса кайнă Геннадий манăн блокнот листине татса илсе кĕсйине персе чикрĕ. Темĕнле ÿкĕтлесен те тавăрса памарĕ. Юрĕ, темех мар ку. Урама тĕксе кăларса ярсан, алăк шал енчен шаплатса хупăнсан, чăнах та, нимĕн ăнланмасăр шанк хытса тăтăмăр.

Кермен пек çурт пулсан та...

Унтан самай пысăк çурт умĕнче чарăнтăмăр. Кунта кил хуçипе Александр Ивановпа хăйĕнпе Печча тесе паллаштарнă хусах темĕн çинчен калаçатчĕç. Петя журналистсемпе нимĕнле майпа та пĕр чĕлхе тупасшăн пулмарĕ. Хăйĕнчен хăпчăр тесе-ши - «Çул акă кунта. Свободны», - тесе темиçе хут та каларĕ. «Петя, калаç ĕнтĕ. Шкула ачасем ытларах кайма пуçлаччăр тесе журналистсене илсе çÿретĕп», - çапла та каласа пăхрĕ демографи лару-тăрăвĕшĕн пăшăрханакан шкул директорĕ. Усси пулмарĕ. Кермен пек чаплă çуртра арăмĕпе иккĕшех кун кунлакан Александр Иванов вара пăшăрханăвне пĕлтерчĕ: «Хресчен патшапа кнеç вăхăтĕнче те, коммунистсем влаçра пулнă чухне те хăрах ура çинче тăнă. Ăна вилме те, икĕ ура çине тăма та паман». Çавăнпа-ши - вăл виçĕ ачине те ялта пурăнтарасшăн мар, кашнине хваттер туянса панă. Унтан вăл ĕлĕк хула çывăхĕнчи ялсем пĕтсе пынине, халĕ пачах тепĕр май - вĕсем аталаннине палăртрĕ. Çапах хăй тăван тăрăхĕнчен ниçта та каясшăн мар, «Сирĕн хулара шăршлă», - терĕ.

Аптăрамалла ку ялта. Хусахĕсем качча кайман çамрăк журналисткăпа та калаçасшăн мар. Эдуард Алдушев çеç калаçу сыпăнтарма хăтланчĕ, анчах юлташĕ Геннадий ирĕк памарĕ - алăка кĕтмен хăнасен умĕнче шаплаттарсах хупрĕ. Тен, чылай арçын ĕçке пула авланаймасть? «Çуттине» юратакана чипер-йĕркеллĕ хĕрарăм качча тухас çуках. Çынпа ăшшăн калаçма пĕлмен арçын та хăйĕн патне кăчăк туртасси иккĕлентерет. Шкул директорĕ Александр Петров пĕр пулăм пирки каласа кăтартсан пушшех те тĕлĕнтĕмĕр. Тĕвенеш арçынĕсен авланас шухăш пачах çук. Пĕр 5 çул каялла колхоз председателĕ Алевтина Алексеевна Çĕнĕ Кипеç, Тĕвенеш хусахĕсем валли пĕр автобус хĕрарăм илсе килме сĕнсен те лешсем авланма килĕшмен...

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.