- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăхăт тÿрлетми суран, 54 çул каялла пушарта е çуннисем хÿтлĕх тупайманни çинчен
Аркадий Гаврилов пирĕнпе тĕл пулма иккĕленнĕ: вăл каласа панине пичетлĕç-и, халăх илтĕ-и? Акă мĕн хумхантарчĕ ăна. Чылай çул «Вăрттăнлăхра» грифпа упраннă материалсене уççăнлăх тапхăрĕччен массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатма юраман. Çавăнпа Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи 54 çул каяллахи хăрушă инкек çинчен республикăри кашни çын пĕлмест те пулĕ. Ялти шкулта Октябрь уявĕ ячĕпе йĕркеленĕ концерт 106 ачапа 4 учительшĕн юлашки пулса тăнă.
Хăрушă кун
Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртнĕ. Шкул ларнă вырăн курăкпа витĕннĕ, унăн тавралла лартнă 111 тирек тÿпенелле кармашса тем çÿллĕш ÿснĕ, çĕнĕ ăру çитĕннĕ... Анчах 1961 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕ çынсен астăвăмĕнче хура кун евĕр тăрса юлнă çеç мар, çак таврашри ялсен кун-çулне икке уйăрнă: инкекченхи пурнăç тата ун хыççăнхи...
Ĕç-пуç мĕнле пулса иртнине Полина Ивановăн «Хăрушă кун. Хуракасси» кĕнеки тăрăх çырса кăтартатпăр.
Ноябрĕн 5-мĕшĕнче, хĕвеллĕ те ăшă кун, каникул çывхарнă май ачасем савăнăçлă çÿренĕ. Кĕçĕн классем концерта хатĕрленнĕ, аслисем - каçхи уява. Акт залне çапла йĕркеленĕ: икĕ пÿлĕме пÿлекен стенана илнĕ те - пулчĕ те. Партăсене стенапа чÿрече енне вырнаçтарса тухнă. 2 сехет тĕлне концерт курма шкул ÿсĕмне çитеймен ялти вĕтĕр-шакăр та пуçтарăннă. Çутçанталăк çывхарса килекен çĕр йăтайми инкеке çын куçĕнчен пытарас тенĕ евĕр тавралăха йĕри-тавра çăра тĕтре карса илнĕ. Малалла вулас...
Комментировать