Архив - 28 Июл, 2016 - Хыпар

28 Июл, 2016

«Тантăш» 29 (4495) №, 28.07.2016

28 Июл, 2016

«Тен, сцена ăсти пулăпăр?»

Çулла. Çынсен аллинче ĕç вĕресе тăрать. Пĕрисем кану вăхăтĕнче сулхăна васкаççĕ, теприсем улăх чечекĕсенчен пуç кăшăлĕ, чечек çыххи тăваççĕ. Сывлăш уççипе киленеççĕ. Чăнах, çакăн пек илемлĕ çанталăкра килте кам чăтса лартăр?

28 Июл, 2016

«Футболра та пуçа шухăшлаттармалла»

Хĕрачасемшĕн чĕлхепе литература предмечĕсем ансатрах, арçын ачасемшĕн вара — математикăпа физика. Апла пулин те çак предметсене пурте пĕрешкел çăмăллăн парăнтараймаççĕ. Хăшĕ-пĕри уйрăмах ăслă пек туйăнать. Мĕнпе çыхăннă-ши ку? Ачан тăрăшулăхĕпе-ши? Е пуç мимин генилле тытăмĕпе?

28 Июл, 2016

Тинĕс шавĕ кăмăла çĕклетĕр

«Тинĕс...Кăн-кăвак, сенкер çутă, сип-симĕс... Тĕрлĕ чечексен пысăк кăшăлне салатса сапса янăнах туйăнать. Аякка-аякка çити сарăлса выртать вăл, вĕçне-хĕррине те тупаймас-тăн, нимĕнле куçпа виçеймĕн! Умра тĕнче куçкĕскийĕ выртать тейĕн. Тинĕс шавлать, канăçсăррăн хумханать.

28 Июл, 2016

Пур çитĕнÿ те савăнăç кÿрет

Таня Çĕпĕрте çуралнă, анчах мĕн пĕчĕкренех чунĕпе Чăваш Ене туртăннă. Ахальтен мар. Йăх тымарĕсем кунта-çке. Ултă çул каялла вара çемье чăваш çĕрне куçса килнĕ. Кунта пĕтĕмпех интереслĕ те хăйне евĕрлĕ пек туйăннă Таньăна.

28 Июл, 2016

Çĕнтерес пулсан та — пĕрлех

Пĕр парта хушшинче ларакан Максимпа Даниил учителе яланах тимлĕ итлеççĕ. Чăваш чĕлхи урокне уйрăмах кăмăллаççĕ вĕсем, ахальтен мар Надежда Валерьяновна вĕрентекен уйрăлми икĕ туса питĕ мухтать.

28 Июл, 2016

Лысенкосен паттăрлăхĕ

Украинăри Черкасск облаçĕнчи Бровахи салинче Макар Назаровичпа Евдокия Даниловна Лысенкосен туслă çемйинче тĕрлĕ çулта умлăн-хыçлăн 16 пепке çуралнă: Степанида, Федосий, Петр, Евтух, Иван, Василий, Михаил, Степан, Николай, Павел, Андрей, Александр, Анастасия, Евдоха, Ганна тата Мария.

28 Июл, 2016

Алăксем асамлă та пулаççĕ...

Алăксем асамлă пулаяççĕ-и-ха? Пĕртте ан иккĕленĕр: паллах, пулаççĕ! Анчах ăçта вырнаçнă-ши вĕсем? Чăваш кĕнеке издательствинче нумай пулмасть пичетленсе тухнă кăларăм çеç уçса парĕ ку вăрттăнлăха.

28 Июл, 2016

Нематодaран хaтaлмаллах

Çĕрулмине нематода чирĕ ернĕ. Унпа мĕнле кĕрешмелле, çĕрулми анине епле тасатмалла?

Валентина РОМАНОВА.

Куславкка районĕ.

Юлашки вăхăтра республикăра çĕрулмин нематода чирĕ вăйлă сарăлса пырать. Унăн сиенне, паллисене пĕлменни чире сарăлма май парать. Вăйлă сиенленнĕ ана çинче çĕрулми пулмасть, хуçи вара сăлтавне ăнкармасть те. Çанталăк, вăрлăх, тăпра япăххипе сăлтавлать пĕлмен çын улма тухăçĕ пĕчĕккине.

Страницы