Тинĕс шавĕ кăмăла çĕклетĕр

28 Июл, 2016

«Тинĕс...Кăн-кăвак, сенкер çутă, сип-симĕс... Тĕрлĕ чечексен пысăк кăшăлне салатса сапса янăнах туйăнать. Аякка-аякка çити сарăлса выртать вăл, вĕçне-хĕррине те тупаймас-тăн, нимĕнле куçпа виçеймĕн! Умра тĕнче куçкĕскийĕ выртать тейĕн. Тинĕс шавлать, канăçсăррăн хумханать. Ылтăн хăйăр çине шап-шурă кăпăклă хумсем пĕрин хыççăн тепри чупса, капланса килеççĕ. Унтан чăл-пар çĕмĕрĕлнĕ кантăк пек ванса, саланса каяççĕ. Иртенпе ĕшенме ĕлкĕрнĕ кăнтăр хĕвелĕ никама систермесĕр йывăр пĕлĕтсем хушшинчен сиксе тухать те хумсем çийĕн сиккелет. Ача евĕр выляма пăхать. Чăрсăр çил малтан хăюланать пек, унтан хумсемпе кĕрешме вăй çитереймесĕр таçта кайса çухалать.

Кăнтăр çанталăкĕ юмахри пек калама çук илемлĕ! Унта хĕвел те, сывлăш та çурçĕр енчи мар. Пачах урăхла! Пурте эмел пек сиплĕ. Ахальтен мар иртен пуçласа сĕм-çĕрлеччен тинĕс хĕрринче халăх хĕвĕшет.

Тинĕс шывĕ, чăн та, уйрăмах çиелте, тин сунă сĕт пек ăшă. Уйăх çутинче вăл кĕмĕлĕн-ылтăнăн курăнать. Çĕрлехи тинĕс асамлă тĕнче пек туйăнать. Çавăнпа манăн питĕ тинĕс хĕрринче çурт туянас килет. Ан тив, тинĕс шавĕ яланах кăмăла çĕклентертĕр, пурнăçра çитĕнÿсем туса пыма вăй-хал патăр», — терĕ хăпартланса Шупашкарти 5-мĕш гимназире ăс пухакан Михаил Александров.

Спорта юратакан арçын ача кăçал та лагерьте канчĕ. Уйрăмах юлашки кунĕ хумхантарчĕ ăна. Ара, пĕр килти пек килĕштерсе пурăннă ачасемпе уйрăлма мĕн тери йывăр-çке!

— Пурнăç хаваслă чухне кун иртни сисĕн-мест. Эпир лагерьте мĕнле кăна вăйă вылямарăмăр-ши? Тĕрлĕ пултарулăх уявĕсем те ирттертĕмĕр. Пĕри юрлама маттур, тепри — ташлама, виççĕмĕшĕ — ÿкерме е мĕн те пулин ăсталама. Пĕр-пĕринпе Интернет урлă çыхăну тытма сăмах парса килелле салантăмăр, — терĕ Миша ассăн сывласа. Вожатăйсемпе те, пиччесемпе аппасем вырăнĕнче пулнăскерсемпе, сывпуллашма çăмăл пулмарĕ. Тепĕр çул та лагере çитме, каллех туссемпе тĕл пулма, тен, май та килĕ-ха.

...Сывлăш уçă. Хĕвел тухать саралса. Тÿпе те тăп-тăрă, ниçта пĕр пĕлĕт татки курăнмасть. Миша кантăкран урамалла тинкерчĕ. Урамра юлташĕсем футболла выляççĕ иккен. Вăл та хаваслансах тусĕсем патне стадиона тухса чупрĕ.

— Каникулта савăнса юлмалла, шкула çÿреме пуçласан кунашкал савăк самантсем сахалтарах пулаççĕ! — тесе хăварчĕ вăл амăшне.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.