Архив - 26 Июл, 2016 - Хыпар

26 Июл, 2016

«Самант» журналăн 7-мĕш номерĕ пичетрен тухрĕ!

«Single» дуэт: хăюллисене çеç хапăл
Кичем те пĕрпек тумтир çулла валли мар
Çăмарти чăххине вĕрентни те кирлĕ
Пилĕк çул пĕр уйăх пек…
Ят сасă пуххи çеç мар, вăл – пурнăç палли
Çăтмахпа тамăк чикки ăçта?
Ĕмĕр сакки
Сенĕк тытнă паттăр
Кариб кризисĕ: 3-мĕш тĕнче вăрçин мĕлки
Виççĕмĕш Рим
Камсем пирĕн несĕл-асаннесем?
Пĕчĕк, тăлăх хĕрача
Usus est optimus magister /Опыт - чи лайăх вĕрентекен/
Ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлмелле!
Неонила ПЕТРОВА "Çухату" Калав
Геннадий Павлович МЕДВЕДЕВ
VIP /питĕ пысăк персона/
«САМАНТ» ПИКИ
 

26 Июл, 2016

«Хыпар» 116 (27026) №. 26.07.2016

26 Июл, 2016

Паянхи суйлавçăсем тăрăшуллă депутатсене çеç шанаççĕ

Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятире ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсене палăртрĕç. Çавăн пекех партин «Чăваш Ен — пурăнмашкăн хăтлă регион. Аталану приоритечĕсем» суйлав умĕнхи программине çирĕплетрĕç.

26 Июл, 2016

Пӳлме паха тырăпа тулать

Республикăри районсен уй-хирĕнче тырпула пухса кĕртме тытăннă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрне пуçламăшĕнче ирттерекен канашлăвăн пĕрремĕш ыйтăвне вырма ĕçĕсемпе çыхăнтарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

26 Июл, 2016

Чăваш Ен çĕршыври маунтинбайк центрĕ пулса тăчĕ

«Шупашкар: 500 çул» паркра Раççейри велосипед спорчĕн аталанăвĕн историне яланлăх кĕрсе юлакан хăйнеевĕрлĕ уяв пулчĕ. Кунта çĕршыври чи пирвайхи мăнаçлă маунтинбайк центрĕ — тĕнче шайĕнчи Олимп объекчĕ уçăлчĕ.

26 Июл, 2016

Вăрнарсен ĕç хăвачĕ пысăк

«Муниципалитетсем тĕрлĕрен аталанаççĕ. Вăрнар районĕ республика экономикине хывакан тӳпе чăннипех те пысăк. Вăрнарсем тата та лайăхрах ĕçлеме пултараççĕ. Вĕсене «чĕртсе» яма кăна пĕлмелле», — терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

26 Июл, 2016

Килĕшӳ туслăха çирĕплетĕ

Шупашкар хулипе районĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертӳçисемпе республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем Ишлей, Кăшавăш, Çĕньял, Атайкасси ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.

Йышлă ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев ертсе пычĕ.

— Çынсене мĕнле ыйтусем канăç паманнине пирĕн пĕлмеллех. Вĕсене шута илсе çĕнĕ проектсем палăртма пулать, — терĕ ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов.

26 Июл, 2016

Тиркевлĕ хаклав ĕçлеме хавхалантартăр

Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче республикăра регистрациленĕ преступленисен шучĕ 4,2% ӳснĕ — 7967-е çитнĕ. Çак тата ытти цифрăна эрнекун ЧР ШĔМĕн коллегийĕн ларăвĕнче шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин пĕлтерчĕ. Полицин çур çулти ĕçне пĕтĕмлетме Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ыттисем хутшăнчĕç.

Страницы