Чăваш Ен çĕршыври маунтинбайк центрĕ пулса тăчĕ

26 Утă, 2016

«Шупашкар: 500 çул» паркра Раççейри велосипед спорчĕн аталанăвĕн историне яланлăх кĕрсе юлакан хăйнеевĕрлĕ уяв пулчĕ. Кунта çĕршыври чи пирвайхи мăнаçлă маунтинбайк центрĕ — тĕнче шайĕнчи Олимп объекчĕ уçăлчĕ.

Çавна май велосипед спортне тата физкультурăна юратакансене, маунтинбайк енĕпе çĕршыв чемпионатне хутшăнма вун-вун регионтан килсе çитнĕ велосипедистсемпе сумлă хăнасене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, маунтинбайкăн РФ тĕп тренерĕ Вячеслав Устинович, XXIX Олимп вăййисен призерĕ, икĕ хут тĕнче чемпионки Ирина Калентьева, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ыттисем саламларĕç. Раççей чемпионачĕ пуçланас умĕн уявра ăста велосипедистсем, чемпионсемпе акробатсем, самбистсемпе баскетболистсем хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне кăткăс хăнăхтарусем пурнăçласа кăтартрĕç.

Шăп 90 çул каялла Шупашкарта республикăри пĕрремĕш стадион /«Энергия»/ уçăлнă. Кунта чи малтан старта çăмăл атлетсемпе велосипедистсем тухнă. 1951 çулхи кĕркунне Нальчикра Раççейри ялти спортсменсен пĕрремĕш Спартакиади иртнĕ. 65 çул каялла чăваш спортсменĕсене çĕршывра пĕлме пуçланă.

Пысăк спортăн вăтăра яхăн тĕсĕ Чăваш Енре юлашки çур ĕмĕрте кăна аталанма пуçланă. Чи вăйлă чăваш велосипедисчĕсем вара 1960 çулсенчех Пĕтĕм Раççейри тата тĕнчери ăмăртусенче палăрма пуçланă. Велосипедпа чупасси çăмăл атлетика пекех тĕп спорт енĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Республикăра икçĕре яхăн велосипедист спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă, вĕсенчен тăваттăшĕ Олимп вăййисене хутшăннă, Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене йĕркелеççĕ.

Чăваш Енре велосипед спортне аталантарас тĕлĕшпе Владимир Краснов пысăк ĕçсем пурнăçларĕ. Вăл тăрăшнипе чĕрĕк ĕмĕр каялла пирĕн республикăра велосипед спорчĕн чи йывăр та кăсăклă тĕсне — маунтинбайк — аталантарма пуçланă. 1992 çулта Шупашкарăн хĕвеланăç пайĕнче, чăнкă та сарлака çырмара спортăн çĕнĕ енĕпе пуçласа республикăн уçă чемпионатне ирттерчĕç. Хĕрсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăнсене Владимир Николаевичăн вĕренекенĕ Ирина Иванова студентка тата Самар облаçĕнчи Алла Епифанова йышăнчĕç. 1990 çулсен варринче ирттернĕ Раççей чемпионачĕсенче Шупашкарти Анна Григорьева, Надежда Пашкова, Çĕнĕ Шупашкарти Антон Чудиновских тата Патăрьел районĕнчи Валентина Пазитова ылтăн медальсем çĕнсе илчĕç. Куславкка районĕн хĕрĕ Надежда Пашкова 1996 çулта çĕршыв чысне XXVI Олимп вăййисенче хӳтĕлерĕ.

Раççейри велосипедистсенчен маунтинбайкра пуринчен ытларах Ирина Калентьева палăрнă, вăл тĕнче чемпионачĕсенче тăхăр медаль çĕнсе илнĕ, Олимп вăййисене виçĕ хутчен хутшăннă. Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче вăл Раççей чемпионатĕнче хăйĕн ăсталăхне каллех кăтартрĕ. 20,8 çухрăмлă йывăр дистанцие пĕвĕпе пысăках мар, анчах та питĕ чăтăмлă та харсăр чăваш спортсменки пуринчен малтан вĕçлерĕ, 13-мĕш хут çĕршыв чемпионки ятне çĕнсе илчĕ. Ирина Николаевна хыççăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Мускав хулинчи Гузель Ахмадуллина, Патăрьел районĕнчи Ольга Терентьева йышăнчĕç. Çамрăк велосипедистсенчен тĕрлĕ дистанцире Вăрмар районĕнчи Даниил Александровпа Шупашкарти Валерий Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕсен ятарлă спорт шкулĕнче вĕренекен Евгений Евграфов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Çитĕннĕ велосипедистсенчен малти вырăнсене пурне те аякри регионсенчен килнĕ спортсменсем йышăнчĕç.

Петр СИДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.