Паянхи суйлавçăсем тăрăшуллă депутатсене çеç шанаççĕ

26 Июл, 2016

Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятире ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсене палăртрĕç. Çавăн пекех партин «Чăваш Ен — пурăнмашкăн хăтлă регион. Аталану приоритечĕсем» суйлав умĕнхи программине çирĕплетрĕç.

Конференцие делегатсемпе пĕрлех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, чĕннĕ хăнасем хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев Чăваш Ен пурăнмашкăн хăтлă регион пулнине, малашне те вăл çаплах юлмаллине палăртрĕ. «Единая Россия» партипе юлашки ултă çулта пурнăçланă программăсем /«Раççей хулисенчи çĕнĕ çулсем», «Вĕренӳ тытăмĕн модернизацийĕ», «Ача сачĕсем — ачасене», «Çирĕп çемье» т.ыт.те/ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ, çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туни пирки каласа кăтартрĕ. «Эпир хамăрăн патшалăх политикин нихăçан улшăнми приоритечĕсемпе — уççăнлăх, тĕрĕслĕх, тӳрĕ кăмăллăх — килĕшӳллĕн тата тĕплĕн шухăшласа йышăнусем тума тăрăшатпăр. Çак принципсене тĕпе хурса, конкурентлă та тĕрĕс кĕрешӳре кăçал парламент суйлавĕ иртĕ. Чăваш Енри суйлавçăсем çынсене вĕсен ĕçĕсене кура хаклама хăнăхнă. Сасăланă чухне чылайăшĕ лару-тăрăва туллин тишкерет, чи малтан, паллах, республика аталанăвне тивĕçлĕ тӳпе хывакансене шанать», — терĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2011 çултанпа республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ 100 ытла инвестици проектне пурнăçа кĕртнине, çакă регион экономикине 150 миллиард ытла тенкĕ явăçтарма, 15 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май панине пĕлтерчĕ. Ку проектсем пурнăçланнипе кăтартусем те лайăхлансах пыраççĕ. Акă Чăваш Ен Раççей регионĕсен инвестици илĕртӳлĕхĕн рейтингĕнче çĕршывăн 85 субъекчĕ хушшинче 9-мĕш вырăнтан 6-мĕшне хăпарнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Республики регионсен конкуренци аталанăвне хавхалантаракан шайĕн рейтингĕнче — 6-мĕш, инноваци аталанĕвĕн рейтингĕнче 8-мĕш вырăнсем йышăнать. Михаил Игнатьев çывăх вăхăтра тумалли ĕçсем çинчен те каласа кăтартрĕ: çĕнĕ шкулсем хăпартмалла, сывлăх сыхлавне модернизацилес ĕçе малалла тăсмалла, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле...

Çак самантсене партин суйлав умĕнхи программинче те палăртнă. Унăн проекчĕпе Шупашкарти 5-мĕш гимнази директорĕ Инна Исаева паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх — ку проекта партин малтанхи сасăлавне ирттерес умĕн граждансем тăратнă ыйтусемпе сĕнӳсене тĕпе хурса хатĕрленĕ. «Пирĕн тĕллев — Чăваш Ене пурăнмашкăн хăтлă регион тăвасси. Хальхи вăхăтра эпир аталану приоритечĕсене палăртатпăр», — терĕ Инна Исаева. Делегатсем партин ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕ умĕнхи программине çирĕплетрĕç.

«Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов хальхи вăхăтри тĕп тĕллевсем çинчен доклад турĕ. Республика парламенчĕн çĕнĕ йышне партирен суйланакан депутатсен Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçарăвĕсене ырламаллине, пĕрлехи командăпа çынсен ырлăхĕшĕн тухăçлă ĕçлемеллине палăртрĕ.

Конференцире ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсен списокне пĕрлехи тата пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе палăртрĕç. Асăннă списоксене партин малтанхи сасăлавĕн — унта Чăваш Енри кашни пиллĕкмĕш суйлавçă хутшăннă — кăтартăвĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Республикăра пурăнакансем тĕлпулусен вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхне ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕнче «Единая Россия» парти списокне ертсе пыма темиçе хутчен те сĕннĕ. Парти членĕсем те ку ыйтăва пĕрре мар хускатнă, пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятире те ун патне тепĕр хут таврăнчĕç. Михаил Игнатьев çак списока ертсе пыма килĕшрĕ, пĕтĕм ĕçе пĕрлехи вăйпа пурнăçламаллине палăртрĕ.

Аса илтеретпĕр: 2015 çулта «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн кандидачĕ пулма Михаил Игнатьева — «Пĕрле пурăнар — пĕрле ĕçлер» халăх программипе — шанчĕ. Суйлав умĕнхи çав программа никĕсĕнче — экономикăна пулăшасси, агропромышленноç комплексне аталантарасси, апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтересси, медицина пулăшăвĕн пахалăхне ӳстересси, картишсене тирпей-илем кĕртесси. Партин ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕ умĕнхи программи «Пĕрле пурăнар — пĕрле ĕçлер» халăх программин килĕшӳллĕ тăсăмĕ пулĕ.

Делегатсем Пĕрлехи сасăлав кунĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетмешкĕн кăçалхи юпа уйăхĕнче тепре пухăнма калаçса татăлчĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.