Вăрнарсен ĕç хăвачĕ пысăк

26 Утă, 2016

«Муниципалитетсем тĕрлĕрен аталанаççĕ. Вăрнар районĕ республика экономикине хывакан тӳпе чăннипех те пысăк. Вăрнарсем тата та лайăхрах ĕçлеме пултараççĕ. Вĕсене «чĕртсе» яма кăна пĕлмелле», — терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Çак сăмахсем Вăрнар район ертӳлĕхне, çыннисене малалла ĕçлеме хавхалантарни кăна мар, вĕсен ĕç-хĕлне пысăк хак пани те пулчĕ. Район социаллă пурнăçпа экономикăн çур çулхи аталанăвне пĕтĕмлетрĕ.

Канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ савăнăçлă хыпарпа уçрĕ. Михаил Игнатьев «Мураты» ЯХПК председателĕн заместительне Юрий Спиридонова ЧР Пуçлăхĕн Тавĕпе тата сехетпе чысларĕ. Унтан Вăрнарсене Чăваш Республикин аталанăвĕпе паллаштарчĕ. «Çур çулта ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси — 109 процентпа, промышленноç производствин индексĕ 116 процентпа танлашрĕ. Социаллă обязательствăсене туллин пурнăçласа пыратпăр. Ĕç рынокĕнче кăткăслăх çук, вакансисен шучĕ ĕçсĕр граждансен йышĕнчен икĕ хут нумайрах», — пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев.

Районăн çур çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен администраци пуçлăхĕ Леонид Николаев доклад турĕ. Вăл муниципалитетăн экономика лару-тăрăвне лайăх хак пачĕ, промышленноç производстви, общество апатланăвĕн кăтартăвĕсем, вăтам ĕç укçи ӳснине палăртрĕ. Районти хуçалăхсем çур çулта 2652 тонна аш, 18892 тонна сĕт туса илнĕ, 37 миллион ытла тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă. Хальхи вăхăтра Вăрнарсен — хĕрӳ ĕççи. Администраци пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх — 690 гектар çинчен тырпула пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Районти 15 хуçалăхран саккăрăшĕ хире тухнă. Леонид Григорьевич кĕрхисен тухăçĕ пысăккине, пĕлтĕрхинчен ытларах пухса илессине палăртрĕ.

Михаил Васильевич районта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ мĕнле пынипе те кăсăкланчĕ. «Çĕршыври уйрăм хуçалăхсем мĕнле пурăннине пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хушма налук пухма мар. Çырав апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене татса пама тата управлени йышăнăвĕсем тума кирлĕ. Ман пата та çыравçăсем килчĕç. Деклорацире çĕр, пахча пуррине палăртнă пулин те йăрансен виçине туллин кăтарт­ман. Вĕсен калăпăшне тĕрĕс пĕлес тесе «рулеткăпа» виçрĕм», — терĕ Михаил Васильевич. Вăрнарсем çырава хастар хутшăнаççĕ. Администраци пуçлăхĕ Л.Николаев каланă тăрăх — «ĕç-хĕл графикпа палăртнинчен чылай малта пырать».

Лайăххи нумай пулин те района каялла туртаканни те çук мар. Акă хăшпĕр ял тăрăхĕнче çĕр пайĕсене регистрацилесси вăраха кайнă. Хирпуç, Упнер, Кульцав, Ярмушкка ял тăрăхĕсен ертӳçисен ура çине тăрсах республика Пуçлăхне ку ыйтăва кĕске вăхăтра татса памашкăн шантарма тиврĕ. Çурт-йĕр тăвассипе те ыйтусем пур. Республика Пуçлăхĕ коммерци тата «эконом-класс» йышши çуртсене ытларах хута яма сĕнчĕ. «Унсăрăн пурăнмалли лаптăкпа пурне те тивĕçтереймĕпĕр», — терĕ вăл. Районта арçынсем хĕрарăмсенчен 10-12 çул сахалрах пурăнаççĕ. Администраци пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, арçынсем вилнин тĕп сăлтавĕсен шутĕнче — юн çаврăнăш органĕсен, шыçă чирĕсем, хăйсем çине алă хуни, çул çинчи аварисем. Михаил Васильевич ку ыйтăва тĕпчеме, ăна татса памалли çул-йĕре тупмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл çынсене спортпа туслаштармаллине, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармаллине, пурнăç пахалăхне лайăхлатмаллине палăртрĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Вăрнар районĕн пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлĕпе кăмăллă пулнине, сĕт тата какай туса илессипе, инвестици проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе пысăк çитĕнӳсем пуррине палăртрĕ. ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх — Вăрнар районĕ çын пуçне тивекен тупăш кăтартăвĕсемпе республикăра 4-мĕш вырăн йышăнать. «Ку — лайăх кăтарту, анчах районăн ĕçлемелли çук мар. Муниципалитетăн уйрăмах «сăрă» шалу йĕркине пĕтерессипе кĕрешмелле», — терĕ министр.

«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО — ăнăçлă аталанса пыракан предприяти. Вăл тыр-пул, выльăх апачĕ, çĕрулми туса илет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Вăрнарсем республика Пуçлăхне агрохолдинг ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Ĕçлĕ ушкăн чи малтан уй-хире пăхса çаврăнчĕ. Кĕрхи тулă пуссинче вĕр çĕнĕ комбайнсем ĕçлеççĕ. Хуçалăх ертӳçи Николай Аливанов пĕлтернĕ тăрăх — кунта кĕрхисене ытларах акма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем типĕ çанталăкра та пысăк тупăш параççĕ. Кăçалхи вăтам тухăç — 50 центнертан кая мар.

Унтан хăнасем нумаях пулмасть хута кайнă çĕнĕ витене кайса курчĕç. Н.Аливанов каланă тăрăх — фермăра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ виçĕ пин пуçа яхăн, вĕсенчен пин те виççĕрĕшĕ — сăвакан ĕнесем. 2018 çул тĕлне вĕсен шутне икĕ пине çитересшĕн.

Валентина БАГАДЕРОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.