Тиркевлĕ хаклав ĕçлеме хавхалантартăр

26 Июл, 2016

Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче республикăра регистрациленĕ преступленисен шучĕ 4,2% ӳснĕ — 7967-е çитнĕ. Çак тата ытти цифрăна эрнекун ЧР ШĔМĕн коллегийĕн ларăвĕнче шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин пĕлтерчĕ. Полицин çур çулти ĕçне пĕтĕмлетме Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ыттисем хутшăнчĕç.

Министр доклачĕ тиркевлĕ пулчĕ. Çаплах калать: "Умри тĕллевсене чылай подразделени пурнăçлайман. Çавăнпа хăшпĕр пуçлăха должноçран хăтарма, дисциплина енĕпе çирĕп явап тыттарма тиврĕ". Çакă преступленисен шучĕ нумайланнипе кăна сăлтавланман. Калăпăр, вĕсене уçса парасси те уксахлать — 62,5% шайĕнче. Çавна май генерал следствишĕн яваплă çынсен хушамачĕсене асăнсах ӳпкев сăмахĕсем каларĕ — "сирĕн ĕç кăтартăвĕсем хальлĕхе курăнмаççĕ". Тепĕр тесен ытти хушамат та янăрарĕ — министрăн чылай çул-йĕрпе кăмăлсăрлăх пур.

Преступленисем пĕтĕмпе 12 муниципалитет территорийĕнче нумайланнă. Уйрăмах — Куславкка, Етĕрне районĕсенче, Шупашкарта. Ултав тĕслĕхĕсен шучĕ хăвăрт ӳсет. Суя укçа сарасси вăй илни те сисчĕвлентерет. Ку енĕпе ăнăçлă ĕçленин тĕслĕхĕсем пур-ха. Азербайджан гражданинне тытса чарнă та — суя 80 купюра тупнă. Çапах ĕçе вăйлатмалли те куçкĕрет.

Уçса парайман преступленисем нумайланни пăшăрхантарать. "Ку кăтартупа юлашки çулсенче эпир пуçласа Раççейре 44-мĕш вырăна анса ларнă", — кăмăлсăрланчĕ Сергей Дмитриевич. Преступниксем кӳнĕ сиене саплаштарнин виçипе те çураçма çук — вăл пĕчĕк. Çынсем ĕçкĕпе иртĕхни лару-тăрăва пушшех çивĕчлетет. Мĕнпур преступленин 46 ытла проценчĕ — ӳсĕрле тунисем. Ӳсĕрсем общество вырăнĕсенче пулмалла мар ĕнтĕ, анчах вĕсене вырнаçтарма уйăрнă 31 койка-вырăн çителĕксĕр. Министр республика Пуçлăхĕпе ку ыйтупа калаçса татăлни çинчен пĕлтерчĕ — уйрăм çурт пулмалла.

Пайăр тема — коррупципе кĕрешесси. Чăваш Ен ку енĕпе пилотлă регион пулнă май яваплăх пушшех пысăк. Çур çулта коррупционерсене 18% нумайрах тупса палăртнă-мĕн, анчах шута илнĕ преступленисем — сахалрах. "Патшалăх укçин управлăхне тивĕçтересси тĕп вырăнта. Пысăк должноçсенчи çынсем тĕлĕшпе тимлĕх пушшех пысăк пулмалла", — асăрхаттару евĕр янăрарĕç генерал сăмахĕсем.

Полици саккуна пăснă тĕслĕхсене шута илменни пирки те сăмах пулчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ уголовлă ĕç пуçарма хирĕçленĕ 700 материалпа кайран, çĕнĕрен тишкернĕ май, уголовлă ĕçсем çуралнă. Çĕнĕ министр дисциплинăна хытарас тĕллевли те куçкĕрет. ШĔМ тытăмĕнчи ертӳçĕсен должноçĕсенчи çынсем йĕркене пăснин тĕслĕхĕсене 16% ытларах тупса палăртнинче çакăн витĕмĕ те пурах. Полици ĕçченĕсем çулсем çинче авари нумайрах тунипе те никам та çырлахмĕ.

Çулсем тенĕрен, Сергей Неяскин вĕсен пахалăхĕпе юсавлăхĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ: "Çуллен республика аварисенче 200-е яхăн çынна çухатать. Тĕпчев кăтартнă тăрăх — çынсем вилнипе çыхăннă аварисен 36% çулсем япăххи сăлтавланă". Ытти тытăм адресĕпе те ӳпкев пулчĕ. Калăпăр, судсем тĕлĕшпе. Сăмахран, çур çулта йăлари пусмăр-хирĕçӳ тĕслĕхĕсемпе 5,2 пине яхăн ыйту пулнă. Судсем вара вĕсем тăрăх пĕтĕмпе те 37 уголовлă ĕç кăна пуçарнă иккен. Министр кун пирки каланă хыççăн ЧР Аслă сучĕн председателĕ Николай Порфирьев, президиумра лараканскер, хăйĕн хучĕсене уçса тем çырса хучĕ...

Хаклав пĕтĕмĕшле илсен тиркевлĕ пулнине пăхмасăр, паллах, ШĔМ ертӳçи полици ĕçĕнчи ырă туртăмсене те курмăш тумарĕ. Çын вĕлересси 15,7% чакнă, çавăн пекех хĕрарăмсене мăшкăлласси, пурлăх çаратасси, хурахла тапăнусем сахалланнă. Административлă правăна пăснă тĕслĕхсене нумайрах тупса палăртнă. Ĕç ăнăçлăхне кăтартакан ытти самант та çук мар.

Вĕсене трибуна умне тухнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ. Унăн шучĕпе, халăхăн влаçпа çыхăннă шанăçĕ çирĕпленсе пынинче полици тӳпи те пысăк. Лару-тăру вара çăмăл мар. Калăпăр, трактор завочĕн малашлăхĕ лайăх, анчах паян вăл "выртать", унăн 9,5 пин ĕçченĕ йывăрлăхра. Çавна май влаçсем ĕçсĕрлĕх 7% таран ӳсме пултарасси пирки те калатчĕç, телее, ку кăтарту паян 1% шайĕнче кăна. Ĕçлекен çыннăн киревсĕр ĕç-пуçпа аппаланма кăмăл та, вăхăт та çук — акă мĕншĕн ĕçлев ыйтăвĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Телее, бизнес çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет. Кăçал инвестицисен калăпăшĕ 15 миллиард тенкĕрен те иртмелле. Инвесторсем вара ăçта лăпкă — çав регионсене килĕштереççĕ. Ку енĕпе Чăваш Енре пĕтĕмпех йĕркеллĕ — куншăн Михаил Васильевич право хуралĕн органĕсене тав турĕ.

Çав вăхăтрах вăл Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ çывхарнине аса илтерчĕ. Саккунлăха тивĕçтермелле — полици яваплăхĕ пысăк. "Хăшĕсем популизмпа аппаланаççĕ, суяççĕ — тăнăçлăха хавшатасшăн. Эпир пушă шантарусем паман, памăпăр та. Республикăна хăнасем йышлăн килеççĕ, курса çӳреççĕ, çынсемпе калаçаççĕ. Вĕсем калаççĕ: сирĕн çынсем ырă, пичĕсенче кулă палăрать. Вăт, пирĕн пĕрле çак аурăна упраса хăвармалла", — вĕçлерĕ сăмахне Михаил Васильевич.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.