Пӳлме паха тырăпа тулать

26 Июл, 2016

Республикăри районсен уй-хирĕнче тырпула пухса кĕртме тытăннă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрне пуçламăшĕнче ирттерекен канашлăвăн пĕрремĕш ыйтăвне вырма ĕçĕсемпе çыхăнтарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх — çанталăх условийĕсем çăкăр çитĕнтерекенĕн кăмăлĕпе пĕр килни чăннипех савăнтарать: утă уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне муниципалитет районĕсем, Çĕмĕрлесемсĕр пуçне, пурте вырма техникине хире кăларнă. Республикăра тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсене 292,9 пин гектар çинчен пухса кĕртмелле. Асăннă кăтарту малтанхи çулхинчен чылай пысăкрах. Гектар тухăçĕ вăтамран 28 центнерпа танлашать, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче — 41, Çĕрпӳ районĕнчи «Бекон» комбинатра — 46 центнера яхăн. «Çĕрулмине мухтав» агрофирма «иккĕмĕш çăкăра» кăларса пухма тытăннă. Гектар тухăçĕ — 300 центнер.

Малтанласа палăртнă тăрăх — тырпула авăн уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне пухса кĕртмелле. Çакна пурнăçламашкăн май çитет: «хир карапĕсем» кирлĕ чухлех. Унсăр пуçне ял хуçалăх ĕçĕсем пурнăçлакан техникăна çĕнетсех тăраççĕ, кăçал кăна 441 миллион тенкĕлĕх туяннă. Тырра типĕтекен, тасатакан хуçалăх кал-кал ĕçлет.

Рынок хакĕсен тишкерĕвĕ вĕсем хăйхаклăхран шутласа палăртнинчен пысăкраххине çирĕплетет. Тырпул туса илекенсен наци пĕрлĕхĕн информацийĕ тăрăх — иртнĕ эрнере продукцин чакса пыракан тренчĕ вăйлăрах пулнă, тĕштырă культурисен хак кăтартăвĕсен улшăнăвĕн динамики пĕчĕкленсе пынă. Çакна палăртмалла: 2016 çул пуçланнăранпа республикăри çăкăр пĕçерекен пысăк предприятисенче ыраш, ырашпа тулă çăнăхĕсенчен янтăланă продукцин курттăм тата ваккăн ăсатакан хакĕсене хăпартман.

Михаил Игнатьев ялти пенсионерсене харпăр хăй хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхе усрамашкăн тырăпа тата утă-улăмпа тивĕçтерес енĕпе тимлĕрех пулма ыйтрĕ. Сăмах май, республикăра туса илекен сĕтĕн — 65, аш-какайăн 30 процентне çынсен хуçалăхĕнче хатĕрлеççĕ.

Сергей Артамонов çирĕплетнĕ тăрăх — ертӳçĕсем асăннă ыйтупа ĕçлеççĕ. Ветерансен пĕрлехи хуçалăхсенче çĕр пайĕсем пур. Вĕсемпе усă курмашкăн ирĕк паракан килĕшӳсене тĕпе хурса ял çыннин прависене туллин хӳтĕлĕç. Республика Пуçлăхĕ тырпул хакне посредниксем хутшăннипе хăпартса ярассинчен асăрханмаллине аса илтерчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн канашçи, Патăрьел районĕнчи «Малалла» хуçалăх ертӳçи Михаил Петров палăртнă тăрăх — ку тăрăхра вырма вăй илсех пырать, гектартан 30 центнер ытла тырă тухать. Ăна пухса кĕртнипе пĕрлех çитес çулхи никĕсе хываççĕ: сортлă вăрлăх хатĕрлеççĕ, çĕртме тăваççĕ.

«Чăвашхлебопродукт» АО генеральнăй директорĕ Владимир Яковлев хуçалăхсенчен тырă татти-сыпписĕр турттарнă тапхăрта ăна чăрмавсăр йышăнас тĕлĕшпе палăртнă мерăсене уçăмлатрĕ. Михаил Игнатьев хиртен йĕтем çине турттаракан тырра сыхлăхпа тивĕçтермеллине уйрăммăн палăртрĕ.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту — çамрăксене кăçалхи çуркунне хĕсмете ăсатнин пĕтĕмлетĕвĕ. ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева асăннă тăрăх — призыв йĕркеллĕ иртнĕ, ку енĕпе Чăваш Ен ФАОра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Службăна 1460 яша янă: 1136-шне — Хĕç-пăшаллă Вăйсене, 324-шне — ытти çар йĕркеленĕвне тата органне.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин Чăваш Республикин промышленноç потенциалне «Раççей чукун çулĕсем» АУОра кăçалхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче презентациленин пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Унта республикăри 14 предприятин 25 представителĕ пулнă. Мероприяти тĕллевĕ: патшалăх корпорацийĕсемпе килĕштерсе ĕçлемешкĕн республикăри промышленноç предприятийĕсен хăвачĕсене кăтартасси тата Чăваш Ен промышленноç потенциалне тĕреклетесси.

Çынсем шыва путса вилессипе çыхăннă инкеке сиресси çинчен те çивĕччĕн калаçрĕç пухăннисем. Утă уйăхĕнче кăна вăйпитти 15 ар çак сăлтавпа пурнăçран уйрăлни чăннипех шухăшлаттарать. Сăлтавĕ — инкекрен асăрхаттарнине халăх ăса хывманни, ирĕк паман вырăнта шыва кĕни тата эрех-сăрапа иртĕхни. Михаил Игнатьев çапах та çынсене витĕмлĕрех ăнлантармаллине тепĕр хут аса илтерчĕ: ашшĕн инкекне пула ачисем тăлăххăн çитĕнни чуна уйрăмах ыраттарать.

Валентина СМИРНОВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.