Алăксем асамлă та пулаççĕ...

Алăксем асамлă пулаяççĕ-и-ха? Пĕртте ан иккĕленĕр: паллах, пулаççĕ! Анчах ăçта вырнаçнă-ши вĕсем? Чăваш кĕнеке издательствинче нумай пулмасть пичетленсе тухнă кăларăм çеç уçса парĕ ку вăрттăнлăха. 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнă кĕнеке шăпах «Асамлă алăксем» ятлă. Унăн авторĕ — Василий Кервен поэт; редакторĕ — О.Иванова; ÿнерçи — А.Алексеев.

Вăтам шкул ÿсĕмĕнчи ачасем валли хатĕрленĕ çĕнĕ кăларăма çирĕм виçĕ сăвă кĕнĕ. Тăван ен илемĕпе хавхаланса çуралнăскерсем чунра ăшă туйăм вăратаççĕ. Патăрьел районĕнчи Упамсара — вăрман варринче вырнаçнă илемлĕ ялта — çут тĕнчене килсен, мĕн пĕчĕкрен çут çанталăк ытамĕнче савăнса ÿссен, унăн мăнаçлă хăватне ăша хывсан сăвăламасăр епле тÿсĕн-ха? Акă Василий Гаврилович та тĕлĕнмелле хитре йĕркесем шăрçалать:

Хура вăрман енчен вăраххăн
Сĕм пĕлĕт йăпшăнса тухсан
Çил хускалать, такам вăратнăн,
Сасартăк çĕкленет тусан.
 
Тумла сикет малтан пĕрерĕн.
Шыв-шур лÿшкет те чарăнать.
Асамлă асамат кĕперĕ
Ача пек тутлăн карăнать.

Çуркунне пĕтĕм йывăç-курăк чĕрĕлет. Поэтăн вичкĕн куçĕнчен пĕр улшăну та пытарăнса юлаймĕ. Ыттисем курманнине те асăрхать вăл. Çав курăма çаврăмсене кĕртет:

Хăш чух çĕнĕ кун
Чĕнет хĕвеле.
Чечек те ун-кун
Çĕнет сив хĕле.
 
Çеçкийĕ сап-сар,
Çиçет хĕм сапса.
Ăна пуççапса
Вĕçет вĕт сăпса...

Василий Гаврилович пултарулăхĕн çăлкуçĕ — тăван тавралăх сăнĕсемпе çут çанталăк пулăмĕсенче кăна мар. Сăвăçа тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ ĕçсем те хавхалану кÿреççĕ. Сăмахран, «Алтăр Çăлтăр» сăвва уçлăх паттăрне А.Г. Николаева халалланă. Ярăмри «Ĕмĕт» сăвва пулас поэт шăп 1962 çулта, мухтавлă ентешĕмĕр космоса вĕçнĕ çул, çырнă. Ун чухне вăл пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ. 1972 çулта юсаса çĕнетнĕ хайлавăн варианчĕ вара «Хатĕр пул» /хальхи «Самант»/ журналта пичетленнĕ. 2012 çулта «Асамлă мул» сăвва хайланă. Çапла, çулсем иртеççĕ, анчах паттăр космонавта сума суни, унăн ĕçне хаклани иксĕлмест, çирĕп-ленет çеç. Хальхи яш-кĕрĕм чунĕнче те çак мăнаçлану туйăмĕ упранасса шанас килет.

Сăвăсенчи хăйне евĕр кĕвĕлĕх, пуян та сĕтеклĕ чĕлхе лирика геройĕн кăмăлне ăнланма пулăшаççĕ. Ачасен чун тăрăмне, хуйхи-савăнăçне çивĕч туйни автора чĕрĕ сăнарсем калăплама май парать. Акă «Çĕнĕ чемпион» сăвăри Павăл — шкул спортсменĕ — черетлĕ ăмăртура лайăх кăтартупа палăраймасть. Пьедестал çине пачах урăх ача — Çеруш — хăпарать. Павăл тÿрре тухма тăрăшать: Çеруш çăвĕпех кĕтÿре йăкăлт-якăлт сиккелесе çÿренĕ-мĕн. Тĕрĕсех, арçын ача каникул тăршшĕпех ĕçре пиçĕхнĕ, çирĕп-леннĕ. Çавăнпа çитĕнÿ тума пултарнă, эппин, парнене те, ырă сăмаха та тивĕç. Павăл вара тăраниччен çывăрма, канлĕ пурăнма юратнă. Кунсерен тăрăшмасассăн, пултарулăха аталантармасассăн пăчланса ларма та часах иккен.

«Çитĕнÿ тупсăмĕ» сăвă ума тĕрĕс тĕллев лартса ăна майĕпен пурнăçа кĕртсе пыма вĕрентет. Ĕмĕтленни, паллах, аван. Ĕмĕт çунат хушать. Анчах шухăшлани-палăртни çеç çителĕксĕр. Шухăшпа кăна шурă пÿрт лартаймăн.

Василий Кервен сăввисем çăмăллăн вуланаççĕ, хăвăртах аса кĕрсе юлаççĕ. Кашни сăмах хăй вырăнĕнче. Рифмисем янăравлă:

Çитмĕл çичĕ çутă çăлтăр
Килчĕ тейĕн хăнана,
Чăрăш çиçрĕ йăлтăр-йăлтăр
Илĕртсе пур ачана.

Аллитераци /пĕр йышши хупă сасăсем янăрани/ хайлава сулăмлăхпа витĕмлĕх кÿрет.

Рифмăсем йĕркесен вĕçĕнче кăна мар, пуçламăшĕнче те тĕл пулаççĕ:

Капла чĕм илет
Чечен çут тĕнче.
Капланчĕ тивлет
Çынсен чĕринче.

Поэзипе илем, хавхаланупа ăнăçу тĕнчине çитсе курма хатĕр-и эсир? Эппин, сире «Асамлă алăксем» кĕтеççĕ. Хăюллăнах малалла иртĕр!

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.