Глифосат имçамĕ

«Хăшпĕр йăлăхтармăш çумкурăка — йытпыршине, хурхуха, пиçене, шурута, чăрăш тăррине, хăлха çакки курăкне пахчара пĕтерме питĕ йывăр. Çулсеренех кĕрешетпĕр вĕсемпе, тымарĕпех тăпăлтаратпăр, анчах вĕсем кăшт вăхăт иртсен каллех пуçĕсене çĕклеççĕ, — çырать Федор Денисов хăйĕн çырăвĕнче. — Çакнашкал киревсĕрсене мĕнле хими препарачĕсем витереççĕ-ши?

Килти хуçалăхра çумкурăкĕпе кĕрешмелли имçамсем: Торнадо, Раундап, Ураган Форте, Агрокиллер, Рап, Глайсель. Вĕсем пĕр çул ÿсекен çумкурăка та, нумай çул ÿсекеннисене те, тымарпа ĕрчекеннисене те пĕтереççĕ. Имçам çамрăк çумкурăка вăйлăрах витерет тата çанталăк уяр 15-25 градус ăшă пулмалла. Çумкурăк 5-15 см тăршшĕ, хурхух çулçисем 15 см диаметра сарăлнă вăхăтра пĕрĕхме ĕлкĕрмелле.

Хими препарачĕсемпе ĕçленĕ чухне инструкцие çирĕп пăхăнмалла. Çумкурăкран хăвăртрах хăтăлас тесе кирлĕ виçерен ытларах имçам янин усси пулмĕ. «Çăра» шĕвек лекнипе çулçăсем хăвăрт типсе лараççĕ. Ÿсен-тăранăн çеçки, тымарĕ тăрăх лайăх сарăлаймасть те вăл пĕтме ĕлкĕреймест

Асăннă препаратсене пурне те глифосат вещество çинче «никĕслесе» хатĕрленĕ. Глифосат — этемшĕн те наркăмăшлă. Çавăнпа унпа пахчара тăтăш усă курма юрамасть. Çу каçиччен 2-3 хутран ытла мар, çумкурăк тухакан тапхăрсене шута илсе пĕрĕхмелле. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.