«Тен, сцена ăсти пулăпăр?»

28 Утă, 2016

Çулла. Çынсен аллинче ĕç вĕресе тăрать. Пĕрисем кану вăхăтĕнче сулхăна васкаççĕ, теприсем улăх чечекĕсенчен пуç кăшăлĕ, чечек çыххи тăваççĕ. Сывлăш уççипе киленеççĕ. Чăнах, çакăн пек илемлĕ çанталăкра килте кам чăтса лартăр?

Пÿрт çине витнĕ тимĕр те, хĕвелпе вĕриленсе кайнăскер, ним сăлтавсăрах чăнк-чанк туса илет. Е çак сасăпа шуйханнă сăпса хăйĕн мачча кашти çумне çыпăçтарнă йăвинчен вĕçсе тухса нăйлатса çÿрет.

Тулта ĕнтĕ, паллах, ырă! Чăнах та-çке, çакă ылтăн тавралăх мар-и-ха? Вăл кашнине пултарулăх парнелет-çке! Кайăк юррисем, шевле чÿхеннисем, варкăш çилĕ татах та хăпартлантарать мар-и?

Канаш районĕнчи Шăхасан шкулĕн кĕçĕн класĕнче вĕренекенсем те тăван тавралăх илемĕпе чунтан киленеççĕ. Юлташĕсемпе уй-улăх тăрăх ăмăрт-малла чупаççĕ, вăйă выляççĕ, шыва кĕрсе савăнаççĕ. Ашшĕ-амăшне килти ĕçре те тăтăш пулăшаççĕ.

Çук, кунпа çеç çырлахмаççĕ хас-тарсем. Ăçта уяв-концерт, çавăнта хаваспах васкать хаваслă та сатур ушкăн. Юрласа-ташланисĕр пуçне пĕчĕк сценкăсемпе савăнтарать куракана.

Хĕрачасем ытларах чăваш тумĕ тăхăнтартнă пуканийĕсене йăтса сăпка юрри шăрантарма кăмăллаççĕ.

— Ултă кăвакал улăхра,

Çичĕ тăрна тăр шывра,

Ача-пăча пăрçара,

Пирĕн Валя сăпкара.

Утя, утя, утя!

Пĕчĕкскерсен сăвви-юррине куракан хапăлласа йышăнать. Вĕсем алă çупса хавхалантарни «артистсене» пушшех хăпартлантарать. Уяв вĕçленсен хăйсен шухăш-кăмăлне пĕр-пĕринпе пайласа:

— Тен, ÿссен сцена пире валли пулĕ? Эх, атте-анне вара савăнса çеç пурăнĕ. Эпир вара хамăр суйласа илнĕ çулран пăрăнмасăр шав малалла çутă та пысăк ĕмĕтсемпе утăпăр, — теççĕ пĕр-пĕрне ыталаса. — Эх, хăçан пысăкланăпăр-ши? Вара Шăхасан тăрăхĕн ырă ятне паян çеç мар, малашне те çÿлте тытăпăр.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Канаш районĕ.

АВТОР СĂНŸКЕРЧĔКĔНЧЕ: çамрăк артистсем репетици ирттереççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.