Лысенкосен паттăрлăхĕ
Украинăри Черкасск облаçĕнчи Бровахи салинче Макар Назаровичпа Евдокия Даниловна Лысенкосен туслă çемйинче тĕрлĕ çулта умлăн-хыçлăн 16 пепке çуралнă: Степанида, Федосий, Петр, Евтух, Иван, Василий, Михаил, Степан, Николай, Павел, Андрей, Александр, Анастасия, Евдоха, Ганна тата Мария. Чир-чĕре, выçлăха парăнтарса 11 ывăлпа, пилĕк хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Анчах 1933 çулхине, Евтух, ырă та тулăх пурнăç шыраса тăван килĕнчен тухса кайнă. Ашшĕ-амăшĕ вăл ăçталла çул тытнине пĕлмен, ывăлĕ те хăй пирки хыпар яман. Кайран та ун пирки никам та нимĕн те калама пултарайман...
Чи йывăр ĕç – Кольăна
1936 çулта çемье пуçлăхĕ, нихăçан чирпе аптăраманскер, пĕр каçхине мăшăрне, 15 ачипе пĕр кинне тăлăха хăварса пурнăçран уйрăлса кайнă. Пурнăç пушшех йывăрланнă. Шкулта тата институтсенче ăс пухакан тĕпренчĕкĕсем пĕри те тепри вĕренме пăрахнă. Йывăр лава пурте пĕрле туртма тытăннă.
Темле тертлĕ вăхăт пулсан та Евдокия Даниловна çил-тăманлă хĕлле те, пылчăклă çуркуннепе кĕркунне те, сар хĕвеллĕ çулла та ачисене таса тумпа çÿретме тăрăшнă. Кÿршĕ-аршă та хисепленĕ ĕçчен çемьене. Лысенкосем ытлă-çитлĕ пурăнайман пулин те, пулăшу ыйтаканран пăрăнман. Хăй вăхăтĕнче Макар Назарович чавнă пусăран никама та шыв ăсма чарман. «Хăвăр çеç ан рехетленĕр, уй-хирте лăш курмасăр ĕçлекен лашăрсене те шăварăр. Эсир шыв ĕçнĕшĕн пус типме мар, пушшех тутланса тапса тăрĕ», — çирĕплетнĕ вĕсем.
Вăрçă йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ Лысенкосене. Кам окоп чавнă, кам уйсенче снаряд ванчăкĕсене пуçтарнă. Чи йывăр ĕç Николая лекнĕ. Çăкăра тĕп тума хушнă ăна. Хăй лартнă тырпула тракторпа таптаса пĕтерме хушнă. Унсăрăн нимĕçсем унпа усă кураççĕ-çке-ха. Мĕн каланине йăлтах пурнăçланă çамрăк, хыççăн тракторне юханшыва сиктернĕ... Çак ĕçсене вăл чун ыратăвĕпе пурнăçланă.
Оккупантсем вĕсен хатинчи çынсене нушалантарма тытăннă. Уйрăмах çамрăксене тытса кайнă. Пĕррехинче вĕсен аллине Коля лекнĕ. Тарса килнĕ каялла. Амăшĕ пытарнă ăна, анчах ирсĕрсем яша шыраса тупнă. Ывăлĕн хутне кĕнĕ Евдокия Даниловнăна ачисен умĕнчех хĕнесе пĕтернĕ.
Кольăна тыткăна илсе кайнă, ыттисемпе пĕрле сарая хупса хунă та чĕртсе яма шухăшланă. Ĕлкĕреймен. 1943 çулхине совет салтакĕсем тыткăнрисене ирĕке кăларнă. Коля хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. «Ирсĕр-сене тавăрмаллах!» — тенĕ вăл килтисемпе сывпуллашса. Çулталăк иртсен, йывăр суранланнăскер, киле таврăннă.
Çапла, Евдокия Даниловнăн хатинчен вунă ывăлĕ пĕрин хыççăн тепри вăрçа тухса кайнă. Турра шĕкĕр! Вуннăшĕ те каялла тăван тăрăха çитнĕ. Пурте! Пĕрисем хăрах урасăр, теприсем çав тери йывăр аманса таврăннă. Наçилккапа та илсе килнĕ...
— Тĕлĕнмелле, чăнах та, тĕлĕнмелле! Эпир вунă пĕртăван киле таврăнтăмăр. Ун чухне, паллах, пурин куçĕ умне АННЕ сăнарĕ тухса тăнă. Кашни ачине вăл куççульпе кĕтсе илчĕ. Хăй хуйхăпа начарланнă, питçăмартисем путса кĕнĕ... Манăн ывăлăмсемех-ши, тĕлĕкре мар-ши тенĕн пурне те кушăрканă аллисемпе сĕртĕнчĕ. Унтан кăшкăрса макăрса ячĕ: «Ах, эпĕ сире ырă-сывăскерсене фронта ăсатрăм та, халĕ авă епле начарланса, аманса таврăнтăр!» — тесе хÿхлесе макăрчĕ. Хăрах урасăр таврăннă Федосий, Андрей, Александр аннепе шÿтлесе те илчĕç. «Аннеçĕм, капла пирĕн укçа-тенкĕ те перекетленет. Хăрах урана çеç тăлапа чĕркемелле, пушмак та мăшăрсăр кирлĕ», — терĕç. Анне пушшех макăрса ячĕ, — иртнине аса илнĕ Степан Макарович Лысенко. — Хамăн пите те, пĕтĕм ÿте те тăшман пульли суранлатса тĕрлĕ ÿкерчĕк евĕр паллăсем хăварчĕ. Смоленск патĕнчи хĕрÿ çапăçуран мана, йывăр аманнăскере, аран илсе тухнă, çулталăк çурă госпитальте сиплентĕм... Вунă пĕртăвана анне пилĕ фронтран тăван тăрăха каялла илсе çитерчĕ. Вăл пуриншĕн те талисман вырăнĕнче пулчĕ.
Ачисем фронтран янă çырăвĕсене Евдокия Даниловна куççульпе мĕн чухлĕ вуламан-ши? «Ырă кун тĕлне пултăр ман çырăва вулама, аннеçĕмпе йăмăкăмсем! Паянхи куна илсен аван пурăнатăп, фашистсене каялла хăвалатпăр. Госпитальте выртса тухрăм, унта манăн сурана часах сиплерĕç. Хыççăн каллех ирсĕрсене тавăрма тупа турăм. Хамшăн, юлташсемшĕн. Эпир вилĕмсĕр, пире вĕсем путараймĕç! Пирĕннисем вĕсенчен пин хут вăйлăрах! Сире пĕр тĕлĕнмелли хыпар пĕлтерем-ха. Нумай пулмасть мана разведкăна ячĕç. Унта пурне те ямаççĕ, хăюллисене те вăр-варрисене çеç. Ман пеккисене! Пĕлетĕр-и, Федосине куртăм. Ĕненмесĕр пăхса тăтăм та: «Пичче, эсех-и ку? Кунта епле çакланнă эсĕ?» — терĕм ăна ыталанă май. «Шăллăм, сан пекех ятарлă задание килтĕм», — терĕ йăл кулса. «Киле çыру çыратăн-и?» — кăсăклантăм самантрах. «Çырма юратманнине пĕлетĕн-çке. Çитменнине вăхăт та çук. Эсĕ, авă, ку енĕпе маттур. Ĕнтĕ пирĕн савăнăçлă тĕлпулу пирки хыпарла килтисене», — тесе уйрăлтăмăр унпа. Мĕнех, пиччен ыйтăвне пурнăçларăм. Сирĕн пата унран та ăшă салам яратăп. Хам пекех чипер çÿрĕр. Сирĕн Мишка».
Ан макăр, аннеçĕм, ан макăр...
Вăрçă хыççăн, чылай çултан, Лысенкосен ывăлĕсен кун-çулĕпе паллашма вырăнти хаçат корреспонденчĕ Бровахи салине çитнĕ. Пусăран шыв кăларакан мучие курсан çавăнталла утнă вăл.
— Мĕншĕн насус лартмастăр? Апла çăмăлтарах-çке, — тенĕ хăна сăмах пуçарса.
— Кирлĕ мар ун пекки. Капла та аван. Ямăттине ăсма пулĕ. Ăна ялти сумлă çын, паттăр салтаксен ашшĕ, Макар Назарович Лысенко туса лартнă. Унччен те, халĕ те пурте усă куратпăр сиплĕ шывпа, — тенĕ вăл витрине айккинелле шутарса. — Унăн ывăлĕсем вуннăшĕ те саларах пурăнаççĕ. Хисеплĕ çынсем.
Малтанах Николай хатине çитнĕ вăл. Вăрçă çулĕсем пирки чылай аса илнĕ паттăр салтак. «Çапах та пурнăçра чи йывăрри — хам ÿстернĕ тĕш тырра тракторпа пĕтерни пулчĕ. Çăкăра эпĕ таптарăм... Çав ылханлă фашиста пула. Вăрçăран та эпĕ тăван тăрăха чи пĕрремĕш килтĕм», — тенĕ ассăн сывласа.
Пĕррехинче Михаил колхоз ĕçĕсемпе станцине васканă. Çул çинче чăматанлă салтака курсан лашине чарнă. Тĕсесе пăхнă вăл ун çине.
— Чим, Степан пичче, эсĕ-и ку?! — кăшкăрса янă та Михаил, урапи çинчен сиксе аннă.
Пĕр-пĕрне çичĕ çул курман пĕртăвансем ыталанса темччен тăнă. Килĕнче вара амăшĕ куççульленсе апат-çимĕç хатĕрленĕ.
Тăшманпа паттăррăн çапăçнă Петр çыру çырма юратман. Вăрçă хыççăн вара почтальонра ĕçлеме тытăннă. «Анне патне хыпар вĕçтерменшĕн çылăхсене каçарттармалла-çке. Халĕ авă çынсене çыру валеçсе савăнтаратăп», — тенĕ.
Павел Лысенко салана каç енне çитнĕ. Чÿречерен тинкернĕ вăл, шалта салтаксем ларнине курнă. Хăюсăррăн кантăкран шакканă. Амăшĕ тухнă. «Атя, ирт, ирт, пÿрт тулли халăх манăн. Вăрман касма килнĕскерсене хам пата апата чĕнтĕм те. Сана валли те вырăн пур кунта», — тенĕ. Тĕпренчĕкне палласа илсен кăшкăрса макăрнă.
Александр вара фронтран чи юлашки килнĕ. Берлинах çитнĕ вăл. Çавăнтах службăра юлнă. Килне час-час посылкăсем ăсатнă.
Тăван тăрăха çитсен... Унăн чĕри кăкăртан тухса тарасла тапнă.
— Анне, аннеçĕм... — тенĕ хатăна пырса кĕрсенех.
Çакăн пек кĕтмен çĕртен килсе кĕнĕ ывăлĕ çине ăнран тухса кайнă пек пăхнă хĕрарăм, унтан вăрăммăн йынăшса янă.
— А-ах... Ывăлă-ă-ăм, вилетĕп вĕ-ĕ-ĕт! Сана кураймастăп пуль тенĕччĕ, акă тинех куç умĕнче эсĕ, — тенĕ куççульне ирĕке ярса.
— Ан макăр, анне, ан макăр... Халĕ санăн хуйху-суйху пĕтрĕ ĕнтĕ, куратăн: эпĕ чиперех, тĕрĕс-тĕкелех таврăнтăм! — амăшне çурăмĕнчен ачашла-ачашла йăпатнă салтак. — Халĕ акă йышлă çемьепе пуçтарăнса хăна пулăпăр, манăн кутамккара пурин валли те кучченеç пур.
Вунă ывăл – куç тулли телей
Евдокия Даниловна хăйĕн 10 ывăл — телейĕсем çине пăхса вăйсăррăн кулса илнĕ. Унăн хĕрелнĕ куçĕсенчен чей курки çине савăнăç куççулĕсем тумланă.
— Вуннăшĕ те таврăнчĕç, малашне йĕркеллех пурăнасчĕ, хуйхă-суйхăсăр, — пăшăлтатнă унăн кушăркаса пĕркеленнĕ тутисем.
Салара вара арманçăра та, платникре те, хăмăт-пăяв ăстинче те тăрăшнă Александр.
Василий темиçе хут аманса госпитальте сипленнĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне те тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе ултă ачана çут тĕнче парнеленĕ, шел, вĕсенчен иккĕшĕ вăхăтсăр вилнĕ.
— Авă, сăрт çинчи кивĕ хатăна куратăн-и? Çав çуртра пирĕн çемье пурăннă. Выçлăх çулĕсене чăтса ирттернĕ. Ун чухне çынсен сăн-сăпачĕ сÿрĕкленчĕ, кулă-савăнăç палăрмарĕ. Выçăллă-тутăллă, нихăçан çăвара чикмен апат çиетпĕр. Килрен киле вилăм алăкран шаккаса çÿрет. Ватти-вĕттине те тиркемест. Вăй çуккипе сулăнса каякан йышланчĕ. Выçăпа аптăранăран халран кайрăмăр. Йĕркеллĕ шухăшласа тавçăрайми пултăмăр. Пĕлетĕр-и, çав шурлăхран эпир тапаçланса тухрăмăрах йышпа. Авă халĕ, атте-анне ĕçе вĕрентнĕренех ĕнтĕ пурнăçра аптăрамастпăр. Сĕтел-пукан таврашне хамах ăсталатăп, лавккаран туянмастăп, — тенĕ Иван Лысенко корреспондента хăй пурнăçĕпе паллаштарнă май.
Çурт-йĕрне хитре çавăрса лартнă Федосий те кăмăлпах кĕтсе илнĕ хăнана.
— Мина уйĕнче сирпĕнтĕм... Пăхатăп, хăрах ура çук... Урапа çине вырттарчĕç, чăтма çук ыратнăран кăшкăратăп. Ман пата пĕр çын чупса пычĕ. «Эсĕ мĕскер кăшкăратăн? Уру çук тесе-и? Эсĕ хăрах урапа ĕçлеме те пултаратăн-ха. Авă, кунта теприн икĕ куçĕ те тухса ÿкнĕ... Вăл пур чăтать, сассине те кăлармасть», — тесен аванмарланса шăплантăм. Чăнах, ăна манран та йывăр. Ĕмĕрлĕх суккăр... Эпĕ куратăп-çке. Тбилисие сипленме ячĕç, протез ура лартрĕç. Çĕнĕрен утма вĕрентĕм. Сăрт çине те хăпаратăп. Аннепе мăшăр патне медсестра килсе ячĕ.
Михаил разведчик пĕр каçра çичĕ нимĕç офицерне тыткăна илнĕ. Çĕнтерÿ кунне Ереванти госпитальте кĕтсе илнĕ.
— Вăрçă хыççăн халăхшăн усăллă ĕç тăвас терĕм. Хам тăрăхра 35 метр тарăнăш пусă чаврăм. Атте пекех. Ку маншăн чăн-чăн савăнăç! — тенĕ Михаил.
Ылтăн алăллă Андрей йывăр аманса таврăннă. Ăна курсан амăшĕ татăлса йĕнĕ... Çамрăк нихăçан та алă усса ларман. Çынсене кăмака туса савăнтарнă.
— Маншăн чи хурлăхлă кун, вăрçăра хăрах урана çухатни те мар, аннене пытарни... Халĕ хамăрăн та мăнуксем чупаççĕ, çук, анне сăнарĕ нихăçан та манăçмасть. Мĕн тери хурлăх чăтнă вăл, вунă ывăлне вăрçа ăсатсан? Çитменнине эпĕ каснă-лартнă анне сăнлă, — тенĕ Андрей.
1984 çулта салара 16 ача çуратса ÿстернĕ, 10 ывăлне вăрçа ăсатса кĕтсе илнĕ амăшне Евдокия Даниловна Лысенкона халалласа палăк лартнă. Унта çапла çырнă: «Чарăн çак хисеплĕ вырăнта. Тĕнчери пур АННЕНЕ хисеплесе чĕрĕ чечек хур». Çак палăка уçма паллă космонавтăн Юрий Гагаринăн амăшĕ те килсе çитнĕ.
Шкулта музей уçнă. Экспонатсем хушшинче Евдокия Даниловна алăпа çĕленĕ алшăллисем тата тĕпренчĕкĕсен фронтран янă çырăвĕсене упранă арчана та вырнаçтарнă. Вунă мăшăр салтак атти тата вунă салтак шинелĕ те унтах вырăн тупнă...
Элиза ВАЛАНС хатĕрленĕ.
Комментари хушас