Архив - 3 Мар, 2016 - Хыпар

3 Мар, 2016

Чун киленĕç - сад пахчи

Тăвай районĕнчи Тăрмăшра пурăнакансен сачĕсенче тĕрлĕ сортлă панулми йывăççи, ахăртнех, сахал мар. Анчах хĕлĕпе упранакан çимĕç параканни пур-ши? "Пулмасăр", - иккĕленмесĕр пĕлтерчĕ хампа пĕрле лавккаран калаçса тухнă çамрăк мăшăр. Панулмин хĕллехи сорчĕсемпе ялта Леонидовсем кăсăкланаççĕ-мĕн. Вĕсен тăрăшулăхне кура çĕнĕ сортсем Тăрмăш çыннисен сад пахчийĕсене те куçаççĕ. Ав, "Северный синап" хăшĕ-пĕрин çимĕç пама тытăннă та ĕнтĕ.

Çурçĕр сортне çитекенни çук

3 Мар, 2016

Кролик ĕрчетме ансат мар

Эпĕ чылай çул ĕнтĕ кролик ĕрчететĕп. Килти хушма хуçалăхри пĕчĕк фермăра виçĕ ăрат усратăп /çĕр пуçа яхăн/: «баран», «новозеландская», «фландр» йышшисене. Кашнине уйрăммăн ĕрчетме тăрăшатăп.

Ăрата тăсма ама кăна хăваратăп. Аçана çĕннипе тăтăш улăштаратăп. Çакă кроликсене ытлашши тăванлатма памасть.

Амасене 5-6 уйăхра пĕтĕлентерме тытăнатăп. Анчах пурне те мар – лайăх аталаннисене суйласа илетĕп. 7 уйăх хыççăн кирек хăш ăратри аçана та пĕтĕлентерме йывăр. Кролик çурисене амăшĕпе пĕрле 2 уйăх тытатăп, ун хыççăн уйăратăп, амана икĕ эрне кантаратăп.

3 Мар, 2016

Ферма пикисем

Вырăнта хуçалăх пурришĕн савăнаççĕ Вăрнар районĕнчи Уйкас Явăшра пурăнакансем. «Мураты» ЯХПК ферминче паянхи кун 334 пуç ĕне выльăх шутланать. Вĕсенчен 100-шĕ - сăвăнаканни. Владимир Петров ферма заведующийĕ палăртнă тăрăх - кунсерен 1500 л сĕт патшалăха ăсанать. Сăвăм шайĕ - кашни ĕнерен вăтамран 16-17 л.

3 Мар, 2016

Курав кăна мар, чăн-чăн уяв

Паянпа ыран, пуш уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче, Шупашкарти «Контур» курав комплексĕнче «Çĕрулми - 2016» регионсен хушшинчи курав иртĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх - кăçал 21 регионран 83 предприяти-организаци хутшăнма кăмăл тунă. Çавăн пекех Беларуç Республикинчен те килсе çитмелле. Уяв программи пуян. Кунтах ял хуçалăх техникипе паллашма пулĕ. Куравра «çавра сĕтелсем» те йĕркелĕç. Унта çĕрулми туса илес тĕлĕшпе çивĕч ыйтусене хускатĕç, наука-практика конференцийĕсем иртĕç. «Иккĕмĕш çăкăртан» хатĕрленĕ апат-çимĕçе те астивсе пăхма пулĕ.

3 Мар, 2016

Елчĕк енĕн çутă çăлтăрĕсем

Шăраннă хĕвел аякка-аякка кайса çухалчĕ. Кĕçех шывран сиксе тухнă вутăш пек çамрăк уйăх курăнчĕ. Вăл çийĕнчех çап-çутă çăлтăрсен йышне хутшăнса вĕсемпе пытанмалла выляма тытăнчĕ.

3 Мар, 2016

Çуллахи куна килĕштерекенскер

Хĕвел çути кантăкран кĕнине мĕн тери килĕштерет Лена. Ун пек чухне чÿрече умĕнче чавсаланса ларать те урамри «пурнăçа» сăнама юратать. Кÿлленчĕкре çерçисем çăвăннине, шăши тытма васкакан кушака, йывăç çинче ларакан ула кураксене чун хавалĕпех пăхать.

3 Мар, 2016

Кукамай пилĕпе пурăнатăп

Настя васкамасăр утать. Тавралăхра кам та пулин курăнмасть-ши, тенĕ пек, хутран-сит-рен чарăнкаласа тăрать, пăхкалать. Шăп, çил вĕрни те илтĕнмест. Аван-çке урамра çавнашкал вăхăтра.

Хĕрача кукамăшĕ çинчен шухăшлать.

3 Мар, 2016

Класри мэр

Пиллĕкмĕш класри Даша Васильевăна хастарлăхĕпе палăрнăран класс мэрне суйланă. Кашни ачан утăмĕшĕн яваплă вăл. Урок тунă чухне йывăрлăхсем сиксе тухсан самантрах васкать пулăшу ыйтакан патне.

Уяв-мероприяти ирттерессишĕн те хыпса çунать Даша. Шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Тус-юлташĕ, пĕрле вĕренекенсем те шанчăклă унăн. Кирек ăçта та пĕрле пулма, пĕр-пĕрне пулăшма ăнтăлаççĕ вĕсем.

- Даша ăслă хĕрача. Вăл çынна нихăçан та усал сунмасть. Пирĕн вара унран вĕренмелли питĕ нумай, - теççĕ пиллĕкмĕш классем хăпартланса.

3 Мар, 2016

Чăваш чĕлхи шкулта чĕрĕлĕ-ши?

Муркаш районĕнчи А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа «Шкул тата чăваш чĕлхи чĕрĕлĕвĕ» республикăри вĕрентекенсен çавра сĕтел хушшинчи калаçăвĕ иртрĕ.

Страницы