Класри мэр

3 Мар, 2016

Пиллĕкмĕш класри Даша Васильевăна хастарлăхĕпе палăрнăран класс мэрне суйланă. Кашни ачан утăмĕшĕн яваплă вăл. Урок тунă чухне йывăрлăхсем сиксе тухсан самантрах васкать пулăшу ыйтакан патне.

Уяв-мероприяти ирттерессишĕн те хыпса çунать Даша. Шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Тус-юлташĕ, пĕрле вĕренекенсем те шанчăклă унăн. Кирек ăçта та пĕрле пулма, пĕр-пĕрне пулăшма ăнтăлаççĕ вĕсем.

- Даша ăслă хĕрача. Вăл çынна нихăçан та усал сунмасть. Пирĕн вара унран вĕренмелли питĕ нумай, - теççĕ пиллĕкмĕш классем хăпартланса.

Пĕвĕпе те класра чи çÿллисенчен пĕри вăл. Унпа пурнăçра пĕрремĕш хут курса калаçакан ыйту памасăр чăтаймастех.

- Çÿллĕскер эсĕ, баскетболла хытă вылятăн ахăртнех. Тепĕр баскетболистсене ултавлă хусканусем туса та, хăвăртрах чупса ункăна самантрах мечĕк кĕртетĕн пулас, - тесен хĕрача йăл кулать.

- Чăн та, спорта юрататăп. Физкультура урокне эпĕ çеç мар, ыттисем те кăмăллаççĕ. Хĕллехи çил-тăманра спортзала çÿресси - хăйнеевĕр телей мар-и-ха? Волейболла е баскетболла выляма та, гимнастика туса хуçкаланма та пулать. Ытти кун йĕлтĕрпе уçă сывлăшра киленетпĕр. Çулла арçын ачасемпе футбол мечĕкĕ хыççăн ăмăртмалла чупатпăр. Çапах та паянхи кун мана пионербол вăййи тыткăнлать. Каярах, тен, çынсем каларăш баскетболра та пултарулăхпа палăрăп, шкул чысне хÿтĕлĕп... Пирĕн йăхра нумайăшĕ çÿллĕ çав. Анне тăванĕсене хывнă ĕнтĕ ку енĕпе. Юратнă çыннăм та, куккасем те çÿллĕскерсем, - ăнлантарать Канаш районĕнчи Чакаç шкулĕн хастар вĕренекенĕ Даша Васильева.

Пушă вăхăтра хĕрача кĕнеке вулама кăмăллать. Çавăнпа библиотекăна тăтăшах çÿрет.

- Библиотекăна кĕрсен юмах тĕнчине лекнĕнех туятăп. Кирек ăçталла пăхсан та - кĕнеке. Вĕренÿ вăхăтĕнче вăхăт сахалтарах пулнăран юмах-халаппа, сăвă-калавпа тăтăш паллашма май килеймест. Çапах çывăрас умĕн те пулин алла кĕнеке тытатăп. Çуллахи каникул çиттĕр-ха, пÿртре кăна мар, пахчара та, картишре те, урамра та юратнă писатель-поэт пултарулăхĕпе тата ытларах паллашăп, - палăртать хăй шухăшне Даша.

...Даша шкула кайма хатĕрленет. Ырă кăмăллă амăшĕ ун çине юратса пăхнă май ăшшăн сăмах пуçарчĕ.

- Манăн апат хатĕр, - терĕ вăл, сĕтел хушшине ларма чĕнсе.

Чăнах, ытарайми пăхать вăл хăй тĕпренчĕкне. Хĕрĕ, шкул форми тăхăннă та, ытла килĕшÿллĕ. Çивĕчĕ вăрăм унăн, куçа илĕртмеллискер. «Тĕнчери мĕн пур чечек пек ачасем телейлĕ пулччăрах», - пăшăлтатрĕ амăшĕ апат çисе ларакан хĕрĕ çине çаплипех ăшшăн пăхса.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.