Чун киленĕç - сад пахчи
Тăвай районĕнчи Тăрмăшра пурăнакансен сачĕсенче тĕрлĕ сортлă панулми йывăççи, ахăртнех, сахал мар. Анчах хĕлĕпе упранакан çимĕç параканни пур-ши? "Пулмасăр", - иккĕленмесĕр пĕлтерчĕ хампа пĕрле лавккаран калаçса тухнă çамрăк мăшăр. Панулмин хĕллехи сорчĕсемпе ялта Леонидовсем кăсăкланаççĕ-мĕн. Вĕсен тăрăшулăхне кура çĕнĕ сортсем Тăрмăш çыннисен сад пахчийĕсене те куçаççĕ. Ав, "Северный синап" хăшĕ-пĕрин çимĕç пама тытăннă та ĕнтĕ.
Çурçĕр сортне çитекенни çук
Эпĕ те тутанса пăхрăм ăна. Хĕлле организма витамин çитмен чух ырă çын аллипе пăхса çитĕнтернĕ çимĕçрен пахи, усăлли мĕн пултăр! Лавккарине пăхма хитре, анчах тути çук. Килти пахчари унран темиçе хут кĕрпеклĕ.
"Хам тĕрĕслесе пăхнисенчен хĕлле чи лайăх упранакан панулми сорчĕ - "Северный синап", ун хыççăн "Жигулевский" текеннине асăнăттăм. Виççĕмĕш вырăна "Уэльси" сорта парăттăм", - ăнлантарать мана ăш пиллĕ те сăпайлă кил хуçи. Александр Леонидовичпа Нина Александровна çамрăк мар, чылай çул тивĕçлĕ канура. Иккĕшĕ те ăсчах-агроном пулнăран çĕртен нихăçан та уйрăлман.
Ăна пăхса типтерленĕ кăна мар, вăрман касса уçнă. Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтерсен комсомол туйĕпе пĕрлешнĕ мăшăра вырăнти вĕренÿ хуçалăхĕнче хăварасшăн пулнă. Анчах Красноярск тăрăхне тухса кайнă аслă юлташĕсем вĕсене хăйсем патнех илĕртнĕ. Унта çул тытнишĕн пач та ÿкĕнмен Леонидовсем. Çитсенех хваттерпе тивĕçтернĕ, 6 гектар таран çĕр илме пултарнă, выльăх тытнă, пахчаçимĕç çитĕнтернĕ. Хуçалăх çĕрĕ те Чăваш Енри пек 3-4 пин гектар çеç пулман, 300 пин гектарпа танлашнă. Йывăç кăкласа тухăçлă тыр-пул ÿстернĕ. Александр Леонидовича пултарулăхне тата яваплăхне кура тĕрлĕ ĕç шаннă: агрономсăр пуçне пахчаçăсен бригадирĕ, экономист, пуçлăхăн çумĕ пулнă. Нина Александровна вара шкулта ачасене биологи предметне вĕрентнисĕр пуçне литературăна, нимĕç, вырăс чĕлхисене алла илме пулăшнă.
Тăрмăш ялĕнчи тăванĕсем патне таврăнман пулсан Леонидовсем, тен, Çĕпĕрте те сад ĕрчетсе ватлăхра ун илемĕпе киленсе пурăнĕччĕç. "Çуркунне йывăç çеçкисем çурнă вăхăтра пахчаран тухас килмест", - тет Нина Александровна. Куç тулли илем! Чунра тата еплерех ырă! Йывăçсен шап-шурă пĕркенчĕкĕ вĕçсĕр-хĕрсĕр тейĕн. Чăн та, Александр Леонидович садри йывăç-тĕмĕ хисепне эпĕ кăсăкланса ыйтсан кăна шутласа кăларма пултарчĕ. Улмуççи кăна 40 ытла. Унсăр пуçне - темиçе тĕрлĕ груша, шултра хурлăхан, кăвак, сарă, симĕс, хĕрлĕ тĕслĕ слива , сарă, хĕрлĕ хăмла çырли тата ытти те. Пурте - паха сортлисем. Вĕсене почта урлă çырăнса илнĕ, е Шупашкарти ботаника садĕнчен, питомникрен илсе килнĕ, е тата урăх вырăнта тупнă.
Вăрах упрантăр тесен
Пурнăç тăршшĕпех тĕрлĕ сорта тĕрĕслет Александр Леонидович. Улмуççин 28 сортне сыпнă. Вĕсем лайăх аталанаççĕ. Йывăçа аялтан сыпма тăрăшмаллине палăртать сад ăсти. Ăна каснă вырăнта хĕрлĕ пăнчă юлмалла мар. Вăл е ку улмуççи пирки хĕле чăтăмлă ?"зимостойкая"% тени унăн улмийĕ вăрах упраннине пĕлтермест иккен. Садри кашни сорт çинчен Александр Леонидович сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр. Ав, "Башкирская красавица" шултра, хĕрлĕ йăрăмлă çимĕçпе савăнтарать, анчах Çĕнĕ çулччен кăна лайăх упранать. "Антоновка новая" ĕлĕкхи сортран пылакрах. "Белорусская сладкая" - çĕнĕ йышши, "Белый налив" майлăрах, панулмийĕ тĕп турат патĕнченех йăтăнать.
Темĕнле чаплă сорта та упрама пĕлмелле. Кил хуçи палăртнă тăрăх - нÿхрепре панулмисĕр пуçне нимĕн те пулмалла мар, мĕншĕн тесен вăл ытти çимĕç тутине хăй çине туртса илет. Çавăнпа Леонидовсем ятарлă нÿхреп чавнă. Упрама хуракан ещĕксене те арçын хăех ăсталать. Унта пĕр сий панулми ?пĕр-пĕрне ытлашши перĕнмелле мар% вырнаçтарать, çиелтен хаçатпа витет. Çапла 4 сий хурать. Унăн шухăшĕпе типографи сăрри панулмие чир-чĕртен сыхлать.
Юратаççĕ Леонидовсем улмуççисене. Çĕрулми лаптăкĕ садран самай пĕчĕкрех. Анчах унта та тухăç йăтăнать. Агроном темерĕн - алă пыракан кашни çимĕçпе кăсăкланаççĕ ветерансем. Çĕрулмине акă вируссăр меслетпе ?интенсивлă технологипе% ĕрчетме кăмăллаççĕ. Кĕркунне улма аврин вăррине пуçтараççĕ. Уйăрса илсе типĕтеççĕ, çиелтен хăйăрпа витсе хĕл каçараççĕ. Тепĕр çул ăна акса малалла аталантараççĕ. Вунă ытла сорт хушшинче ир пулаканни те, каярах çитĕнекенни те пур. Пурте тухăçлă.
"Ай-уй, ун пысăкăш сад-пахча ватăсене мĕн тума кирлĕ? Çимĕçне сутса укçа çапаççĕ пулĕ-ха", - теме пăхĕ хăшĕ-пĕри. Эпĕ те çакăн çинчен ыйтмасăр чăтаймарăм. "Чун туртнăран ĕçе пăрахас килмест", - терĕ Александр Леонидович. Етĕрне районĕнчи Советски ялĕнче çуралса ÿснĕскере биологи учителĕ Никифор Усов сад ăсталăхĕпе интереслентернĕ. Кÿршĕре пурăннă ашшĕн шăллĕ те улмуççи сыпма хапăлланă.
Нÿхрепре упранакан панулмие Леонидовсем çынсене ахалех пама тăрăшаççĕ, пасара сутма çÿремен. Тепĕр чухне ял халăхĕ улмуççие сыпма тивĕçлĕ турат хатĕрлеме ыйтать. Пулăшнăшăн тав тăвать. Тепри пулсан тахçанах бизнес йĕркелетчĕ пулĕ. Александр Леонидовичпа Нина Александровнăшăн ?виçĕ хĕр çитĕнтернĕ% вара сад - чун киленĕçĕ. 55 çул пурнăç сукмакĕпе пĕрле утакан мăшăра улмуççи çеçки çуркуннесерен илемĕпе савăнтарать, кĕркуннесерен çимĕçĕпе сăйлать.
Ирина НИКИТИНА.
Комментировать