Курав кăна мар, чăн-чăн уяв
Паянпа ыран, пуш уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче, Шупашкарти «Контур» курав комплексĕнче «Çĕрулми - 2016» регионсен хушшинчи курав иртĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх - кăçал 21 регионран 83 предприяти-организаци хутшăнма кăмăл тунă. Çавăн пекех Беларуç Республикинчен те килсе çитмелле. Уяв программи пуян. Кунтах ял хуçалăх техникипе паллашма пулĕ. Куравра «çавра сĕтелсем» те йĕркелĕç. Унта çĕрулми туса илес тĕлĕшпе çивĕч ыйтусене хускатĕç, наука-практика конференцийĕсем иртĕç. «Иккĕмĕш çăкăртан» хатĕрленĕ апат-çимĕçе те астивсе пăхма пулĕ.
Паллă мероприятирен ачасем те юлман, «Тĕлĕнтермĕш çĕрулми» ÿкерчĕксен конкурсне хутшăннă вĕсем. Уявра унăн çĕнтерÿçисене те палăртĕç.
«Контур» курав комплексĕн çуртĕнче çак кунсенче çĕрулми вăрлăхне туянма пулĕ. Туянакан нумай пулсан пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче те сутĕç. Малтанлăха палăртнă тăрăх - республикăри 10 предприяти вăрлăх сутмалла. Унăн хакĕ пасартинчен пысăк пулмĕ,1 килограмĕ 30 тенке яхăн. Çимелли çĕрулмин 1 килограмĕ - 12-17 тенкĕ. Волонтерсем туянакансене чĕр тавара вырăна çитерме пулăшмалла.
Аса илтеретпĕр, çĕрулми куравĕ республикăра кăçалхипе 8-мĕш хут иртет. Вăл – «иккĕмĕш çăкăра» çĕрулми туса илекенсен, ăсчахсен, экспертсен, аналитиксен, минерал удобренийĕсем, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем, вăрлăх, ял хуçалăх техники сутакан предприяти ертÿçисен уçă форумĕ. Курав - ĕçлĕ калаçусене, хутшăнусене йĕркелемелли вырăн. Уявра çĕрулми туса илнĕ çĕрте малта пыракан технологипе, опытпа паллашма май пур. Йăлана кĕнĕ мероприяти çĕнĕ проектсем пуçарма хавхалантарать. «Тавар сутаканшăн та, туянаканшăн та Çĕрулми уявĕ пулса тăтăр вăл», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлура. Курав пурин кăмăлне каясса, нумайлăха асра юласса шанатпăр.
Лариса Никитина.
Комментировать