Чăваш чĕлхи шкулта чĕрĕлĕ-ши?

3 Пуш, 2016

Муркаш районĕнчи А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа «Шкул тата чăваш чĕлхи чĕрĕлĕвĕ» республикăри вĕрентекенсен çавра сĕтел хушшинчи калаçăвĕ иртрĕ. Унта Муркаш, Шупашкар, Çĕрпÿ, Канаш, Куславкка, Елчĕк, Вăрнар, Комсомольски районĕсен тата Шупашкар хулинчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

Калаçу уйрăмах хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи чăваш чĕлхин лару-тăрăвĕ, чăваш наци шкулĕсенче чăвашлăха сыхласа хăварассипе çыхăннă ыйтусем, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентĕвĕн пахалăхĕпе тухăçлăхне ÿстерсси çинчен пычĕ.

Хутшăнакансем чылай ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене «вырăслатса» янине пăшăрханса каларĕç. Пепкесем ача садĕнченех тăван чĕлхерен сивĕн- ни те кулянтарать. Мĕншĕн-ха шкулсенче 9 тата 11 классенчен вĕренсе тухакансене чăваш чĕлхипе экзамен тыттармаççĕ? Район центрĕсенче, поселоксемпе хуласенче пĕр-пĕринпе вырăсла пуплесе хамăр тăван чĕлхене хамăрах нимĕн вырăнне те хумастпăр. Çаксем питех те пăшăрхантарчĕç те ĕнтĕ калаçăва хутшăнакансене.

Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕн вĕренÿ планĕн тăваттăмĕш вариантне хула шкулĕсенче, пиллĕкĕмĕш вариантне ял шкулĕсенче кĕртмеллине палăртсах каларĕç. Ял шкулĕсенче 9 тата 11 классенчен вĕренсе тухакансене чăваш чĕлхипе экзамен е ăслав сочиненийĕ, е сочинени евĕр изложени çыртарассине çĕнетмелли çине те пусăм турĕç. Хула шкулĕсенче тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакансене сăмах вĕççĕн экзамен тыттарма май пуррине те палăртрĕç. Республикăра чĕлхе, литература, культура енĕпе наци кадрĕсем хатĕрлекен гуманитари лицейĕ уçма вăхăт çитнине каларĕç.

Çавра сĕтелĕн тĕп пĕтĕмлетĕвĕнче «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунпа килĕшÿллĕн хальхи тапхăрта чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварма тата аталантарма йышăнусем турĕç, вĕсене тивĕçлĕ организацисемпе ведомствăсене çитерме кăтартса хăварчĕç.

Юлия АНИСИМОВА,

Чăваш Республикин

тава тивĕçлĕ учителĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.