Комментировать

3 Мар, 2016

Елчĕк енĕн çутă çăлтăрĕсем

Шăраннă хĕвел аякка-аякка кайса çухалчĕ. Кĕçех шывран сиксе тухнă вутăш пек çамрăк уйăх курăнчĕ. Вăл çийĕнчех çап-çутă çăлтăрсен йышне хутшăнса вĕсемпе пытанмалла выляма тытăнчĕ.

Çамрăк уйăх, çамрăк çăлтăрсем... Çак танлаштаруллă сăмахсем - Елчĕк районĕнчи Пат- реккел шкулĕн хастар вĕренекенĕсем валлиех. Вĕсем, тăван чĕлхене хисеплесе юратаканскерсем, «Çамрăк çăлтăрсем» литература кружокне хапăлласа çÿреççĕ. Сăвă конкурсĕсенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ, шкул, район чысне çÿлте тытаççĕ. Паян та, авă, уроксем вĕçленсен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Леонидовна Енейкина пÿлĕмне пуçтарăнчĕç хастарсем. Уçă сасăллă та тарават педагог яланхиллех кружока ырă кăмăлпа пуçларĕ.

- Çуркунне çывхарать. Мĕнле асамлă сăрăсемпе ÿкерсе илемлетмелле-ши паянхи куна? Авă, хĕвел ăшăтма пикенчĕ. Юр вăраххăн-вăраххăн ирĕлет. Таçтан аякри хиртен çил вĕрнĕ пек туйăнать. Çуркунне васкаса килни куç умĕнчех. Çĕрлехи сивĕ тем пек тăрăшсан та юр айне килнĕ шыва шăнтса пăрлатса пĕтерес çук, ирхине çĕнĕрен хĕвел ăшăтса ярать те урамсем шывлакланаççĕ... Ачасем, пĕлетĕр ĕнтĕ, сăвăçăн чи малтанах художник пулмалла. Вăл е ку япалана, е тавралăха çивĕч куçпа пăхнă хыççăн çеç тепĕр пархатарлă ĕç - сăвă çырасси - хутшăнать. Ну, «Çамрăк çăлтăрăмсем», апла пулсан çуркунне çинчен сăвă çырар тăрăшса. Кружок ятне ахальтен çакнашкал ят паман эпир. Инçетри тÿпере çап-çутă çăлтăр пит илемлĕ йăлтăртатнине курса çуралчĕ çак шухăш. Ахальтен мар ĕнтĕ чăваш çăлтăр витĕр çул курăнать тесе юрланă. Апла пулсан çăлтăр - ĕмĕт, пуласси. Кашни çыннăн пĕлĕт çинче хăйĕн пĕр çăлтăр пур тенĕ: çуралнă чухне çиçсе тухать те вара пĕтĕм пурнăç тăршшĕ çутатать иккен, - терĕ вĕрентекен парта хушшисемпе васкамасăр утнă май.

Класс шăпланчĕ. Пурте шурă хут çине сăвă йĕркисем шăрçалама тытăнчĕç. Галина Леонидовна, хăй ĕçне чунтан парăннăскер, пĕрин патĕнчен теприн патне çÿресе, чуна хăват кĕртекен сăвăсен малалли йĕркисене еплерех çырмаллине ăнлантарчĕ. Камăн та пулин йывăрлăхне курсан, ăна хаваспах пулăшрĕ. Ручкипе хут çинче кирлĕ пек йĕркесем туса, самантрах сăвва тата илемлĕрех шăрçаларĕ.

- Пĕр çын каять - йĕр юлать, çĕр çын çÿрет - çул пулать, теççĕ, - пуçларĕ сăмахне педагог пурне те илтмелле. - Тен, ваттисен сăмахĕ пирĕн ĕç тĕлĕшпе çыхăнман та пулĕ. Çапах кăшт урăхлатсан шăп тĕл килсе тухать. Пĕр йĕрке - сăвă пуçламăшĕ, темиçе йĕрке шăрçаласан - сăвă пулса та тăчĕ! Çавăнпа кашни йĕркене вырăнлă тăвасси сăвăçшăн чи кирли.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Елчĕк районĕ,

Патреккел.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕнче: Галина Леонидовна Енейкина çамрăк сăвăçсемпе кружок занятийĕнче.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.