Комментировать

3 Мар, 2016

Кролик ĕрчетме ансат мар

Эпĕ чылай çул ĕнтĕ кролик ĕрчететĕп. Килти хушма хуçалăхри пĕчĕк фермăра виçĕ ăрат усратăп /çĕр пуçа яхăн/: «баран», «новозеландская», «фландр» йышшисене. Кашнине уйрăммăн ĕрчетме тăрăшатăп.

Ăрата тăсма ама кăна хăваратăп. Аçана çĕннипе тăтăш улăштаратăп. Çакă кроликсене ытлашши тăванлатма памасть.

Амасене 5-6 уйăхра пĕтĕлентерме тытăнатăп. Анчах пурне те мар – лайăх аталаннисене суйласа илетĕп. 7 уйăх хыççăн кирек хăш ăратри аçана та пĕтĕлентерме йывăр. Кролик çурисене амăшĕпе пĕрле 2 уйăх тытатăп, ун хыççăн уйăратăп, амана икĕ эрне кантаратăп.

Тепĕртакран каллех пĕтĕлентеретĕп. Унăн айне çичĕ çураран ытла хăвармастăп. Капла вĕсем çирĕп ÿсеççĕ, чирлемеççĕ.

Çулла паха утă, кăшт типĕтнĕ курăк тата тырă ?ăна вĕтетместĕп% хутăшĕ çитеретĕп. Ку хутăшра – куккурус, сĕлĕ, урпа. Вĕтетмен тырра çисе кролик шăлне çивĕчлетет, кăшлакан чĕрчуншăн çакă усăллă. Уйрăмах – çитĕнекен çурашăн.

Эпĕ сăнанă тăрăх – «новозеландская» ăрат хăвăрт аталанать, ашĕ те паха. Лайăх апатласан 5 уйăхра унăн чĕрĕ виçи 5-5,5 кг çитет. Унсăр пуçне ку ăратри ама хăйĕн çурисене аван пăхать.

«Баран» йышши «новозеландская» ăратран каярах ÿссе çитĕнет. Анчах çулталăк тултарнă тĕле 8-8,5 кг таять.

«Фландр» та – пысăк йышши кролик. Кун пеккине сетка урайĕнче мар, йывăçран ăсталанинче усрама сĕнетĕп. Ман хуçалăхри хăш-пĕр кролик çулталăк çурăра 10,5 кг çитĕнет, 7-8 уйăхра вара 8,5 кг таять. Ама – лайăх амăшĕ. Пĕрре çăвăрланă чух 15 çура таран парнелет. Унăн айне 7 çура хăваратăп, ыттине тĕрлĕ ăрат патне хуратăп. Кун пек чухне çурасем 4-5 кунран аслă пулмалла мар.

Евгений Скворцов. Çĕрпÿ районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.