САМĂРЛĂХРАН - КУРĂК ПУЛĂШНИПЕ
- Аппетита чакарма апатчен 20 минут маларах куккурус çÿçин шĕвекне стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. 2 апат кашăкĕ куккурус çÿçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Хупă савăтпа ăшăра 15 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Темиçе курс ирттермелле. Кашнинчех тăватă эрне сипленнĕ хыççăн 10-шар кунлăх тăхтавсем тумалла.