Мускаври ĕçлĕ тĕлпулусем

28 Июн, 2016

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра пулнă май РФ Правительствинче темиçе тĕлпулу ирттернĕ, вĕсен вăхăтĕнче федераци бюджетĕнчен республикăнне социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса памашкăн укçа-тенкĕ килессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Çавăн пекех Чăваш Республикин ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли хушма мерăсене /2016 çул валли/ тишкернĕ. Аса илтеретпĕр: пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев ертсе пынипе иртнĕ канашлу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсенчи лару-тăру пăшăрхантарнине, унта вăй хуракансене йышлăн ĕçрен кăларса ярас хăрушлăх пуррине пĕлтернĕччĕ.

РФ Правительствин Председателĕ Чăваш Енре визитпа пулнă вăхăтра тунă килĕшÿсемпе калаçусен пĕтĕмлетĕвĕсемпе республикăн ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарассипе çыхăннă программа мероприятийĕсене финанслассин калăпăшĕ 154,2 млн тенкĕпе танлашать. Программăна 41 предприяти, пĕтĕмпе — 4695 çын, хутшăнма палăртать. Çав шутра — “Трактор завочĕсем” концерн предприятийĕсем: “Промтрактор” АУО, “Промтрактор-Промлит” ООО, “Шупашкарти агрегат завочĕ” АУО, “Промтрактор-Вакун” АХО, “МИКОНТ” ООО. Программăна пĕтĕмпе концернра ĕçлекен 2765 çын хутшăнать, ку — республика программине хутшăнакансен пĕтĕмĕшле йышĕн 60%, патшалăх пулăшăвĕн планлакан калăпăшĕ — 80 млн ытла тенкĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ РФ Правительствинче çавăн пекех федераци бюджетĕнчен Республикăри клиника онкологи диспансерĕн хирурги корпусне хăпартмашкăн софинансировани мелĕпе субсиди уйăрассипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă. Республикăна федерацин укçа-тенкин пĕрремĕш траншĕ 195 млн тенкĕлĕх килнĕ /пĕтĕмпе вара 363,5 млн тенкĕ пăхса хăварнă/. Çак нухратпа пурнăçланă строительство ĕçĕсемшĕн тата вырнаçтарнă медицина оборудованийĕшĕн тÿлĕç. Паян Республикăри клиника онкологи диспансерĕн строительстви валли тата ăна медицина оборудованийĕпе пуянлатма 2016 çулхи III кварталта тепĕр транш килесси пирки калаçнă.

Çавăн пекех федераци бюджетĕнчен Чăваш Енĕн республика бюджечĕн шайлашулăхĕ валли 500 млн тенкĕлĕх хушма укçа-тенкĕ дотаци евĕр уйăрассин ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Асăннă укçа-тенке шута илсе 2016 çулта бюджет шайлашулăхне тивĕçтермелли мерăсем валли паракан дотацисем 841 млн тенкĕпе танлашаççĕ.

И.НИКОЛАЕВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.