«Тăкак тупăшпа таврăнатех»

Йĕкĕрвар ял тăрăхĕнчи Пĕрремĕш Вăрманкасра пурăнакан Андрей Михайлов фермер 2013 çулта сурăх ĕрчетме тытăннă.

Патшалăх пулăшăвĕпе косилка, ворошилка, ăратлă выльăх туяннă. Виçĕ çулта кĕтĕве виçĕ хут пысăклатнă. Унăн хуçалăхĕнче халĕ 100 ытла пуç. Мăшăрĕ, хăй, ашшĕ-амăшĕ пĕрле вăй хураççĕ. Çак кунсенче вĕсем ларса канмасăр тенĕ пек утă хатĕрлеççĕ. Пĕчĕк эртел валли ĕçĕ тупăнсах тăрать. Нумай çул ÿсекен курăк — 7, пĕр çул çитĕнекенни 4 гектар йышăнаççĕ. Вăхăтра çулса типĕтмелле, хĕл каçарма управа хывмалла.

ХФХ хальлĕхе техника енчен вăйсăр. Çавăнпа тырăпа ĕçлемест, сенаж та хатĕрлемест. Тырра кĕркунне йÿнĕрех чухне хăйне кирлĕ чухлĕ туянать.

Андрей Геннадьевич Чăваш патшалăх пединститутне пĕтернĕ пулин те шалу тивĕçтерменрен шкулта пĕр кун та ĕçлемен. Мускава 10 çул çÿренĕ хыççăн инçе çул ывăнтарнăран-йăлăхтарнăран пăрахнă. Кунтах ĕçлесе çемьене тăрантасшăн.

— Тăван çĕре питĕ шел. Хытхура йăлтах пусса илнĕ ăна. Чĕрене ыраттарса шухăшланăран ыйхă килми пулчĕ. Çу кунĕсенче вăл пушшех те кĕске. Пултарнă таран тăрăшатпăр-ха та, хальлĕхе укçа-тенкĕ хуçалăха аталантарма хывсах пĕтет. Анчах шанса тăратăп: тăкак тупăшпа таврăнатех, — терĕ А.Михайлов çамрăк фермер.

Ăна ашшĕ-амăшĕ мĕн пĕчĕкрен тирпейлĕ, перекетлĕ пулма вĕрентнĕ.

Çаран çинчи кĕтĕве пăхма кĕтÿç нумай тытасшăн мар вăл. Кавказ овчаркине çитĕнтерет, тĕрлĕ хушу итлеме хăнăхтарать. Выльăх йытă сассинчен хăранине, пĕр çĕрелле пухăннине пурте лайăх пĕлетпĕр.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.