Съездăн иккĕмĕш тапхăрĕ
Çĕртме уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Мускавра «Единая Россия» партин XV съезчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Думин суйлавне пĕр мандатлă суйлав округĕсем тăрăх кандидатсем тăратнă, территори ушкăнĕсем тăрăх парти списокĕсене йĕркеленĕ, çавăн пекех партин суйлав умĕнхи программине çирĕплетнĕ.
Съездăн иккĕмĕш тапхăрне Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă, çав шутра — партин регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, парти председателĕн регионри общество йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи Николай Николаев, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Николай Владимиров, çавăн пекех регион уйрăмĕн 23-мĕш конференцийĕнче парти форумне кайма суйланнă делегатсем.
Съездăн пленарлă ларăвĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин, Дмитрий Медведев премьер-министр, çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулнă.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие килнисене çĕршыв ертÿçи Владимир Путин саламланă. Вăл РФ Патшалăх Думин çитес суйлавĕн уççăнлăхне çирĕплетес ĕçре “Единая Россия” партин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă. “Эпĕ ку партие хам пуçарнă. Вăл ун чухне Раççей патшалăхне тата обществăна çирĕплетмешкĕн питĕ кирлĕччĕ”, — тенĕ çĕршыв ертÿçи. “Единая Россия” парти председателĕ Дмитрий Медведев: “Парти тĕллевĕ — Раççее хальхи йышши индустри патшалăхĕ тăвасси çеç мар, çапах çакă та питĕ пĕлтерĕшлĕ, вăл пуласлăх экономикин технологи никĕсĕсене йĕркелес ĕçе хутшăнассине тивĕçтересси те “, — тенĕ.
“Политика кĕрешĕвĕ уçă та тĕрĕс иртĕ. “Единая Россия” — чăн ĕçсен партийĕ”, — пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвне хуравланă май. Вăл суйлавçăсен шанăçне пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçласа çĕнсе илнĕ политика партийĕсен кандидачĕсем яланах çĕнтернине палăртнă.
Пленарлă ларура суйлав умĕнхи программăна йышăннă тата депутатсен кандидачĕсене палăртнă. Вĕсен хушшинче — Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, унăн кандидатурине сĕезд делегачĕсем пĕр мандатлă Шупашкар 38-мĕш суйлав округĕпе тăратнă. «Пирĕн тĕллев — РФ Президенчĕ Владимир Путин кăтартнă çул-йĕрпе ĕçлесси. Суйлав умĕнхи программа — питĕ пĕлтерĕшлĕ документ. Ăна пирĕн тĕплĕн тишкермелле тата пурнăçламалла. Вĕренĕве, шкулсен строительствине, сывлăх сыхлавне, медицинăри кадр политикине, пурнăç пахалăхне ÿстерессине тимлени савăнтарать», — тенĕ Леонид Черкесов.
Иккĕмĕш тапхăрăн пĕрремĕш кунĕнче партин программа документне сÿтсе явнă, дискуссисем 10 площадкăра иртнĕ, унта кашниех хăйĕн шухăшне пĕлтерме пултарнă. Чăваш Республикин делегацийĕ “Вĕренÿ тата ăслăлăх” площадка ĕçне хутшăннă. “Чăваш Ен партин “Ача сачĕсем — ачасене”, “Вĕренÿ модернизацийĕ”, ялти шкулсенче спорт залĕсене юсассипе, çĕнĕ шкулсен строительствипе çыхăннă проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тунă çитĕнÿсене тĕпе хурса шăпах çак секци ĕçне хутшăнчĕ. Эпир хамăрăн опытпа пухăннисене паллаштартăмăр, ытти регионăн ĕçĕнчи лайăх енсене тишкертĕмĕр”, — пĕлтернĕ Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов.
Ирина СЕМЕНОВА
Комментари хушас