Халăхшăн ĕçлесси - тĕп вырăнта

Нумаях пулмасть Шупашкарта Союзсен çуртĕнче Чăваш Республикинчи профсоюзсен организацийĕсен пĕрлĕхĕн 29-мĕш отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Унта Чăвашрессовпрофĕн 2011-2016 çулсенчи ĕç-хĕлне сÿтсе явнă, çĕнĕ тĕллевсене палăртнă.

Профсоюзсем — çĕршыври чи массăллă общество организацийĕсенчен пĕри. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — ĕç çыннисен пурнăçпа ĕç условийĕсене лайăхлатасси. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Ен профсоюзсен организацийĕсен пĕрлĕхĕ вырăнти 1489 "ячейкăна" /пурĕ 114583 çын/ хăйĕн хÿттине илнĕ. Вăл çавăн пекех республикăри отрасль профсоюзĕсен 17 организацин тата вырăнта реском çук 7 пуçламăш организацин ĕçне йĕркелесе пырать.

Конференцин кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Чăвашрессовпрофăн председателĕ А.Коршунов сăмах илнĕ. Организаци ЧР Министрсен Кабинечĕпе тата Ĕç паракансен Чăваш Енри пĕрлĕхĕпе социаллă партнерлăх çинчен Килĕшÿсем йышăнсах тăрать. Килĕшÿре енсем экономика политики, ĕç рынокне аталантарасси, социаллă пулăшу, экологи хăрушсăрлăхĕ енĕпе тата вун-вун ытти ыйтупа 200 ытла обязательство палăртнă.

Чăваш Ен профсоюзĕсен ĕç-хĕлĕнчи пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту — ĕç хăрушсăрлăхĕ. Сăмахран, юлашки пилĕк çулта ку енĕпе 192 организацие тĕрĕсленĕ. Ĕç çыннин правине хÿтĕлесси те — тĕп вырăнта. Профсоюз юрисчĕсен пуçарăвĕпе Чăваш Енри судсем 342 ыйтăва пăхса тухнă, вĕсенчен 333-шне тивĕçтернĕ. Профсоюзсен право инспекторĕсем предприятисемпе организацисенче коллективлă килĕшÿсем йышăнассипе, ĕçшĕн тÿлессипе, кану вăхăчĕпе çыхăннă ыйтусемпе тĕрĕслевсем ирттерсех тăраççĕ. Çапла майпа ĕç паракан 161 çынна администраци тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.

Унсăр пуçне Чăваш Ен профсоюзĕсем сывă пурнăç йĕрки тĕлĕшĕпе те нумай ĕçлеççĕ. Отрасль организацийĕсен хушшинче спартакиадăсем, культура мероприятийĕсем çулленех иртеççĕ.

Конференци делегачĕсем пĕр саслă пулса Чăвашрессовпрофĕн председателĕ пулма А.Коршуновах суйланă.

Надежда СМИРНОВА.

 

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.