Вăхăта кăсăклă ирттереççĕ, сывлăха тĕреклетеççĕ

28 Çĕртме, 2016

Вĕренÿрен пушаннă хушăра ачасем тĕлли-паллисĕр ан çÿреччĕр, сывлăхне çирĕплетчĕр, харпăр хăйĕн пултарулăхне аталантарччăр тесе ашшĕ-амăшĕ кăна мар, правительство та тăрăшать. Кăçалхи вăрăм каникулта çул çитменнисемшĕн усăллă ирттĕр тесе тĕрлĕ организаци хăйĕн тÿпине хывать.

Республикăра хула тулашĕнчи 22 лагерь, шкулсен тата халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен организацисен çумĕнче йĕркеленнĕ кăнтăрлахи 425 лагерь, çавăн пекех палаткăсенчен янтăланă туристсен, экологи лагерĕсем ĕçлеççĕ. Çитĕнекен ăрăва вĕсен туртăм-кăсăкланăвне кура ятарлă сменăсене те /экологи, ÿнер, нанотехнологи, таврапĕлÿ, çар-патриотлăх, спорт лагерĕсем/ йыхравлаççĕ. Ачасем тăван ене лайăхрах пĕлччĕр, унăн илемĕпе, паллă вырăнĕсемпе, çыннисемпе паллашчăр тесе туристсен 60 маршрутне йĕркеленĕ. Вĕсемпе çĕртме-çурла уйăхĕсенче 8,5 пин ытла ача çул çÿреме пултарĕ.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче аслăрах классенчи ачасем канас кăна мар, ĕçлес тĕллевлĕ те. Пĕр-пĕр предприятие е организацие вăхăтлăх ĕçе вырнаçни малашлăхра мĕнле професси суйласси енĕпе витĕмлĕ пулăшу кÿме пултарать.

Ачасем çуллахи канăва еплерех ирттернине вырăна çитсе хамăр куçпа курас тĕллевпе çула тухрăмăр.

Кам мĕнпе кăсăкланать?

Вăрнар районĕнчи Çĕрпел ялĕ вăтам шкул умĕнче "вĕтĕ халăх" хĕвĕшнипе кĕтсе илчĕ пире. Каруççелпе ярăнаççĕ, батут çинче сиксе айкашаççĕ — тавралăх ача-пăча сассипе янăраса кăна тăрать.

— Ку аттракционсене Канашран илсе килчĕç — малтанах пĕлтерсе хунă та. Паллах, лагере çÿрекенсене те выляса киленме чармарăмăр — хулана ачисене парксенче выляттарассишĕн ятарласа кайма ашшĕ-амăшĕн вăхăт çук халĕ, — ăнлантарчĕ шкул çумĕнчи лагерь пуçлăхĕ Нелли Игнатьева.

Çĕрпелте 163 ача вĕренет. Нумаях пулмасть ку шкула Хирпуçри пĕлÿ çурчĕпе пĕрлештернĕ. Пурĕ вара кунта тăватă ялтан /ыттисем — Хурăнсур Çармăс, Кайри Тукай/ ачасем çÿреççĕ.

Çуллахи лагерьте — 58 ача. Хирпуç ачисене куллен шкул автобусĕпе илсе çÿреççĕ. Лагерьте — 6 воспитатель, вĕсемсĕр пуçне ачасен канăвне кăсăклă йĕркелеме музыкантпа физкультурника явăçтарнă.

— Ачасем хăйсен кăмăлĕпех çÿреççĕ-и лагере? — малтанах çак ыйту канăç памарĕ.

— Паллах! Пирĕн лагерьте ачасем мĕн килĕшнине кура занятисене хăйсем суйласа илеççĕ. Ирхи апат хыççăнах спортпа туслисем — стадиона, сценăна юратакансем — акт залне, ÿкерме е алĕç ăсталама кăмăллакансем ÿкерÿ урокĕсене ертсе пыракан Надежда Андреевăн ĕç пÿлĕмне саланаççĕ. Пултарулăха аталантарма май паракан занятисем пĕрлехи хаваслă вăйăсемпе, конкурс-ăмăртупа черетленеççĕ, — калаçăва тăсрĕ Нелли Евгеньевна.

Пултарулăх тенĕрен, Çĕрпел шкулĕн вĕренекенĕсем спортра хастар. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе хутшăннă кашни ăмăртуранах — район шайĕнче иртнĕ-и вăл е республикăра-и — çĕнтерÿпе е малти вырăнсенчен пĕринпе таврăннă.

— Юлашки çулсенче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе лайăх кăтартусем час-час пулаççĕ. Уйрăмах хĕрачасем маттур — Наталия Тихонова, Эвелина Яковлева, Эльвира Филиппова. Хăйсен ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе Санарпуç шкулне тренировкăна çÿреççĕ, — çула май тенĕ пек уçăмлатрĕ директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ Людмила Кузнецова.

Шкул спорт енĕпе мал утăмсем тунăран вĕренÿ организацийĕн ертÿлĕхĕ çулталăк каялла çĕнĕ пуçару патне çитнĕ — кадет класĕ уçнă. Ăна çак тăрăхра çуралса ÿснĕ, Чечня вăрçинче пуç хунă Владимир Антонов ятне панă. Кадетсем çуллахи лагерьте те хастар пулни курăнчĕ. Çамрăк пограничниксем хускануллă ăмăртусенче те, ăс-тăн тупăшăвĕсенче те маттур.

Ÿнер туртăмĕллĕ ачасем эпир пырса кĕнĕ чухне тăрăшсах стена хаçачĕ кăларатчĕç. Тĕрĕс апатланăва халалланăскере тĕрлĕ мелпе илемлететчĕç. Тĕрлĕ сăрăпа, меслетпе ÿкерчĕксем, тăмран тата гипсран пĕчĕк скульптурăсем ăсталас, çут çанталăкра тĕл пулакан ытти материалтан сувенирсем тăвас пултарулăха ачасене Надежда Андреева вĕрентсе пырать. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнăскер çак шкула 20 çул каялла ĕçлеме вырнаçнă та — çитĕнекен ăрăва ÿнер тĕнчипе çывăхлатма чунтанах тăрăшать.

Çĕрпел шкулĕ çумĕнчи лагерь çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕчченех ĕçлĕ. Вăл ырă асилÿсем хăвартăр тесе смена вĕçĕнче ачасемпе похода кайма ĕмĕтленеççĕ аслисем.

— Çуллахи лагерĕн ырă пĕр енĕ — çак тапхăрта вĕрентекенсемпе шкул ачисен хутшăнăвĕ çирĕпленни, пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлме тытăнни, — терĕ воспитательсенчен пĕри Алина Крипчакова.

"Тепĕр çул та кунтах килĕпĕр"

Республикăри хула тулашĕнчи ача-пăча лагерĕсенче çуллен темиçе пин ача канса хăйĕн сывлăхне çирĕплетет. Лагерьсенче пĕрремĕш смена вĕçленчĕ те ĕнтĕ. Вăл канакансен чунĕнче мĕнлерех кăмăл-туйăм хăварнине пĕлес тĕллевпе сменăн юлашки кунĕнче Шупашкартан инçе мар вырнаçнă "Чăваш Ен ахахĕ" санатори-сиплев комплексне çитсе куртăмăр.

Унчченхи "Чайка" никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ лагерь паян пачах урăх сăн-сăпатлă: корпуссене юсаса илемлетнĕ, культура çуртне, столовăя çĕнетнĕ, территорире таса та тирпейлĕ. Унăн варринче уçă тÿпе айĕнчи бассейн шăрăх кун такама та хăйĕн патне кăчăк туртать.

— Çуллен кашни сменăра 470-480 ача хăйĕн вăхăтне савăнăçлă ирттерет, сывлăхне çирĕплетет. Пĕрремĕш смена хыçа юлчĕ ĕнтĕ — сисмерĕмĕр те, — лару-тăрупа паллаштарчĕ лагерь директорĕ Ольга Борцова.

Пурĕ 6 отряд йĕркеленĕ кунта. Вĕсенче ĕçлеме 12 вожатăя çирĕплетнĕ. Ольга Григорьевна каланă тăрăх — педотрядра /унăн ертÿçи — вăл хăй/ опытлă вожатăйсем кăна. Кашниех "Вожатăй ăсталăхĕн шкулĕнче" вĕренсе сертификат илнĕ.

Мĕн туртать-ха вожатăйсен ушкăнне кунта? Çакăн çинчен хăйĕн шухăшне пиллĕкмĕш отрядăн ертÿçи, Чăваш патшалăх университечĕн радиотехника факультечĕн студенчĕ Станислав Ефимов каласа кăтартрĕ:

— Эпĕ ку лагерьте хам ача чухне 14 хутчен каннă, вожатăй пек тăваттăмĕш çул килетĕп. Географи вырăнĕ аван, условисем тивĕçтереççĕ. Çакăнта килме педотрядри вожатăйсем вырăн та пайлаççĕ. Çавăнпа çуркуннех, пуш уйăхĕнче, йышăнса хуратпăр. Кăçалхи пĕрремĕш смена мĕнпе асра юлчĕ тетĕр-и? Пуçласа отрядра манпа пĕр ятлă ача — Стас — канчĕ. Чăннипех сылтăм алă пулчĕ вăл маншăн. Ачасене кăсăклантарас тесе темĕнле мероприяти те ирттерме тăрăшатпăр. Малтанхи кунсенче ушкăнри ачасене туслаштарас тĕллевпе тĕрлĕ ăмăрту, вăйă йĕркелетпĕр. Палăртса хăварам: лагерьте яланах çирĕп йĕрке хуçаланать, ачасем кĕске самантлăха та вожатăйсăр юлмаççĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса иртекен инкек-синкек хыççăн /Карелире ав ачасем шывра путни çинчен çынсем пăшăрханса калаçаççĕ/ тимлĕхре тытни питĕ пĕлтерĕшлине пурте аван ăнланаççĕ.

Тимлĕх тенĕрен, Стасăн кăмăл ырăлăхне кура ун патне ытти ушкăнри ачасем те туртăнаççĕ. Çакна хамăр та курса ĕнентĕмĕр: тăххăрти Кира Денисова /Муркашран вăл/ таçтан килсе тухрĕ те эпир калаçнă хушăра йĕкĕте пырса ыталарĕ. Тĕлĕнмелле ачаш чунлă хĕрачапа паллашмасăр епле чăтăн — унпа сăмах пуçартăмăр.

— Анне ку лагерьтен лайăххи çук тесе путевка туяннă. Халĕ эпĕ те унпа килĕшетĕп. Пирĕн вожатăйсем пеккисем урăх ниçта çук. Директор-и? Ольга Григорьевна пирки аннене: "Мĕншĕн манăн хĕреснанне мар-ши вăл?" — терĕм. Ялан шухăшлатăп çакăн пирки, — ăслă калаçăвĕпе шалт тĕлĕнтерчĕ хĕрача.

Ăслă тенĕрен, Миша Александров, Шупашкарти 5-мĕш гимназире çиччĕмĕш класс пĕтернĕскер, вĕренÿре хастарри тÿрех сисĕнчĕ. Лагерьсенче чылай хутчен каннăран — танлаштармалăх пур. "Чи пĕлтерĕшли — условисем лайăххи, пÿлĕмсем хитри, апатлану çитĕнекен организмшăн шайлашулли те мар /сăмах май, талăкне 6 хутчен тутлă çитереççĕ кунта/, пĕр-пĕрне палламан ачасен хушшинче çирĕп туслăх тĕвĕленни, лагерь ертÿлĕхĕпе, вожатăйсемпе пирĕн хушăра ăнланулăх пулни", — терĕ вăл.

Миша каланине Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ Катя Волыновăпа Софья Ефимова /пĕр класрах вĕренеççĕ/ та çирĕплетрĕç. Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă ялĕнчен канма килнĕ Аня Облогина кану вăхăтĕнчи чи кăсăк самантсене, 34 ачаран тăракан ушкăн пĕрле ирттернĕ 21 кун путишĕсене шкулти сочиненире çырса кăтартассине пĕлтерчĕ.

— Ача кирек ăçта та — ача. Чăн та, вĕсен хушшинче лăпкă кăмăллисем те, ашкăнчăккисем те, сăмаха хăлхана чикесшĕнех маррисем те пулаççĕ. Пирĕн пуринпе те пĕр чĕлхе тупмалла. ЧППУ педфакĕн студенчĕ пулнă май лагерь маншăн — пулас профессие хăнăхмалли практика. Кăçалхи пĕрремĕш сменăна унăн ăнăçлă тапхăрĕ пек хаклатăп, — пиллĕкмĕш отрядăн тепĕр вожатăйĕ Кристина Асонова каланинчен вăл та кунта юлашки хут килменнине ăнкартăм.

...Лагерь хапхи умĕнче çăмăл машинăсен речĕ тулсах пырать — тĕпренчĕкĕсемшĕн тунсăхланă ашшĕ-амăшĕ кăнтăрла иртессе кĕтет-и вара! Кутамкка çакнă, чăматан йăтнă ачасем проходной енне йышлăнрах утма тытăнчĕç. Чăн та, лагерĕн кашни ĕçченĕпех ăшшăн сывпуллашрĕç, хăйсен вожатăйĕсемпе, отрядри тусĕсемпе вара куççуль кăларсах ыталашрĕç.

Мĕнех, вĕсем пĕр-пĕрне алă сулнă май "Тĕл пулăпăр-ха!" тени пушă сăмах ан пултăрччĕ. Ачасен хавхаланăвĕ тепĕр çуллахи каникулччен ан сĕвĕрĕлтĕрччĕ.

Ирина ИВАНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.