Чăн-чăн туслăхшăн чикĕ çук

28 Июн, 2016

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре темиçе мероприяти иртрĕ. Халăх вара пуринче те йышлă пулчĕ. Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм çĕршыври «Раççей çăлкуçĕсем» XXIV фестивальне савăнăçлă лару-тăрура хупма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитрĕ.

Мероприятие çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Раççей халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ, РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Тамара Пуртова хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев хула çыннисемпе унăн хăнисене Республика кунĕпе саламланă май Раççей хăйĕн историйĕпе, йăли-йĕркипе, регионĕсемпе пуян пулнине, субъектсен пĕрлĕхĕнче çĕршыв вăйĕ тапса тăнине палăртрĕ. «Чăваш Ен халăхĕ хăйĕн культура традицийĕсене, ăс-хакăл пуянлăхне ăруран ăрăва парса пырать», — терĕ Республика Пуçлăхĕ.

Вăл çавăн пекех республикăра бизнеса, социаллă инфратытăма аталантарма тивĕçлĕ условисем туса панине, медицинăпа спортăн çĕнĕ об±екчĕсене хута янине, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса, нумай çул пурăнакансемпе йышлă ачаллă çемьесем ÿссе пынине асăнчĕ.

Михаил Васильевич алĕç маçтăрĕсен Пĕтĕм çĕршыври «Руç ăстисем» XIV конкурсăн гран-прине Чулхула облаçĕнчен килнĕ Леонид Бобылева «Утă çулни çинчен хывнă юрă» ĕçĕшĕн пачĕ. Кÿршĕллĕ регионта пурăнакан ăста халăх искусствипе мĕн ачаранах кăсăкланать иккен, металран, тиртен, тăмран, хурăн хуппинчен халăх музыка инструменчĕсем тăвать. «Чăн-чăн туслăхшăн чикĕ çук. Истори пирĕн халăхсене тачă çыхăнтарнă. Эпĕ хамăн ĕçе «Утă çулни çинчен хывнă юрă» ят патăм. Шăпах çав вăхăт ĕç çыннисене ырă вăй парать. Эпĕ çапла ĕмĕтленетĕп: çак «Юрăри» пĕр-пĕр çемĕ чăваш халăх юррисемпе çывăхлантăрччĕ, çĕнĕ юрă çуралтăрччĕ».

Тамара Пуртова та, Николай Угаслов та, Леонид Черкесов та сăмах каларĕç, уявпа саламларĕç. Уяв мероприятийĕ «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале хутшăннисен гала-концерчĕпе, фолк-дискотекăпа малалла тăсăлчĕ, фейерверксен фестивалĕпе вĕçленчĕ.

Надежда СМИРНОВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.