Тупăшлă предприятисем нумайланнă

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тунтикунсеренхи канашлăва ирттерчĕ. Унта тăватă ыйту пăхса тухрĕç.

Иван Моторин иртнĕ эрнере Республика кунне уявланă май хула-ялта пĕлтерĕшлĕ мероприяти нумай иртнине пĕлтерчĕ, пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Вице-премьер, экономика министрĕ Владимир Аврелькин уяв тĕлне экономика ÿсĕмлĕ аталаннине палăртрĕ. Чăваш халăхĕ чăнласах ĕçчен те сатур. Уявра çакна хăнасем лайăх туйса илчĕç. Наци рейтингĕнче тăххăрмĕш вырăнтан улттăмĕшне çĕк­лен­ни те — савăнтаракан хыпар. Промышленноç производствин кăрлач-çу уйăхĕсенчи индексĕ — 114,6 /Раççейри вăтам шайран чылай пысăкрах/, тирпейлекен производство индексĕ 116,3 процентпа танлашнă. Респуб­ликăра тупăшлă предприятисен шучĕ пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 4% ÿснĕ.

Уяв кунĕсенче çĕнĕ производ­ствăсем уçăлнă. Çĕнĕ Шупашкарта «Шупашкарти çурт-йĕр тăвакан комбинат» тулли мар яваплă обществăн тимĕр-бетон хатĕрĕсем туса кăларакан завочĕ, Шупашкарпа хула çывăхĕнче пурăнакансене ĕçмелли таса шыв парса тăракан «Заовражная» станци тĕпне тасатакан сооружени, Вăрнар районĕнчи Малтикас ялĕнче поселокри аш-какай комбиначĕн 1000 ĕне вырнаçмалăх комплексĕ, ытти предприяти хута кайнă.

ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев Республика кунĕнче пулнă кану тата илĕртÿлĕх кÿрекен мероприятисемпе паллаштарчĕ.

ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников автомобиль çулĕсене юсассипе, реконструкцилессипе тата çĕнĕрен тăвассипе çыхăннă патшалăх контракчĕсене епле пурнăçлани çинчен каласа кăтартрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — строительство министрĕ Олег Марков республикăра 2013-2017 çулсенче граждансене ишĕлес патне çитнĕ çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçармалли программа епле пурнăçа кĕнипе паллаштарчĕ.

Тăваттăмĕш ыйту шыв çин­чи инкекпе çыхăннă. Унпа ЧР граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров паллаштарчĕ. Комитет çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх сиксе ан тухтăр тесе вырăна тухса сахал мар лару ирттерет. Анчах çынсем ÿсĕрле тата юраман вырăнта шыва кĕнĕрен, ача-пăча киле хăйсем тĕллĕн юлнăран инкек-синкек пулсах тăрать.

В.ГРИГОРЬЕВ

 

В.ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.