Пурнăç çулĕпе тан утнă

28 Çĕртме, 2016

Ĕнер Демьян Филиппович Семенова юлашки çула ăсатма обществăпа политика деятелĕсем, ентешĕсем, вăл пулăшнипе пурнăç çулĕ çине тухма пултарнă тата малашлăх сукмакне ăнтăлуллăн такăрлакан хаçатçăсем, çывăх тусĕ-юлташĕ хурлăхлă митинга пухăнчĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертÿçи Анатолий Ухтияров митинга уçса çакна палăртрĕ: «Пурнăç тĕллевне хаçатпа çыхăнтарнă Демьян Филиппович патшалăх ĕçĕнче те пултаруллă пулнă, саккунсем хатĕрлемешкĕн пуçаруллă хутшăннă. Вăл чăн-чăн наставник: ĕçтешĕсемпе хутшăннă чухнехи кăткăс лару-тăрура нихăçан та сасса хăпартман, аслă юлташĕ пулса ырă канашпа пулăшнă».

ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов /сăнÿкерчĕкре\ Демьян Семенов пултаруллă ертÿçĕ, çынсене ăнланма пултаракан, йывăр вăхăтра яланах пулăшма хатĕр пулнине палăртрĕ.

«Шел, Демьян Филиппович пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ. Шансах тăратăп: çутă сăнарĕ чĕремĕрсенче яланах упранĕ, пархатарлă ĕçне малалла тăсакансене хастартарах пулмашкăн хистĕ. Хаклă çыннăмăр, чуну çÿл тÿпере тивĕçлĕ вырăн туптăр», — терĕ Александр Степанович.

ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕшĕн Петр Красновшăн Демьян Филиппович партипе общество деятелĕ кăна мар, ырă кăмăллă та сăпайлă çын пулнипе чĕрине кĕрсе вырнаçнă. «Самана саккăрла çаптарнă вăхăтра та вăл улшăнмарĕ, çынлăха çухатмарĕ, пуринпе те сăпайлă хутшăнчĕ, сĕнÿсемпе пулăшрĕ», — терĕ Петр Степанович.

ЧР прокуратурине чылай çул ертсе пынă Евгений Жучковшăн Демьян Семенов — ЧР Аслă Канашĕнчи ĕçтешĕ, çывăх юлташĕ. «Кашнинех кирлĕ çынччĕ. Ырă сăмахĕ ахах евĕрччĕ. Евгений Евтушенко сăввине кăмăллатчĕ: унăн тĕшши — çынна юлашки çула ăсатма пуçтарăнсан мар, сывă та таса чухне хакламалла. Демьян Филиппович пек ырă тăвассишĕн хыпса çунмалла», — палăртрĕ Евгений Жучков.

«Хыпар» Издательство çурчĕн дирек­торĕ-тĕп редакторĕ Михаил Арланов таса чунлă, сăпайлă, çамрăк хаçатçăсене ăсталăха туптама пулăшнă, пурнăç условийĕсене лайăхлатмашкăн тÿрремĕнех хутшăннă аслă вĕрентекен çинчен ыррине кăна калама пултарнине палăртрĕ. Вăл ăс парса пынине тĕпе хурса чăваш халăх хаçачĕ самана таппинчен юлмасăр ăнтăлать.

Демьян Филиппович Семенов Шу­пашкар районĕнчи Явăш масарĕнче канăç тупрĕ. Лăпкăн çывăр, мухтавлă çыннăмăр. Тăван халăхăмăр санăн ырă ятна манăçа кăлармĕ.

Валентина СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.