Архив - Мая 2016

мая 13th

13 Мая, 2016

«Хыпар» 72-73 (26982-26983) №№. 13.05.2016

13 Мая, 2016

Бизнеспа влаç — куçа-куçăн

Кунашкал тĕлпулу йĕркеленине астумастăп: Наци библиотекинче ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предпринимательсен пĕрлĕхĕпе курнăçрĕ. Чăннипех уçă калаçу пулчĕ.

13 Мая, 2016

Кун йĕркинче каллех - пĕчĕк шалу

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ юнкунхи ларăвĕн кун йĕркинче икĕ теçетке ытла ыйту пулчĕ. Нумайăшĕ пирки ытла пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн — Правительствăн унчченхи йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннăскерсем. Тĕп ыйтусен шутĕнче вара Информполитика министерствин пĕлтĕрхи ĕçĕ çинчен тунă отчет пулчĕ.

13 Мая, 2016

Халăх итлевĕ иртрĕ

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин бюджетне 2015 çулта пурнăçланин çулталăк отчечĕ тăрăх халăх итлевĕ иртрĕ, унта депутатсемпе пĕрлех ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, право йĕркине сыхлакан тата суд, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем, ЧР Тĕрĕслев-шут палатин, Общество палатин членĕсем, профсоюз тата общество организацийĕсен хастарĕсем, журналистсем, студентсем хутшăнчĕç.

13 Мая, 2016

Суйлав умĕнхи сасăлав

Кăçалхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Единая Россия» политика партийĕ РФ Патшалăх Думин тата регионсен парламенчĕсен депутачĕсене суйланакан кандидатсен сасăлавне ирттерет. Чылайăшĕ ăна кĕскен «праймериз» тесе палăртать.

13 Мая, 2016

ВИЧ-инфекцие хальлĕхе парăнтарма май çук

Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлавĕн организацийĕ йышăннипе 1983 çултанпа çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче СПИДран вилнисен кунне паллă тăваççĕ.

13 Мая, 2016

Пациентшăн медсестра - пирĕшти

Тĕрĕссипе, пациентсем ăшпиллĕ те ырă чунлă медсестрасене сывалса тухмассерен чĕререн тав тăваççĕ-ха. Ĕнер вара вĕсене тăван тăрăхăн пархатарлă çыннисен ячĕпе Чăваш патшалăх филармонийĕнче пĕтĕм общественноç чысларĕ.

13 Мая, 2016

Тăван кĕтесрен хакли нимĕн те çук

Вулакана паян каласа кăтартас çын çинчен нумайăшĕ илтнĕ ĕнтĕ. Сăмахăм Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмаша ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Адăр Тувалкин çинчен. Хулара тĕпленсе вăй илнĕскер çамрăк ăс-пуçпа амăшĕ вилсен тăван килне сутса янăшăн пĕрре мар ÿкĕннĕ вăл.

Страницы