Пациентшăн медсестра - пирĕшти

13 Мая, 2016

Тĕрĕссипе, пациентсем ăшпиллĕ те ырă чунлă медсестрасене сывалса тухмассерен чĕререн тав тăваççĕ-ха. Ĕнер вара вĕсене тăван тăрăхăн пархатарлă çыннисен ячĕпе Чăваш патшалăх филармонийĕнче пĕтĕм общественноç чысларĕ. Медицина сестрин кунĕ ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă мероприятие республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата ыттисем хутшăнчĕç.

Ĕçтешĕсене паллă кун ячĕпе саламланă май Алла Самойлова министр паян пирĕн хутлăхри сиплев учрежденийĕсенче 12,5 пин ытла медсестра ĕçленине палăртрĕ. Тĕрĕссипе, пациентсемшĕн — медицинăпа санитари пулăшăвĕн пуçламăш тытăмĕнчен пуçласа клиникăри пысăк технологиллĕ сиплев таранах — участокри, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчи, амбулаторипе поликлиникăри, стационарти сестрасем ытларах тăрăшаççĕ. «Эсир ырă улшăнусене пурнăçа кĕртекенсенчен пĕрремĕшĕсем, тухтăрсенчен юлмасăр пысăк технологисене алла илетĕр, отрасле малалла аталантарассишĕн ăнтăлатăр. Тавах сире ылтăн аллăрсемшĕн, ырă чунăршăн тата тивĕçе чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн», — тав турĕ министр.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — республика ертÿлĕхĕ сывлăх сыхлавĕн аталанăвне тивĕçлипе хаклать, федерацин тĕрлĕ программине хутшăнса асăннă тытăма сумлă инвестици хывать. Пулăшу пахалăхне лайăхлатас тата сиплевçĕсен ĕç условийĕсене хăтлăлатас тĕллеве тĕпе хурса паллах. Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни, çынсен ĕмĕрĕ вăрăмланни çакна аван çирĕплетет. Çитĕнÿсемпе пĕрлех татса паман ыйту та çук мар. Çитменлĕхсенчен пĕрлехи вăйпа хăтăлмалла.

Ĕç çыннин çулталăкĕнче пултаруллă та пуçаруллă маттурсене сума сумаллине уйрăммăн палăртса Михаил Игнатьев Шупашкарти медицина колледжĕн физвоспитани ертÿçине Александр Амаева «Раççей Федерацийĕн профессин вăтам вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ятпа, Светлана Кудряшова сестра-анестезиолога тата Анастасия Прокопьева тĕп медсестрана Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавĕпе чысларĕ.

Медицина сестрисен пысăк ушкăнĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин, ЧР Патшалăх Канашĕн, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн, Чăваш Республикинчи медицинăн вăтам сыпăкри ĕçченĕсен профессиллĕ ассоциацийĕн, медицина ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕн Хисеп грамотисемпе Тавĕсене тивĕçрĕç.

Ун хыççăн «Медицина сестрисем — çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртекенсем: сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн тăнăçлăхне ÿстересси» форум иртрĕ. Унта пухăннисем Анастасия Прокопьевăн «Сывă ачасем — сывă наци», Ольга Швардаковăн «Амбулатори шайĕнчи медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси тата унпа усă курмашкăн пурне те май туса парасси», Алевтина Окликовăн «Ялта пурăнакансене фельдшерпа акушер пункчĕсенче медицинăн малтанхи пулăшăвĕпе тивĕçтересси» доклачĕсене итлерĕç.

Çавăн пекех курав роликĕсен «Медицина — чун туртăмĕ» конкурсне пĕтĕмлетрĕç, министр çĕнтерÿçе, Республикăри офтальмологи клиника больницин медицина сестрине Альбина Егоровăна, чысларĕ.

Сывлăх сыхлавçисене филармони артисчĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.