Архив - 19 Мая, 2016

19 Мая, 2016

ĔМĔТ умĕнчи сăнÿкерчĕк

Тăхтавра класс шăв-шавпа тулчĕ. Кĕçех класс ертÿçине Людмила Николаевна Кузьминана çавăрса та илчĕç вĕренекенсем. Пĕри те тепри çывхарса килекен каникула чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтерчĕç.

19 Мая, 2016

«ÇĔНĔ ХУМ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Кăвар чĕреллĕ чăваш ачисене «Çĕнĕ хум» пултарулăх ăмăртăвне хастар хутшăннăшăн саламлатпăр!

Чăваш Республикин культура, националь-ноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен секцийĕ тата чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕн редакцийĕ Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкне халалласа йĕркеленĕ çамрăк чăваш çыравçисемпе ÿнерçисен «Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсĕ вĕçленчĕ.

19 Мая, 2016

Хăнара — Буратино тата Незнайка

Пĕрремĕш класс ачисем спорт залĕнче хаваслăн чупкалаççĕ кăна. Вĕсем патне хăнана юратнă юмахсенчи тĕп сăнарсем — Буратино тата Незнайка — килнĕ-çке! Эх, мĕн тери интереслĕ тупăшусем ирттереççĕ вĕсем! Ачасене вара çакă кăна кирлĕ.

19 Мая, 2016

Шыв тумламĕ чула шăтарать пулсан?..

Шкулта вĕренекенсенчен чылайăшĕ тухтăр профессине алла илесшĕн. «Тĕнчере пĕр професси кăна мар-çке, мĕншĕн çак çула суйласшăн?» — тесе ыйтсан пурин те пĕрешкел хурав пулчĕ. «Чирлекенсене пулăшасси — тĕп тĕллевсенчен пĕри. Хама шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлтан, чунтан юратса пурнăçлăп», — теççĕ çирĕппĕн.

19 Мая, 2016

Хаваслăх, сывлăх парнелетĕр каникул!

Пур шкул ачи кĕтекен хаваслă çуллахи каникул çывхарать. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе пĕлÿ тĕнчинче вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнăскерсем çу кунĕсенче çĕнĕ хăват илсе юлас тĕллевлĕ. Кунĕпех уçă сывлăшра пулма, пĕве, кÿлĕ хĕрринче канма, хĕвелпе хĕртĕнме вăхăт темĕн чухлех. Хула ачисем яла тăванĕсем патне кайма, аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕпе кукамăшĕн ытамне лекме васкаççĕ. Пуринчен те ытла вĕсене çут çанталăк ырлăхĕ, тавралăх илемĕ, уçă сывлăш илĕртет. Юлташĕсемпе курнăçса калаçма та вăхăт çителĕклех пулĕ. Аслисене пахчара пулăшнине тата мĕн çиттĕр? Вăл та хăйне евĕр кану-çке.

19 Мая, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 19 (6112) №. 19.05.2016

19 Мая, 2016

Археологăн лачакара та выртма тивет

Эпир утакан çĕр çинче пин-пин çул каялла кам "хуçаланнине" истори каласа кăтартать. Çав вăхăтра мĕнле пурăннине, мĕн тăхăннине археологсем тĕрлĕ вырăнта тупнă ĕç хатĕрĕ, алка-вăчăра тăрăх палăртаççĕ. Пĕр енчен, вĕсене тупас тесен çĕре чакаламалла çеç.

19 Мая, 2016

ППЭ пункчĕсенче тухтăрсем те, тьюторсем те пулĕç

Часах пĕлÿ çурчĕсенче юлашки шăнкăрав янăрĕ. Шкултан вĕренсе тухакансен хĕрÿ тапхăр пуçланĕ. Пĕлĕве çирĕплетмешкĕн вăхăт нумай юлмарĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем кăçал та яланхиллех икĕ тапхăрпа иртеççĕ. Пĕрремĕшĕ пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 23-мĕшĕччен пулнă. Раççейре 18700 çамрăк экзамена маларах тытнă. 164-шне шпаргалкăпа тата гаджетпа усă курнăшăн кăларса янă. Тĕп тапхăр çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланĕ. Вăл кун çамрăксем географи тата вырăс литературин предмечĕсемпе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытĕç. Чăваш Енре тĕп тапхăра 6742 хĕрпе каччă хутшăнĕ.

19 Мая, 2016

«Ачасем мана юратнине туятăп»

«Ача-пăча хыççăн кайсан сĕтел айне кĕрсе вилĕн» — тенĕ ваттисем. Вĕсемпе тимлĕхе самантлăха та çухатма юраманнине пĕлетпĕр, анчах асăрхаса çитереймен чухне темĕн те туса ĕлкĕреççĕ: пушмака çуллама, обоя варалама... Килти шăпăрлана итлеттерме пулĕ-ха.

19 Мая, 2016

Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне ура хураççĕ

Тăвай районĕнчи пĕр çамрăк çемье тавра пулса иртекен ĕç-пуç «Санта-Барбара» сериалтан та ирттерет. Упăшкипе арăмĕн хушши-хуппине никама та кĕме хушман пулин те Алисăпа Василий Ефремовсен хутшăнăвĕ пирки амăшĕпе тăванĕсем кăна мар, йĕрке хуралçисем те пĕлеççĕ.

Страницы