- Чăвашла верси
- Русская версия
Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне ура хураççĕ
Тăвай районĕнчи пĕр çамрăк çемье тавра пулса иртекен ĕç-пуç «Санта-Барбара» сериалтан та ирттерет. Упăшкипе арăмĕн хушши-хуппине никама та кĕме хушман пулин те Алисăпа Василий Ефремовсен хутшăнăвĕ пирки амăшĕпе тăванĕсем кăна мар, йĕрке хуралçисем те пĕлеççĕ. Полицейскисем вĕсен çумне ахальтен пырса çулăхман, Алисăпа Василий хăйсем пĕр-пĕрне çапла майпа тавăрнă.
Амăшĕ умĕнчех çÿçрен сĕтĕрнĕ
Тăвайри шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй чаçĕнче арăмĕ — упăшкине е арçынĕ арăмне евитленинчен тĕлĕнме пăрахрĕç ахăртнех. Юлашки шăнкăрав хыççăн Алиса водитель прависĕр юлнă, руль умне ÿсĕрле ларнăскере 200 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. Эрех ĕçнĕ арăмĕ çăмăл машина тапратса тухни çинчен ÇÇХПИ инспекторĕсене шăпах Василий пĕлтернĕ. Алисăна çапла майпа тавăрмашкăн унăн хăйĕн сăлтав пулнă — Вася та правасăр юлнă-çке. Шăпах арăмĕн айăпне пула. Алиса упăшкине полицейскисене «сутнă». Çак пăтăрмах судпа вĕçленнĕ хыççăн Тăвай районĕн прокурорĕ Оксана Ястребова пирĕн редакцие информаци ярса панăччĕ. Ку ĕç-пуç кăсăклăх çуратнăран эпир ăна тĕплĕнрех тĕпчеме тĕв тытрăмăр. Юрату е курайманлăх ку? Савса пурăнас, ачине пĕрле ÿстерес вырăнне упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне мĕншĕн ура хураççĕ? Çак ыйтусен хуравне шыраса Тăвай районĕнчи Çĕнçырмана çитрĕмĕр. Кунта 23-ри Алиса Ефремова çулталăкран иртнĕ хĕрĕпе тăван килĕнче пурăнать. Хапха уçма Алиса тухрĕ. Эпир кĕтмен çĕртен пырса кĕнĕрен вăл малтанах калаçма иккĕленчĕ, кайран: «Çырмалла çав ун пирки. Ачине укçа-тенкĕпе вуçех пулăшмасть», — терĕ. Алиса водитель правине 18 çул тултарсанах илнĕ, ашшĕн машинипе чупнă. Анчах вăл тетте мар-çке, руль умне ÿсĕрле лармалла маррине пĕлмеллех. Çак ансат правилăна пăснине пулах çăмăл мар лару-тăрăва лекнĕ вăл: унăн патшалăха 200 пин тенкĕ тÿлемелле. Тупăш çăлкуçĕ — ача пособийĕ, 3 пин тенкĕ, кăна алла кĕнĕ чухне ку укçана ăçтан тупмалла?
Алиса Васьăпа 17-ре чухнех çÿреме тытăннă, пĕлтĕрхи нарăс уйăхĕнче вĕсем çырăннă. Анчах пĕр çемье пек тĕпленсе, чăмăртанса пурăнайман. Вася арăмĕ патне хăнана килсе çÿренĕ çеç. Алиса вара упăшкин тĕп килĕнче, Тăвайра, çăкăр-тăвара пĕрле пайлама килĕшмен. Васьăпа Алисăн хирĕçесси пĕрлешиччен те пулнă-ха, анчах каччă чечек çыххипе килсе каçару ыйтнă, хĕр кăмăлне çавăрма пĕлнĕ. «Мĕн кăна курмарăм-ши унпа? Ман вырăнта тепри пулас тăк тахçанах хăйĕн çине алă хумалла. Килтен тухма çук — тÿрех полицие шăнкăравлать. Çулталăкра темиçе хутчен çапла хăтланчĕ. Ачана йĕркеллĕ пăхмастăп имĕш. «Амăшĕн правинчен хăтарттаратăп, ача интернатра ÿстĕр пĕрех хут!» — тесе кăшкăрать. Икĕ уйăх каялла ÿсĕрле килчĕ те каллех вăрçăнтăмăр. Анне умĕнчех çÿçрен тытса сĕтĕрчĕ. Вăл çапнă куç айĕ халĕ те ыратать. Паянхи кун Вася Мускавра ĕçлесе пурăнать, ÿсĕрле шăнкăравласа тарăхтарать. Юлташне те полицие «сутрĕ» вăл, ăна тусĕсем вуçех хисеплеме пăрахрĕç. Йăлт кивçенре хăй. Анне ĕçлекен лавккара та ĕçме-çиме илсе тултарнă, укçине паман. «Асăрхануллăрах пул, «стукач» вăл», — тесе Васьăн юлташĕсемех мана асăрхаттарчĕç. Çак сăмахсене ăша хывманшăн халĕ ÿкĕнетĕп», — каласа кăтартрĕ Алиса.
Вăл Васьăна водитель правинчен хăтарас тĕллев тытман. Ку ăнсăртран пулса тухнă. Çавăн чухне арçын арăмне хĕненĕ. Алиса ăна каçарайман, ăшши-пăшшипе полицие шăнкăравланă. Ÿсĕр Вася машинине кĕрлеттерсе ларнине йĕрке хуралçисем курнă, çул-йĕрти патруль службине вĕсемех систернĕ.
Машинăна çĕмĕрнĕ
Алисăн амăшĕ Фаина Иванова ĕçлекен Тăвайри закусочнăя та кĕрсе тухрăмăр. Ăна пушшех çăмăл мар: хĕрĕ те, мăнукĕ те — унăн ĕнси çинче. Кунсăр пуçне Алисăн штрафне тÿлесе татасси те пăшăрхантарать ăна. Кĕрĕвĕ апат-çимĕçе 5000 тенкĕ таранах кивçен илнине вăл пытармарĕ. «Райцентрта автосервисра ĕçленĕ чухне кунсерен тенĕ пек пыратчĕ. Хырăм выçать вĕт: вĕтĕ кукăль, хăвăрт пиçекен лапша, эрех... илнĕ. Ревизи иртрĕ, хамăн укçана кассăна хума тиврĕ. Пирĕн пата киле пушă алăпа çÿремен вăл, сумка тултарса килетчĕ. Алисăпа Вася уйрăм пурăннă тăк, тен, капла пулса тухмĕччĕ. Тепĕр енчен, çапса вĕлересрен те хăрамалла. Çук, унашкал этемпе ÿлĕмрен çыхланас килмест. Пĕр кунхине автосервис тĕлĕнче Алисăна хĕнерĕ вăл. «10 пин тенкĕ паратăп. Каçар», — тесе йăлăнчĕ кайран. Ку укçана курмарăмăр паллах. Пирĕн машинăна йăлт ватса тăкрĕ: кантăка çапса çĕмĕрчĕ, бамперсем çук, алăкĕсене хирсе кăларчĕ. Кайран юсарĕ-ха... Тăхлачă та мăнукне пулăшасшăн мар, иртнĕ судра тĕл пулсан «кирлĕ мар вăл пире» теме те именмерĕ. Юрĕ, Леночкăна хамăрах ÿстерĕпĕр. Вася ачана хăй пăхас пек: «Алисăна амăшĕн правинчен хăтармалла!» — тесе çухăрашса ан çÿретĕр», — чунне уçрĕ Фаина Юрьевна.
Васьăпа тÿрех çыхăнма май килмерĕ, телефона тытмарĕ вăл. Ют номерсенчен хăрать-ши? Çавăнпа амăшĕн йăмăкĕпе Галина Анатольевнăпа, Мускавра пурăнаканскерпе, çыхăнтăмăр. Василие хăйĕн ачи вырăнне йышăннăран унăн шăпи канăçсăрлантарать ăна.
Усал пулса юлнă
«Вася ачине чăнах та пулăшмасть-и?» — çак ыйтуран пуçланчĕ пирĕн калаçу. «Ачи унăн-и? Çакна малтан çирĕплетмелле. Алиса çурла уйăхĕнче хырăм юлнине пĕлтернĕ, пуш уйăхĕнче çăмăлланнă. Вăхăтсăр çуралнă тăк пепке пĕчĕк виçеллĕ пулмаллаччĕ, Леночка 3 килограмм ытла тайнă. Вася — кăтра, хĕрачан çÿçĕ тÿрĕ. Пирĕн Васьăран нимĕн те çук унра. Алиса ман пата СМС-çыру янăччĕ, ăна халĕ те хуратман-ха эпĕ. «ДНК тăвăр. Ачи Ваççаран тăк мана 300 пин тенкĕ паратăр», — тенĕччĕ. Алиса Васьăна эрех ĕçтерсе ÿсĕртнĕ те никама систермесĕр ЗАГСа хут уйăрттарма илсе кайнă. Малтанах эпир Алисăпа телефонпа йĕркеллех калаçаттăмăр. Вăл хырăм ÿсни, Вася вара пĕрлешесси пирки шарламаншăн пăшăрханатчĕ. Эпĕ Мускава килме, кунта тăвансемпе пĕрле кафере туй кĕрекине ларма сĕнтĕм. Шурă кĕпе тăхăнса Хĕрлĕ тÿремре уçăлса çÿрени те паха вĕт-ха. Анчах Алиса хирĕçлерĕ. Васьăна малтанхи арăмĕпе ăнмарĕ. Хальхинче йĕркеллĕ пурăнасса шантăмăр.
Тăван яла Çимĕке килсен пĕлĕшсем Алиса çинчен ырă пĕр сăмах каламарĕç: эрех ĕçнине, пирус туртнине, арçынсемпе айкашнине пĕлтерчĕç. Хăйне тулăксăр тытнине аппа та çирĕплетрĕ. Ун патне ĕçе ÿсĕрле пырса вăрçăнса çÿренĕ, «килĕр-çуртăр çунса кайтăр» тесе ылханнă, Людăна хăйĕн пÿртĕнчен хăваланă вăл. Хĕрне Ленăна кунта пропискăна тăратнă имĕш, çавăнпа çурт вĕсене юлмалла. Вася Алисăн ачине пач пулăшман теме çук. Пепке çуралнă хыççăн больницăран илсе тухма эпĕ те кайнăччĕ. Ача япали 25 пин тенкĕлĕх туянтăмăр. Кÿмене те Вася илчĕ. Кайран та укçа паркаланă, пĕррехинче 20 пин тенкĕ тыттарнине пĕлетĕп сăмахран. Алиса вĕçĕмех кивçенре, банка тÿлесе татмалли пур унăн. Кредита саплаштармашкăн эпĕ 3-4 уйăх 5-шер пин тенкĕ ярса патăм. Кайран, укçа куçарма пăрахрăм та, усал пулса юлтăм. Тем те пĕр каласа кÿрентерчĕ. Эпĕ вĕсене Тăвайри хваттере пама хатĕрччĕ. Анчах кун хыççăн шухăша улăштартăм. Алиса, манăн ача ÿсĕмĕнчискер, ÿпкелеме епле хăять? Васьăна малтанхи арăмĕнчен Иринăран уйăрттарчĕ. Вĕсен ачи Даша ашшĕ пекех кăтра çÿçлĕ. Вася та, асламăшĕ те ăна пулăшаççĕ, çавăнпа Ирина алимент ыйтмасть. Вăл халĕ качча кайнă ĕнтĕ, Ростов облаçĕнче пурăнать, Васьăн амăшĕпе лайăх хутшăнать. Çуллахи каникула Даша Тăвайра ирттерет. Эпĕ каланинче суя пĕр сăмах та çук. Юратаççĕ тĕк — пĕрлех пурăнччăр, эпир чараймăпăр. Анчах Вася Алисăпа çыхланнă хыççăн йăлт пĕтрĕ, эрех ĕçме тытăнчĕ. Алисăпа калаçатăр пулсан ыйтăр-ха: ашшĕне «психушкăна» миçе хутчен тыттарса янă вăл? Васьăн пĕрремĕш арăмне те лăпкă пурăнма памасть, СМС-çырусем ярса аптăратать», — терĕ Галина. Çак сăмахсене Çĕнçырмара пирĕн ума тухса тăнă илĕртÿллĕ те чипер курăнакан Алиса пиркиех каларĕ-ши? Эрех ĕçекен çын пек курăнмарĕ-çке вăл. Сăн-пуçран çынна пĕлме çук тени тĕрĕсех-ши вара?
Килне кĕртесшĕн мар
Вася Алисăн ашшĕн çăмăл машинине ахальтен пырса тĕкĕнменнине Людмила Ефремова çирĕплетрĕ: «Эпир кĕтÿре çÿренĕ чухне ÿсĕр Алиса Сашăн, Васьăн шăллĕн, кил умĕнче ларакан «Волгине» чулпа персе çĕмĕрнĕ. Урамри çынсем те çакна пăхса тĕлĕннĕ. Эрех ĕçсен ман пата ĕçе килсе алхасать. Унта-кунта, стенасем çине, «Вася лох» йышши усал сăмах çырса тултарнă. Хам пурăннă чухне ăна пирĕн çурта ура ярса пустармăп. Вăл машинăпа правасăрах çÿренине пĕтĕм сала курнă. Йĕрке хуралçисем пĕлеççĕ кун пирки. Явап тыттарма çук-ши вара?
Кил-çурта чĕртсе ярасран чун çук. Пире: «Çунса кайăр!» — теме вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче çурт хăпартса курнă-им? Алиса Васьăн паспортне çурса тăкрĕ, куншăн ывăлăн штраф тÿлеме тиврĕ. «Лена сирĕн патра пропискăра» тенĕрен Ваççа пирĕнпе канашламасăрах ку утăма тунă-ши тесе иккĕлентĕм. Çакна уçăмлатма ял тăрăхĕн администрацине çитрĕм. Лена пропискăра çук, апла тăк юриех асса çÿрет Алиса», — ăнман кинĕшĕн пăшăрханчĕ хĕрарăм.
Çакнашкал хыпарсем илтнĕ хыççăн Алисăпа тепĕр хутчен калаçма шухăшларăм. Васьăн малтанхи çемйи арканнăшăн вăл айăплă-ши вара? Кун пирки Алиса кăсăклă тепĕр истори каласа кăтартрĕ. Ваççа унпа çÿренĕ хушăрах Иринăпа юратулла вылянă, икĕ савнийĕн те çие юлнă. «Иринăн хырăмĕ пысăкрахчĕ. «Ан чăрмантар пире» , — тесе вăл макăрса ыйтрĕ. Вара эпĕ хырăм пăрахма кайрăм. Вася Иринăн ачине йышăнмастчĕ, Чулхула облаçне кайсан тупса килнĕ тетчĕ. Енĕш Нăрвашри хĕрарăм та Васьăран арçын ача çуратнă тесе юлташсемех каласа кăтартрĕç. Иринăпа та йĕркеллĕ пурăнман вăл, хут уйăрттарман, туй туман. Вася пысăк хырăмлă арăмĕ çине алă çĕкленĕ. Унпа вăрçăнса кайсан Йăнтăрччăри Настьăпа явăçнă. Мана кун пирки хĕр хăй каласа кăтартрĕ. Вася ÿсĕрле ăна килне илсе пырса çĕр каçарнă. Хуняма вара Тăрмăша Ирина патне шăнкăравланă. Лешĕ ачине йăтса килнĕ те вырăн çине, Васьăпа Настя хушшине, хунă. Ирина, качча кайнă пулсан та, Васьăсем патне пырса çÿрет. Мĕн кирлĕ ăна? Пĕррехинче вĕсене иккĕшне мунчара тытрăм. «Эпĕ унпа усă куратăп çеç. Унран укçа тăпăлтаратăп», — мухтанатчĕ Вася. Лешĕ ăна укçа куçарса панă пулас. Вася яланах хĕрарăмсемпе алхаснă. Иккĕн пĕрле чухне те çĕрле нимĕн каламасăр вырăн çинчен тăрса тухса каятчĕ», — тĕлĕнтерчĕ Алиса. Упăшкине вăл ДНК анализне пама тахçанах сĕннĕ-мĕн, анчах арçын хирĕçленĕ.
Чÿречерен пăхнă та...
Хĕрарăмсене питĕ килĕштерекен /тен, вĕсем ăна питĕ юратаççĕ?/ Васьăна питĕ курас килчĕ. Кĕçех вăл хăй шăнкăравларĕ. «Манăн тĕп професси — водитель. Эпĕ Мускав облаçĕнче механизаторта ĕçленĕ. Права туртса илнĕ хыççăн стройка тăрăх çÿреме тивет. Йĕркеллĕ ĕç çук, укçа епле ĕçлесе илмелле?
Пĕррехинче юлташпа эрех ĕçсе ларнă чухне арăм: «Паян килетĕн-и?» — тесе шăнкăравларĕ. Эпĕ килеймессине пĕлтертĕм, кайран шухăша улăштартăм, кая юлса çитрĕм. Алăкран шаккарăм — уçмарĕç. Чÿречерен пырса пăхрăм та... Алисăна юлташпа куртăм!» — пытармарĕ Вася. Пĕр-пĕрин ятне варалас тесе те шухăшласа кăлараççĕ, те чăнласах çапла пурăнаççĕ. Нимĕн калама та аптăрамалла.
Элпуç ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнçырмари Ивановсем йĕркеллĕ те тăрăшуллă çемье шутланнă. «Хăш вăхăтра пăсăлчĕ-ши Алиса? Руль умне правасăр ларни пирки çине-çине çăхав йышăнтăмăр. Ăна суд тунă хыççăн ăнăçсăр çемьесен шутне кĕртрĕмĕр», — палăртрĕ специалист.
Эх, юрату! Юрату мар, ырату ку! Хут çинче Васьăпа Алиса — арăмĕпе упăшки. Анчах паспортри штамп çемьене упраймасть çав.
Пепке ашшĕ-амăшĕ сăнĕллĕ марришĕн вĕсен ачи мар теме çук. Васьăн сăнÿкерчĕкне курма май килчĕ. Леночка ашшĕне пăхнă пек туйăнчĕ. Çапла, туйăнни ниме те пĕлтермест. Хальхи вăхăтра ашшĕ пулнине çирĕплетмелли тест, ДНК, иккĕленĕве сирме пулăшать. Ачи унăн тăк хăйне епле тытĕ-ши Вася? Енчен те çук тăк мĕн каласа тÿрре тухĕ-ши Алиса?
Алина ИЗМАН.
Комментировать