Комментировать

19 Мая, 2016

Хаваслăх, сывлăх парнелетĕр каникул!

Пур шкул ачи кĕтекен хаваслă çуллахи каникул çывхарать. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе пĕлÿ тĕнчинче вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнăскерсем çу кунĕсенче çĕнĕ хăват илсе юлас тĕллевлĕ. Кунĕпех уçă сывлăшра пулма, пĕве, кÿлĕ хĕрринче канма, хĕвелпе хĕртĕнме вăхăт темĕн чухлех. Хула ачисем яла тăванĕсем патне кайма, аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕпе кукамăшĕн ытамне лекме васкаççĕ. Пуринчен те ытла вĕсене çут çанталăк ырлăхĕ, тавралăх илемĕ, уçă сывлăш илĕртет. Юлташĕсемпе курнăçса калаçма та вăхăт çителĕклех пулĕ. Аслисене пахчара пулăшнине тата мĕн çиттĕр? Вăл та хăйне евĕр кану-çке. Выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте алла кĕнеке тытса вулама та, тĕрлĕ ÿсен-тăранпа паллашма та май пур… Кан, сывлăхна çирĕплет кăна.

Пирĕн республикăра ачасен çу кунĕсенчи канăвне тивĕçлĕ йĕркелеме, вĕсен сывлăхне çирĕплетме кирлĕ майсем туса пама тăрăшаççĕ. Кăçал та хула тулашĕнчи учрежденисем, шкул çумĕнчи кану лагерĕсем çитĕнекен ăрăва хаваспах йышăнĕç. Унсăр пуçне палаткăсен «хулисем» çут çанталăкăн чи илемлĕ вырăнĕсенче «никĕсленĕç», ачасене хаваспах кĕтсе илĕç. Темиçе кун тĕрлĕ çулçÿревре пулса тавралăх пуянлăхĕпе, хуласемпе ялсен илемĕпе, унти халăх йăли-йĕркипе паллашни тата мĕн тери паха!

Умра — çуллахи канăвăн хаваслă саманчĕсем. Вĕсем чăннипех те усăллă иртесси пирĕнтен те нумай килет. Чи малтанах хамăра йĕркеллĕ тытнинчен. Вут-кăварпа асăрхануллă пулмалла. Шăрпăк нихăçан та вăйă пулманнине самантлăха та манма юрамасть. Шыв хĕррине аслисемсĕр, тархасшăн, ан кайăр! Шывăн турачĕ çук. Çакна ан манăр! Çырлана е кăмпана çывăхри вăрмана е катана çитсе килес тетĕр пулсан та аслисенчен ирĕк ыйтмасăр тухса ан кайăр. «Сыхланакана Турă сыхлать», — тесе ваттисем ахальтен каламан. Тимлĕхе ан çухатăр.

Çу хаваслăх та телей парнелетĕр. Апла пулсан сывлăха çирĕплетмелли пур майпа та усă курасчĕ çеç!

Владимир ЛЕОНИДОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.