Шыв тумламĕ чула шăтарать пулсан?..
Шкулта вĕренекенсенчен чылайăшĕ тухтăр профессине алла илесшĕн. «Тĕнчере пĕр професси кăна мар-çке, мĕншĕн çак çула суйласшăн?» — тесе ыйтсан пурин те пĕрешкел хурав пулчĕ. «Чирлекенсене пулăшасси — тĕп тĕллевсенчен пĕри. Хама шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлтан, чунтан юратса пурнăçлăп», — теççĕ çирĕппĕн.
Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн 7-мĕш класĕнче вĕренекен Саша Иванова та, авă, тухтăр пулас ĕмĕтлĕ.
— Тăрăшса вĕренетĕп. Кашни предметпах «5» паллă илме тăрăшатăп. Киле парса янă ĕçсене ялан пурнăçлатăп. Тус-юлташа, пĕрле вĕренекенсене те йывăр вăхăтра пулăшма ÿркенместĕп. Темле пулсан та, палăрмаллах манăн. Ятăм шкула юлмаллах. Яланах тухтăр профессийĕ пирки канăçсăр шухăшлатăп. Пăт-пăт тумласах шыв тумламĕ хытă чула шăтарать. Апла пулсан манăн çутă ĕмĕтĕм пурнăçа кĕмеллех. Тăван тăрăхран тухса кайсан та юратнă шкула килсех çÿрĕп. Стена çинчи тăракан стендра лайăх вĕренекен ачасен ячĕсемпе пĕрле хушаматăм та пулĕ. «Ăнланăр, çак ятсем нихăçан та манăçа тухмаççĕ. Вĕсене яланах ырăпа асăнаççĕ, вĕренме килнĕ кашни шкул ачиех хаваспах вулать. Çак вĕренекенсем шкула чунтан юратнă, учительсене хисепленĕ. Чикĕ хĕрринче Тăван çĕршыва хураллаççĕ-и, аякри урăх хуласенче пурăнаççĕ-и — пурпĕрех хăйсен вĕреннĕ шкулне манмаççĕ, килсе курмасăр тÿсеймеççĕ. Сирĕн те, ачасем, аслисенчен тĕслĕх илмелле, вĕсемпе мухтанмалла, мăнаçланмалла», — тейĕç педагогсем, — тет йăл кулăллă Саша.
Çавăн пекех хĕрача кайăксене те юратать. Пĕрре мар хăй тĕллĕн сырăшсем ăсталанă, унта яланах çимелли апат хурса тăнă вăл. Çăкăрне те, хĕвелçаврăнăшĕпе сало таврашне те хĕрхенмен.
— Çунатлă тусăмсене çав тери шеллетĕп. Хĕллехи кунсенче апат тупаймасăр хăшкăлаççĕ-çке вĕсем. Çавăнпа сырăшсем апатран татăк ан тăччăр тесе тăрăшатăп, — тет хĕрача.
...Шкулта пурте Çĕнтерÿ кунне хатĕрленеççĕ. Уроксем хыççăн репетици ирттереççĕ Сашăпа тусĕсем.
— Фронтра пулнă çынсене чун-чĕререн хисеплесе ĕмĕр асра тытăпăр. Аслă ăрури вĕрентекенсем те Тăван çĕршыва паттăррăн хÿтĕленĕ. Вĕсем те тăшманпа хастаррăн, пĕр хăрамасăр çапăçнă. Тăван тăрăха хăшĕсем аманса, сусăрланса таврăннă пулин те, пуçа усса, нăйкăшса ларман. Ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн чунтан тăрăшнă. Вĕренекенсем ветерансене сума сунă, урокĕсенче шăпăрт ларнă. Вăрçă нуши-терчĕ пирки каланине чунĕсене ыраттарса итленĕ хĕрачасемпе арçын ачасем. Паттăр салтаксен ячĕсем ĕмĕр-ĕмĕр асра юлĕç, — терĕ Саша Иванова.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Красноармейски районĕ,
Кĕçĕн Шетмĕ.