Археологăн лачакара та выртма тивет

19 Çу, 2016

Эпир утакан çĕр çинче пин-пин çул каялла кам "хуçаланнине" истори каласа кăтартать. Çав вăхăтра мĕнле пурăннине, мĕн тăхăннине археологсем тĕрлĕ вырăнта тупнă ĕç хатĕрĕ, алка-вăчăра тăрăх палăртаççĕ. Пĕр енчен, вĕсене тупас тесен çĕре чакаламалла çеç. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче вăй хуракан Николай Мясников веçех уçăмлатрĕ: археологăн историе, антропологие, топонимикăна тата ытти наукăна ăса хывмалла, ÿкерме, чертеж тума, сăн ÿкерме пĕлмелле. Кĕскен каласан — анлă тавракурăмлă пулмалла. Археологи иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче çеç наука пулса никĕсленнĕ пулин те çак професси Авалхи Римпа Грецире хисеплĕ ĕç шутланнă. Çынсем ун чухнех чул, бронза, тимĕр ĕмĕрĕсем пирки пĕлнĕ, тăпрара архитектура палăкĕсене тупнă. 28 çулти Николай историпе кăсăкланасси мĕнрен пуçланнине, тĕрлĕ районта тупнă авалхи пуянлăх çинчен каласа кăтартма кăмăл турĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.