Çамрăксем министрсен тивĕçĕсене пĕлесшĕн
Ĕнер, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ пулчĕ. Унта тĕрлĕ саккун проектне пăхса тухрĕç. Ку лару ыттисенчен уйрăлса тăчĕ. Нумаях пулмасть йĕркеленнĕ Çамрăксен правительствин членĕсем хутшăнчĕç унта. Лару вĕçленсен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăк "министрсемпе" "çавра сĕтел" ирттерчĕ.