Пуян историллĕ издательство
«Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ», - тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Информаци технологийĕсем анлă сарăлчĕç, Интернет пурнăçа çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ пулин те, кĕнеке пĕлтерĕшĕ чакмасть-ха. Алă çапах та çÿлĕк еннеллех туртăнать, чун хăнăхнă хуплашкаллă, типографи сăрриллĕ кĕнекенех ыйтать. Хальхи çамрăксем вуламаççĕ тени те тĕрĕс мар. Интереслĕ хайлавсемпе хăйсем çеç паллашнипе çырлахмаççĕ вĕсем, юлташĕсене те сĕнеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир те сире «Вулав тĕнчинче» Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кăларăмĕсемпе паллаштаратпăр.