Çамрăксем министрсен тивĕçĕсене пĕлесшĕн

29 Юпа, 2015

Ĕнер, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ пулчĕ. Унта тĕрлĕ саккун проектне пăхса тухрĕç. Ку лару ыттисенчен уйрăлса тăчĕ. Нумаях пулмасть йĕркеленнĕ Çамрăксен правительствин членĕсем хутшăнчĕç унта. Лару вĕçленсен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăк "министрсемпе" "çавра сĕтел" ирттерчĕ.

Çамрăксен правительстви нумаях пулмасть ĕçлеме тытăннă. ЧР Пуçлăхĕн 2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнчи 7-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн ăна ЧР Министрсен Кабинечĕ çумĕнче йĕркеленĕ. Ун йышне чи маттуррисем, хастаррисем кĕнĕ. ЧР Вĕренÿ министерствинче ятарласа конкурс комиссине йĕркеленĕ, унта 48 çамрăк хутшăнма кăмăл тунă. Ун витĕр тухнисем Çамрăксен правительствинче должноç йышăннă. Кашнине республикăри ĕç тăвакан влаç органĕ çумне çирĕплетнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.