Кролик ĕрчетес тесен

29 Окт, 2015

Кролик усраса пăхас килет. Ăна ĕрчетни тупăшлă теççĕ. Çак ĕç пирки çырсан аванччĕ.

Роман СОТНИКОВ.

Улатăр районĕ.

Кролик ĕрчетесси пирки ял çынни нумай калаçнă пулĕ. Хăшĕ-пĕри вĕсене усраса та курнă. Кролик ыйтăвĕпе халĕ те хĕрÿ калаçаççĕ. Оптимист-теоретиксем хут çинче бизнес-план туса кролик ĕрчетекенсем кĕске хушăрах пысăк тупăш илекен пуласса, пуйса каясса ĕнентереççĕ. Кролик усраса курнисем пĕр-пĕр инфекцие пула пĕтĕм кролик йышне çухатнă тĕслĕхсемпе çак ĕçĕн йывăрлăхне палăртаççĕ. Хăшĕ-пĕри, кролик ĕрчетессипе çунатланнăскер, пĕр-икĕ çултан çак ĕçе вуçех пăрахнине калать.

Кролика сахал йышпа тахçантанпах усракансем те пур. Вĕсем паха какайпа хăйсен çемйисене куллен тивĕçтереççĕ. Ытти тĕллев вĕсене питех канăçсăрлантармасть.

Кроликçăсен тепĕр ушкăнĕ - профессионалсем. Вĕсем тупăш пирки калаçсах каймаççĕ, кăштах ÿпкелешеççĕ те. Анчах çĕнĕ çурт çĕклеççĕ, чаплă автомобиль туянаççĕ. Эппин, кролик ĕрчетессипе кăсăкланмалăх пур.

Кролик ĕрчетме илĕртекен сăлтавсем: кролик чи хăвăрт ÿсекен килти чĕрчун. Виçĕ уйăхран кролик виçĕ килограма яхăн туртать, пилĕк уйăхра 4 кг çитет. Килти пĕр чĕрчун та ун пек хăвăрт аталанаймасть. 4 уйăхри çамрăк кролик ĕрчес ÿсĕме кĕрет, хăй çĕнĕ ăру пама пуçлать. Лайăх условисенче кролик çулталăкĕпех ĕрчет. Пĕр амаран çулталăкне 50 çура илме пулать. Кашни 3 кг çитсен пĕтĕмĕшпе 150 кг пулать. Какайсăр пуçне унăн тирĕ те паха, ăна вырнаçтармалли çула тупмалла та...

Раççейре сутакан кролик какайĕнчен чĕрĕкне çеç хамăр çĕршывра туса илеççĕ. Венгрирен, Китайран ытларах кÿрсе килеççĕ. Хальхи вăхăтра кролик какайĕн конкуренцийĕ сахал. Хамăр патра çитĕнтернĕ кролик какайĕ пахарах та, усăллăрах та.

Çав вăхăтрах кролик тытас ĕçри йывăрлăхсене палăртмалла. Пĕр-пĕр чир лексен кроликсем питĕ хăвăрт вилсе выртаççĕ. Икĕ-виçĕ кун çур çул ĕçленине харама яма пултарать. Кролик какайĕ пасарта сахал пулсассăн та ăна вырнаçтарасси, сутасси чăрмавлă. Раççейре кролик какайне ĕçе кĕртес енĕпе тимлени çук. Кролик тирне вырнаçтарас çула тупма та кăткăсрах.

Мĕн тумалла-ха эппин?

l Кролик усрама шухăш тытсассăн ĕçе тĕплĕн йĕркелемелле. Туяннă кроликсене вакцинацилемелле, ĕрчетмелли мăшăрсене çĕнетсе тăмалла.

l Кролик какайне ăçта, мĕнлерех вырнаçтарассине тĕпчемелле. Унăн тупăшлăхне хакламалла.

l Чĕрчунсене хальхи вăхăтра тивĕçлĕ мелсемпе ĕрчетмелле. Меллĕ читлĕхсем пулни, таса ăратлă выльăх усрани тупăш илме май парать. Ăрата пирĕн тăрăха юрăхлине суйламалла, ĕрчетес тĕлĕшпе ама тата аçасене çĕнетсе тăмалли «çăлкуç» пулмалла.

Фермер хуçалăхĕнче ĕçе тĕрĕс йĕркелесессĕн кролик пĕр çулта маларах пулнă тăкаксене саплаштарать, тупăш пама пуçлать.

Кил валли кроликсене ĕрчетесси, хăнăхнă кил хуçишĕн ытти выльăх-чĕрлĕх пăхнинчен нимпех те уйрăлса тăмасть. Кролика вăхăтра апат памалла, шывпа тивĕçтермелле, айне тасатмалла.

Кролика çемье усă курмалăх çеç ĕрчетнĕ чухне апат хатĕрлесси хушма тăкак кÿмест пулсан ятарласа тĕллевлĕн ĕçлес текенсен хушма тăкаксене малтанах палăртмалла. Çак чĕрчунсем çинчен калакан литературăпа тĕплĕн паллашмалла.

Çак условисемпе паллашнă хыççăн кролик усрамалла е усрамалла мар - кашни хăй йышăну тăвать. Куç хăрать те ал тăвать, теççĕ. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесен кролик ĕрчетни тупăшлă пулнине ĕненĕпĕр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.