Комментировать

29 Окт, 2015

“Хыпар” турнирĕ - чи лайăххисенчен пĕри

32-мĕш ăмăрту Европăри пысăк юхан шыв хĕрринчи Куславккари «Атăл» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче иртрĕ

Турнира 10 регионти 200-е яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсем кубоксемпе медальсен 33 комплекчĕшĕн тупăшрĕç

Кире пуканĕ йăтассипе республикăри «Коммунизм ялавĕ» /1991 çулхи авăн уйăхĕнчен «Хыпар»/ хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн 1980-мĕш çулсен варринчи пирвайхи турнирсем Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче, Вăрнар поселокĕнче, Канаш тата Улатăр хулисенче иртнĕ. Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте тимĕр вăййине кăмăллакансем ытларах Шупашкарти тĕрлĕ спортзалта, Кÿкеç поселокĕнче тата Патăрьел районĕнчи культура çуртĕнче пухăннă.

Иртрĕ канмалли кунсенче турнира хутшăнакансене Куславкка пуçласа йышăнчĕ. Ку ахальтен мар: кунта спорт ветеранĕсен ушкăнĕсенче 7 хутчен - Раççей, 3 хутчен тĕнче чемпионĕн ятне илнĕ 78 çулти Бронеслав Чернов, республикăри тата Пĕтĕм Раççейри зонăри ăмăртусен çĕнтерÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Иван Краснов пурăнаççĕ. Вĕсен вĕрентекенĕ Сергей Кириллов офицер Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче 10 хут ытла çĕнтернĕ. Вăл Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ çеç мар, тава тивĕçлĕ тренерĕ те. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.