Сывлăша лайăхлатма

29 Окт, 2015

Кĕркунне çурта хутса ăшăтма пуçлатпăр. Ăшăтакан прибор, кирек мĕнли те, пÿлĕмри сывлăша типĕтет. Типĕ сывлăш вара, ытлашши нÿрĕк пекех, çын сывлăхĕшĕн, пÿртри ÿсен-тăраншăн аванах мар.

Пÿртри сывлăш, ăсчахсем палăртнă тăрăх, нормăпа 40-60: пулмалла. Çакă çыншăн, пÿртри сĕтел-пуканшăн юрăхлă. Ÿсен-тăрана нÿрĕк ытларах кирлĕ - 55-75:. Тăпра типсе каясран чечексене яланах шăваратпăр, çулçăсене шывпа пĕрĕхетпĕр. Çавăнпа чечек нумай пÿлĕмре сывлăш нÿрĕклĕхĕ те пысăкрах. Асăрханă-тăр, ÿсен-тăран нумай çĕрте сывлăш та уçăрах, сывлама çăмăл.

Сывлăш нÿрĕклĕхне йĕркелеме пÿлĕме савăтпа шыв лартни, пÿлĕмри ÿсен-тăран, аквариум кăштах пулăшаççĕ. Вăтамран пĕр пÿлĕмре талăкра 3 литр шыв пăсланмалла. Паллах, сывлăша нÿретекен прибор пулни пÿлĕмре шывлă савăтсем лартнинчен аванрах. Кунашкал приборсем хăйсемех пÿлĕмри сывлăш нÿрĕклĕхне виçсе йĕркелесе тăраççĕ. Прибора пÿлĕме чÿречерен, стенаран, сĕтел-пуканран, шкафран çур метр аяккарах, ачасем пырса тытмалла мар вырнаçтармалла.

Халĕ лавккасенче сывлăша нÿрĕклетекен тĕрлĕрен прибор сутаççĕ: ансаттисем, ультрасасăллисем, каналлисем... сывлăша тасатса нÿретекеннисем.

Ансат нÿретмĕше хамăр алăпа та ăсталама пулать. Ăна валли ăшăтакан батарея, пластик савăт, скотч, канра е хăю, 1-2 метр марля кирлĕ. Нÿретмĕш электричество пачах туртмасть, ансат, ăна тума укçа-тенкĕ те тăкакламалла мар.

Ĕç йĕрки.

1. Пластик савăтăн варрине 10-12 см вăрăмăш, 5 см анлăш шăтăк касмалла.

2. Пусма таткипе савăта ăшă пăрăхĕ айне икĕ тĕлтен çыхса çакса хуратпăр. Çыхăсем куçса каясран скотчпа çирĕплететпĕр.

3. Марльăна 10 см сарлакăш хуçлатса вăрăм хăю пек тăватпăр, унпа ăшă пăрăхне спираль пек чĕркетпĕр, вĕçне касса çирĕплетнĕ савăт шăтăкне хуратпăр, унта шыв яратпăр.

Ансат нÿретмĕш хатĕр те.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.