Пуян историллĕ издательство

29 Окт, 2015

«Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ», - тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Информаци технологийĕсем анлă сарăлчĕç, Интернет пурнăçа çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ пулин те, кĕнеке пĕлтерĕшĕ чакмасть-ха. Алă çапах та çÿлĕк еннеллех туртăнать, чун хăнăхнă хуплашкаллă, типографи сăрриллĕ кĕнекенех ыйтать. Хальхи çамрăксем вуламаççĕ тени те тĕрĕс мар. Интереслĕ хайлавсемпе хăйсем çеç паллашнипе çырлахмаççĕ вĕсем, юлташĕсене те сĕнеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир те сире «Вулав тĕнчинче» Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кăларăмĕсемпе паллаштаратпăр. Тĕнче, çĕршыв шайĕнче палăрнă литература произведенийĕсем çинчен Интернетра пайтах вуласа пĕлеетĕр. Эпир сире тăван çĕр çинче тухнă кĕнекесем çинчен хыпарлатпăр.

Паянхи Чăваш кĕнеке издательстви - ăнăçлă аталанса пыракан нумай профильлĕ предприяти. Вăл илемлĕ литература, ача-пăча, вĕренÿпе педагогика, ăслăлăхпа таврапĕлÿ тата ытти литературăна кăларас енĕпе тимлет. Кĕнекесем чăвашла, вырăсла кăна мар, акăлчан чĕлхипе те пичетленеççĕ. Издательство йĕркеленнĕренпе 16 пин ытла кĕнекепе брошюра /ятсен шутне кура/ вулакан патне çитнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле тиражĕ - 132280 пин экземпляр, вăл шутра - 2012 çулта 110 кăларăм 323,3 пин экземплярлă тиражпа кун çути курнă.

2015 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш кĕнеке издательстви йĕркеленнĕренпе 95 çул çитет. Çавна май пĕлтерĕшлĕ те кăсăклă хăш-пĕр самантсемпе хисепсем çинче чарăнса тăрăпăр.

•1920 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри Советсен II с±езчĕ уçăлнă. Чăваш патшалăх издательствине йĕркелес йышăнăва çирĕплетнĕ. 1921 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче «Канаш» хаçат Шупашкарта Тĕп чăваш куçарупа издательство комиссийĕ ĕçлеме пуçăнни çинчен хыпарланă. Ÿлĕмрен кирек мĕнле чăвашла кĕнеке те çак комисси ирĕк парсан кăна тухайнă. 1921 çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Наркомнацăн Чăваш уйрăмĕ Патшалăх издательствин Чăваш уйрăмне йĕркеленĕ, мĕнпур чăвашла хаçат-журнала сарасси унăн тивĕçĕ пулса тăнă.

•1920-мĕш çулсенче Чăваш патшалăх издательстви кĕнеке пичетленисĕр пуçне хаçат-журнал кăларса тăнă, пичет продукцине салатнă, типографи ĕçне йĕркелесе пынă.

•1922 çулта издательство заведующине Платон Захарович Львова çирĕп-летнĕ.

•1922-1923 çулсенче Чăваш патшалăх издательстви 15 кăларăм /пĕтĕмĕшле тираж - 49351 экземпляр/ пичетленĕ, 1923-1925 çулсенче - 178 кĕнеке /пĕтĕмĕшле тираж - 653 пин экземпляр/.

•1926-1930 çулсенче вĕренÿ кĕнекисене, политика литературине чылай кăларнă, редакторсемпе полиграфистсене хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăрнă. Издательствăра тăрăшнă çамрăк литераторсем /Л.Агаков, В.Алагер, В.Алентей, В.Долгов, В.Давыдов-Анатри, Илпек Микулайĕ, С.Лашман, Ç.Элкер, Хв.Уяр, К.Турхан/ каярахпа паллă чăваш çыравçисем, критикĕсем пулса тăнă.

•1930-1940 çулсенче халăх ыйтнине кура ытларах вĕренÿ кĕнекисем, техника тата ял хуçалăх литератури кун çути курнă. Н.Ашмаринăн 17 томлă словарьне кăларас ĕç малалла пынă. Фольклор материалне тĕпе хурса хатĕрленĕ кăларăмсем, чăваш çыравçисен кĕнекисем пичетленеççĕ. М.Горькин «Мать», «Мои университеты» произведенийĕсем чăвашла тухаççĕ. 1938-1940 çулсенче вăтамран çулталăкне 167 кĕнеке кăларнă.

•Йывăр та нушаллă 1941 çулта 314 кăларăм /2 млн 110 экземпляр/ кун çути курнă. Вăрçă вăхăтĕнче çулталăкне вăтамран 174 кĕнеке тухнă. Вĕсенчен чылайăшĕ Тăван çĕршыва сыхлас, совет салтакĕсен паттăрлăхне кăтартса парас темăсене мала хунă.

•1956-1960 çулсенче вăтамран 304-шар кĕнеке пичетленнĕ, 1961-1965 çулсенче - 272-шер ят.

•1963 çултанпа Чăваш патшалăх издательстви Чăваш кĕнеке издательстви ятпа паллă. 1918-1968 çулсенче Чăваш енре 9393 кĕнеке /пĕтĕмĕшле тираж - 57 млн 909 пин экземпляр/ кун çути курнă, вĕсенчен 6754-шĕ - чăвашла /44 млн экземпляр/.

•XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Чăваш кĕнеке издательствин кăларăмĕсен тиражĕ кăна мар, пахалăхĕ те палăрмаллах ÿснĕ. 1969 çулта Пĕтĕм Раççейри кĕнеке искусствин конкурсĕнче «Франци поэчĕсем» сборника еплерех илемлетнине хакласа /ÿнерçи - Э.Юрьев/ II степеньлĕ Дипломпа палăртнă.

•1980-мĕш çулсенче «Книжные новинки» фирма магазинĕ уçăлнă, издательство чăвашсем пурăнакан регионсемпе тата та тачă çыхăнса ĕçлеме пуçланă. Паянхи кун тĕлне Шупашкарта издательствăн 3 лавкки ĕçлет.

•П.В. Денисовăн «Жизнь монаха Иакинфа Бичурина» /1997/ кĕнекинчен «Замечательные люди Чувашии» ярăм йĕркеленсе кайнă.

•Тĕрлĕ çулсенче чăваш классикĕсен произведенийĕсен тулли сборникĕсем, чăваш фольклорĕн тĕслĕхĕсене пухса хатĕрленĕ нумай томлă кăларăмсем вулакансем патне çитнĕ.

•«Библиотека Президента Чувашской Республики» ярăмпа Чăваш енри мухтавлă спортсменсем, ученăйсем, çыравçăсем, тухтăрсем, театр ĕçченĕсем тата ытти паллă çынсем çинчен чылай кăларăм пичетленнĕ.

•2006-2011 çулсенче 4 томлă «Чăваш энциклопедийĕ» кун çути курнă.

•1996 çултанпа Чăваш кĕнеке издательстви - Раççейри кĕнеке издателĕсен ассоциацийĕн членĕ.

Çапла, Чăваш кĕнеке издательстви - пуян историллĕ предприяти. Чылай тĕрĕслев витĕр тухнă, чылай йывăрлăхпа хыçа хăварнă вăл. Паян та вулакана пысăк пахалăхлă кĕнекесемпе тивĕçтерессишĕн, çĕнĕ ятсем уçассишĕн ырми-канми тăрăшать. Вулакансем пур чухне кĕнеке пурăнать, эппин, издательство та тухăçлă вăй хурать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.