Çамрăксем ташлаççĕ
28 Oct, 2015 | Çамрăксем

Хусанта хăйне евĕрлĕ ăмăрту иртнĕ: халăх ташшине юратакансем çĕршыв кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Унта хăйсен пултарулăхне Хусан, Чулхула, Мускав, Тюмень, Самар, Пенза, Шупашкар тăрăхĕнчен килнĕ 15 коллектив кăтартнă.

Тутарсен тĕп хулине пирĕн республикăри Культурăпа халăх пултарулăхĕн керменĕ çумĕнчи «Суварята» ташă ансамблĕ те çитсе килнĕ. Ирина Музыкантова ертсе пыракан коллектив киле сумлă парнесемпе таврăннă. «Халăх ташшин традицийĕсене упраса хăварнăшăн» çамрăк артистсен ушкăнĕ «Халăх ташши» номинацире пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Ача-пăча пултарулăхне аталантарас тата наци культурин пуянлăхне упраса хăварас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн ансамбль балетмейстерне - РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Анатолий Музыкантова Тав çырăвĕпе чысланă. Хальхи вăхăтра «сувар ачисем» халăх ташшисен çĕршыв чемпионатне хатĕрленеççĕ.