«Асамлă чаршав»

28 Юпа, 2015

Çак ятпа Хĕрлĕ Чутай районĕнче драма ушкăнĕсемпе халăх театрĕсен фестивалĕ пуçланнă. Ăна ку тăрăхра çуралса ÿснĕ паллă çынсене - Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсене, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Ирина Садовниковăпа Николай Булаткина - халалланă.

Фестивале районти кашни ял тăрăхĕ хутшăнать. Унăн условийĕпе килĕшÿллĕн ял артисчĕсем чăваш драматургĕсен пьесисем тăрăх спектакль лартса памалла. Çак кунсенче Штанаш культура çуртĕнчи драма кружокне çÿрекенсем сцена çине пĕрремĕш ĕç кăларнă. Ял çыннисем Николай Угаринăн хайлавĕпе хатĕрленĕ «Савнă кин» спектакль курса савăннă. Надежда Егорова, Владимир Париков, Николай Майоров, Ираида Семенова, Елена Майорова, Надежда Шипеева тата Евгений Майоров рольсене аван вылянине палăртнă. Вĕсем хыççăнах хăйсен ĕçĕпе халăха Хусанушкăнь артисчĕсем паллаштарнă. Чăваш халăх артисчĕн Ефим Никитинăн «Хуняма» пьесине халăх умне кăларнă.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: