Тăван çĕршывне ăсатнă

28 Юпа, 2015

Чăваш Енри наркополицейскисем Анат Тагилтан килнĕ икĕ çынна тытса чарнă. Сăлтавсăр мар. Хайхискерсем республикăра хăйсен наркобизнесне аталантарасшăн пулнă: пирĕн тăрăхра синтетика хутăшĕсене сутма пуçланă.

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - "гастролерсем" республикăра темиçе уйăх ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Вăрттăн вырăнсене "синтетика" хура-хура хăварнă. Çапла майпа кĕсйисене самаях хулăнлатнă.

Саккун алли хăйсем патне тăсăлса çитеймессине шанса ĕçленĕ ахăртнех. Наркотик туянакансемпе куçа-куçăн тĕл пулманни, ята палăртмасăр Интернет урлă çыхăну тытни ĕç-хĕле хăрушсăрлатма пултарассине ĕненнĕ. Кăлăхах. Наркополицейскисем Анат Тагил çыннисен ячĕсене те тупса палăртнă, киревсĕр ĕç-хĕлне те тăрă шыв çине кăларнă. "Наркобизнесменсем" тăван çĕршывне, колонисемпе пуян тăрăха, хура ятпа витĕнсе таврăнĕç.

Шупашкар хулинчи Ленин район сучĕ "бизнесменсене" наркотиксемпе суту-илÿ тунăшăн айăплă тесе йышăннă. Вĕсен 9 çул çирĕп режимлă колонире ларма, 100 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивĕ. Суд приговорĕ вăя кĕнĕ.

И.СЕРГЕЕВА.

Рубрика: 
Автор: