“Тÿпери кураксене шутламаççĕ ачасем, хĕвел патне туртăнаççĕ”

29 Окт, 2015

Шупашкар районĕнчи Шăнкас ялĕнче кун çути курнă Марина ТИМУКОВА ташăç - хăйне евĕр чăваш пики. Вăл хĕвел тухăç ташшисен вăрттăнлăхне чылай çул тĕпчет, ташă ăсталăхне хăй çеç алла илнипе çырлахмасть, ыттисене те илĕртÿллĕ хусканусем тума вĕрентет, хĕрсемпе каччăсене сывлăха ташă урлă çирĕплетме майсем туса парать, хĕвел тухăç ташшисене юратакансене концертсене пухса ытти халăх культурине юратма, хаклама вĕрентет. Юлашки çулсенче Турцире иртекен тĕрĕк халăхĕсен фестивалĕсене хастар хутшăнать. "Ташă калейдоскопĕ" республика фестивалĕнче мăшăрĕпе пĕрле II степень Диплом çĕнсе илнĕ, "Тĕрлĕ сăнлă Тухăç" концерта хастар хутшăннăшăн унăн ушкăнне Грамотăпа чысланă. Уявсемпе конкурссенче тивĕçнĕ тав çырăвĕсемпе хисеп хучĕсене асăнса пĕтереес те çук. "Чуна уçса калаçар" рубрика тĕпелне Маринăна тахçанах чĕнме палăртнăччĕ. Çак самант тинех çитрĕ.

- Икĕ пин çул каялла пирĕн мăн-мăн асаттесемпе асаннесем Алтай тăрăхĕнче темиçе ĕмĕр тĕпленсе пурăннă. Вĕсен юнĕ ăруран ăрăва куçса санра палăрнă пулмалла. Ахальтен мар эсĕ "Хĕвел тухăç вăрттăнлăхĕ" ушкăн йĕркелес шухăш патне çитнĕ.

- Пытармастăп: ташлама питĕ юрататăп эпĕ. Пилĕк çултах аттепе анне хам пекех пĕчĕк пианино илсе панăччĕ. Унăн хурапа шурă пускăчĕсене перĕнсе сасă кăлараттăм та пĕтĕркĕç пек çаврăнса ташлаттăм. Шкула çÿреме пуçласан ташлас килчĕ. Ятарлă кружоксем çуккипе ĕмĕтĕме пуçламăш классене вĕрентекен Любовь Данилова пурнăçлама пулăшрĕ, хăй тĕллĕн интереслĕ ташăсем шухăшласа кăларса ташлама хăнăхтаратчĕ. Пире ял фермине концертсем лартма илсе каятчĕ, хăй баян калатчĕ, юрлаттăмăр, сценкăсем лартаттăмăр. Икĕ арçын ачана музыка инструменчĕ калама хăнăхтарчĕ. Манăн та вĕренес килетчĕ, вăтаннипе ыйтма хăяймарăм. Вăтам классенче хора çырăнтăм. Пĕррехинче илемлĕх ертÿçи ушкăн умне кăларса тăратрĕ те: "Петухова, ыттисем мĕнле юрланине тимлĕ итле, вĕсем пек юрла", - терĕ. Намăс пулнипе хора çÿреме пăрахрăм. Каярахпа çак хор фольклор ушкăнне çаврăнчĕ, музыка инструменчĕсемпе пуянланчĕ. Ачасем уявсене хутшăнма пуçларĕç. Хăй вăхăтĕнче чăтăмлă пулманшăн хама пĕрре мар ятларăм. Йывăрлăхсем лайăхпа çаврăнма пултарнине каярахпа тин ăнлантăм. Ача чухнех юрă-ташăпа ытти хулана тухса çÿрес ĕмĕт пысăкчĕ çав.

- Ĕлĕкрех "15 республика - тăванла 15 çĕршыв" конкурса шкулта та ирттеретчĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.